Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳссе пырать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Regnum хыпар агентстви Чӑвашстат хыпарланине тӗпе хурса.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫ укҫи парӑмӗ республикӑра 7,0 миллион тенке ҫитнӗ иккен, ку вӑл иртнӗ ҫулхи ҫав кунхипе пӑхсан 2,2 миллион тенкӗ нумайрах иккен. Пӗчӗк усламҫӑсем епле ӗҫленине калама йывӑр — ӗҫ укҫипе ҫавӑн чухлӗ парӑм пухса янисен шутне статистсем вӗсене кӗртмен. Ял хуҫалӑхӗ, сунар тата вӑрман хатӗрлес енӗпе тӑрӑшакан предприятисем вара вӑхӑтра татӑлманни пулкалать-мӗн. Маларах каланӑ парӑмран 58,4 проценчӗ шӑпах ҫавсене тивет те иккен. Тепӗр чӗрӗк пайӗ электроэнергетика предприятийӗсен тӳпи.
Ӗҫ укҫипе парӑма кӗменнисен шутӗнче — 17 районпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисем. Вӑхӑтра татӑлманнисен списокне 3,9 миллион тенкӗ пухса янӑ Муркаш районӗнчи предприятисем тата 1,7 миллионлӑ улатӑрсем кӗнӗ.