Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинче пурӑнакан Анастасия Сайкова Пӗтӗм Раҫҫейри «Городские интонации» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ӑна Раҫҫей Строительство министерстви йӗркелет.
Пирӗн ентеш «Хула пирки медиа» номинацире «Ан та кала» проектпа мала тухнӑ. Проекта автор регионти хальхи культурӑна тата ӑна аталантаракан ҫынсене халалланӑ. Унта блог, подкаст тата видеофильмсем пӗрлешеҫҫӗ.
Пирӗн ентеше чысланӑ. Наградӑна ӑна Раҫҫей строительство тата ЖКХ министрӗ Ирек Файзуллин панӑ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал конкурса 70 регионтан 700 ытла заявка килнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне вара улттӑшӗ кӑна кӗнӗ, вӗсен шутӗнче – Анастасия Сайкова та. Ӑна мала тухнӑ ятпа ЧР Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.
