Суд йышӑнӑвне пурнӑҫлакан приставсем Вӑрмар районӗнчи арҫынран сунарҫӑ пӑшалне туртса илнӗ. Хайхискер банк умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суд приставӗсем патне банк умӗнче 180 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ ҫитнӗ. Ҫавна пурнӑҫласа приставсем ухтару тунӑ, кивҫенрен тухайман арҫыннӑн килӗнче пулнӑ пӑшала туртса илнӗ. Пакунлисем ӑна вырӑнти полици уйрӑмне управа панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, халӗ специалистсем пӑшал хакне палӑртаҫҫӗ. Енчен те парӑмҫӑ банка укҫа хывмасан хайхи пӑшала аукцион ирттерсе сутӗҫ, укҫине вара банка куҫарса парӗҫ.
Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫутӑшӑн тахҫантанпах тӳлемен. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне унӑн парӑмӗ 214 пин те 714 тенке ҫитнӗ. Вӑл — республикӑра пурӑнакансенчен чи пысӑк парӑмли. Ҫавӑн пирки Чӑваш Енӗн Строительство министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Кун пирки ҫырма сӑлтавӗ те пулнӑ. Республикӑра Чӑваш Енри электроэнергипе тивӗҫтерекен компани клиенчӗсен йышӗнче ҫӳтӑшӑн тӳлеменнисем самай нумайланнӑ. Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмӗшле парӑм 201,26 миллион тенке капашнӑ.
Нумай вӑхӑт тӳлеменнисем патне авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа ҫутӑшӑн хывмалли квитанци хӗрлӗ тӗслӗ хут ҫине кӑларни пыма тытӑннӑ. Авӑнра 1400 ҫынна ун пек квитанци ярса панӑ, ку уйӑхра вара парӑмӗ 5 пин тенкӗрен иртнӗ 1 пин ҫын патне хӗрлӗ тӗслӗ «телей ҫырӑвӗ» пырса выртӗ. Сӑмах май, Ҫӗмӗрлери, Канашри, Етӗрнери районсен хушшинчи уйрӑмсен клиенчӗсен йышӗнче ҫутӑшӑн тӳлеменнисем уйрӑмах нумаййӑн: 200-шер ҫын ытла.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна чылай вӑхӑт алимент тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 42 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫитмен икӗ хӗрне алимент тӳлемен. Ҫапла майпа вӑл суд йышӑнӑвне пӑснӑ. Хӗрарӑмӑн ӗҫе вырнаҫма май пулнӑ, анчах вӑл васкаман. Темиҫе хутчен асӑрхаттарсан та ачисене алимент тӳлемен.
Хӗрарӑмӑн вара ачисен умӗнчи парӑм сахал мар пухӑннӑ: 167 пин тенкӗ. Суд ӑна 3 уйӑх тӳрленмелли ӗҫе ямалла, шалӑвӑн 5 процентне патшалӑхшӑн тытса юлма йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын суд сакки ҫине кредит тӳлеменшӗн ларнӑ. Вӑл кредит организацийӗ умӗнче самай пысӑк парӑма кӗнӗ. Арҫын укҫа кивҫен илсен ӑна чылай вӑхӑт тӳлемен.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, арҫын кредит организацийӗ умӗнче 33 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Палӑртмалла: вӑл ӗҫлет, кредитӑн пӗр пайне татма унӑн май пулнӑ. Анчах хайхискер парӑма татас тесе нимӗн те туман.
Ҫитменнине, арҫын тепӗр ӗҫре вӑй хурса хушма тупӑш тунӑ. Ӑна кредита тӳлеменшӗн уголовлӑ майпа явап тыттарасси пирки темиҫе хутчен те асӑрхаттарнӑ. Анчах арҫын хӑнк та туман. Ҫавӑнпа кредит организацийӗ ӑна суда панӑ
Суд арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ.
Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳссе пырать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Regnum хыпар агентстви Чӑвашстат хыпарланине тӗпе хурса.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫ укҫи парӑмӗ республикӑра 7,0 миллион тенке ҫитнӗ иккен, ку вӑл иртнӗ ҫулхи ҫав кунхипе пӑхсан 2,2 миллион тенкӗ нумайрах иккен. Пӗчӗк усламҫӑсем епле ӗҫленине калама йывӑр — ӗҫ укҫипе ҫавӑн чухлӗ парӑм пухса янисен шутне статистсем вӗсене кӗртмен. Ял хуҫалӑхӗ, сунар тата вӑрман хатӗрлес енӗпе тӑрӑшакан предприятисем вара вӑхӑтра татӑлманни пулкалать-мӗн. Маларах каланӑ парӑмран 58,4 проценчӗ шӑпах ҫавсене тивет те иккен. Тепӗр чӗрӗк пайӗ электроэнергетика предприятийӗсен тӳпи.
Ӗҫ укҫипе парӑма кӗменнисен шутӗнче — 17 районпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисем. Вӑхӑтра татӑлманнисен списокне 3,9 миллион тенкӗ пухса янӑ Муркаш районӗнчи предприятисем тата 1,7 миллионлӑ улатӑрсем кӗнӗ.
«Парӑмсене татса парасси — ҫӗнӗ куна лӑпкӑн кӗтсе илни!» Ҫак лозунгпа тейӗн Шупашкарти суд приставӗсем ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗпе хула урамӗнче акци ирттернӗ. Акцин тӗллевӗ — хула ҫыннисене патшалӑх парӑмӗсене, штрафсене тӳллесе татасси ҫинчен аса илтересси. Суд приставӗсем халӑх хушшиче ятарлӑ машин патне пырса парӑмсене тӗреслесси ҫинчен ятарлӑ чӗнӳ хучӗсем сарнӑ.
Калинин районӗнче суд приставӗсен пайӗн пуҫлӑх ҫумӗ Игорь Смирнов пӗлтернӗ тӑрӑх парӑмсем пурри ҫинчен пӗлес кӑмӑл тӑвакансем ҫитерӗклех пулнӑ. Темиҫе сехет хушшинче приставсем 150 ҫына тӗресленӗ. Хӑйсенне кӑна мар, килтисемпе тӑвансен парӑмӗсене те тӗпчесе пӗлнӗ. Вӗсенчен 17 ҫынни тӳлевсене тӳрех татса панӑ.
Кун йышши акцийӗ суд приставӗсем кашни эрнерех ирттерме палӑртнӑ. Ятарлӑ акци халӑха парӑма татса парасси ҫинчен аса илтерет, мӗнпур штрафсене таҫта ҫӳремесӗрех хӑвӑрттӑн тӳлессе татма май парать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |