Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Сунарҫа пӑшалсӑр хӑварнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 06.04.2018 11:21 | 594 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Суд йышӑнӑвне пурнӑҫлакан приставсем Вӑрмар районӗнчи арҫынран сунарҫӑ пӑшалне туртса илнӗ. Хайхискер банк умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать.

Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суд приставӗсем патне банк умӗнче 180 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ ҫитнӗ. Ҫавна пурнӑҫласа приставсем ухтару тунӑ, кивҫенрен тухайман арҫыннӑн килӗнче пулнӑ пӑшала туртса илнӗ. Пакунлисем ӑна вырӑнти полици уйрӑмне управа панӑ.

Палӑртса хӑвармалла, халӗ специалистсем пӑшал хакне палӑртаҫҫӗ. Енчен те парӑмҫӑ банка укҫа хывмасан хайхи пӑшала аукцион ирттерсе сутӗҫ, укҫине вара банка куҫарса парӗҫ.

#пӑтӑрмахсем, #приставсем, #судсем, #парӑм, #укҫа, #банксем, #Вӑрмар районӗ, #полици

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Усал шӳт суда илсе ҫитернӗ
2017, 11, 07
Шкул директорӗ пӗлӗшне ӗҫе илнӗ те автомашинисӗр тӑрса юлнӑ
2017, 12, 18
Суя укҫа ҫапакана кирпӗч шутлама ӑсатнӑ
2018, 01, 25
Колонире ларакан валли 30 литр спирт илсе кӗнӗ
2018, 02, 22
Приставсем туртса илесрен шикленсе ҫӑмӑл машинине арӑмне парнеленӗ
2018, 04, 03

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org