Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрмар районӗнчи шкул директорне ҫынна ырӑ тӑвас тениех суд сакки ҫине илсе ҫитернӗ курӑнать. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следовательсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен хайхи шкул директорӗ ӗҫ вӑхӑчӗн табельне хӑй ҫырса тултарнӑ, унта хӑйӗн пӗлӗшӗ тирпейлӳҫӗре ӗҫлет тесе палӑртнӑ. Ӑна куншӑн шалу та тӳленӗ. Лешӗ вара шкулта урай ҫума мар, унта пырса та курман иккен. «Ҫак хӗрарӑма шалу тӳленӗ, хысна тулашӗнчи фондсене уншӑн укҫа куҫарнӑ, асӑннӑ тапхӑрта ӑна преми пама виҫӗ хутчен хушу кӑларнӑ, ӗҫрен кайнӑ чухне усӑ курман отпускшӑн тӳленӗ, укҫан пулӑшу панӑ. Ҫапла майпа шкул 65 пин тенкӗ сӑтӑр курнӑ», — хыпарлать следстви управленийӗн пресс-служби. Палӑртса хӑварар, следстви вӑхӑтӗнче шкул директорӗн ҫӑмӑл машинине арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |