Шупашкар районӗнчи юсанмалли 6-мӗш колонин пай пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе вӗҫне тухнӑ, суда ярса панӑ. Экс-пуҫлӑха должноҫ полномичийӗсенчен иртнӗ тесе айӑплаҫҫӗ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «ПФО чӑнлӑхӗ») интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Чӑваш Енӗн следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче ҫак арҫын юсанмалли колоние саккуна пӑсса 24 кӗсье телефонӗ, авӑрлав (зарядка) хатӗрӗсем тата 30 литр этил спирчӗ йӑтса кӗнӗ. Вӗсене йӑлтах пӗр ҫынна, колонире ларакана, 109 пин тенкӗпе сутнӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче экс-пуҫлӑх хӑйӗн айӑпне пӗтӗмпех йышӑннӑ, пуҫиле ӗҫе судра ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухма ыйтса ҫырнӑ. Айӑпланаканӑн шӑпине суд ҫитес вӑхӑтрах татса парӗ.