Чӗмпӗр облаҫӗнче пӑлхарсен чаплӑ ҫыннисем X-XII ӗмӗрӗнче ҫӑвӑнса пурӑннӑ мунчана тупнӑ. Археологсем ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех асӑрханӑ-мӗн-ха. Анчах ҫӗр айӗнчен нипеле те чавса кӑларман. Халӗ вара тӑпрана сирсе мунча вырӑнне уҫнӑ.
Ҫӑвӑнмалли ҫав ҫурта хӗртсе тунӑ ҫӳхе кирпӗчрен купаланӑ иккен. Вӑл пилӗк пӳлӗмлӗ пулни паллӑ. Чӗмпӗрти патшалӑх педагогика университечӗн истори кафедрин доценчӗн Юрий Семыкинӑн шухӑшӗпе унта чаплӑ ҫынсем ҫӑвӑнса пурӑнма пултарнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗн культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Шарпудин Хаутиев мунчана (халӗ унта никӗсӗ кӑна юлнӑ) музее ҫавӑрас шухӑшлине пӗлтернӗ. Малашне тек ишӗлсе ан пытӑр тесе ӑна ятарлӑ хатӗрпе ҫиелтен хупласшӑн. Ӑна авалхи палӑк шутне кӗртессе, унтан та ытла — федераци пӗлтерӗшӗ парасса шанаҫҫӗ.
Сӑнсем (6)
Agabazar // 3976.09.8711
2013.08.09 13:37 | |
Курăр-ха, 10-12 ĕмĕрсем тенĕ. Чăнах та çапла пулсан — асар-писер хăватлă открыти. |