Октябрьски шкулӗнчи пӗрремӗш шӑнкӑрав Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи шкулсене ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче пурӗ 2300 ача вӗренме кайӗ — кун пирки районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Пурӗ 13 шкул ӗҫлӗ — Сӗнтӗрвӑрринче 3 шкул, тата ҫавӑн пекех Аслӑ Хуракассинче, Карапашра, Кукашнире, Октябрьскинче, Сӗнтӗрпуҫре, Ҫичӗпӳртре, Турханкассинче, Урхас Кушкӑра, Чӑнкассинче, Шӗнерпуҫре, Шуршӑлта. Пӗрремӗш хут шкула 208 ача кайӗ. Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви сӗннӗ май пур шкулта та пӗрремӗш кун Право пӗлӗвӗн кунне ирттерӗҫ — ачасене вӗсен прависем пирки вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Район пуҫлӑхӗ — Александр Зайцев Кӗр вӑхӑчӗ ҫитсе пырать — ял халӑхӗн пахчара туса илнӗ ҫимӗҫе сутас хуйхӑ пуҫланать. Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнче тин кӑнаҫ лару иртрӗ. Кил-ҫурт хуҫалӑхӗн тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗнхи ыйтусене пӑхса тухнисӗр пуҫне ҫулсерен ирттерекен «Кӗр парни» ярмӑрккӑ пирки те калаҫрӗҫ.
Шупашкарӑн Ленин районӗнче ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ҫак адрессемпе ӗҫлӗҫ: 1. Николаев урамӗ, 14а («Ял хуҫалӑх пасарӗ» АУО) 2. Эгер бульварӗ, 3№ ҫурт ҫывӑхӗнче 3. Эгер бульварӗ, 21№ ҫурт ҫывӑхӗнче 4. Эгер бульварӗ, 47№ ҫурт ҫывӑхӗнче 5. Мир пр., 17№ ҫурт ҫывӑхӗнче 6. Мир пр., 23№ ҫурт ҫывӑхӗнче 7. Хевеш ур., 31а№ ҫурт ҫывӑхӗнче 8. Б. Хмельницкий ур., 109№ ҫурт ҫывӑхӗнче 9. Хусанкай ур., 2№ ҫурт ҫывӑхӗнче 10. Хусанкай ур., 32№ ҫурт ҫывӑхӗнче 11. 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 3,5№ ҫуртсен ҫывӑхӗнче («Смак» лавкка умӗнче) 12. 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 22№ ҫурт ҫывӑхӗнче 13. Гагарин ур., 17№ ҫурт ҫывӑхӗнче Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗрӗслевҫӗсем Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫитсе пынӑ май тӗрӗслевсем иртеҫҫӗ. Акӑ нумай пулмасть, эрнекен, ҫурлан 27-мӗшӗнче шкул автобусӗсене тӗрӗслекен пӗрлехи комисси членӗсем Етӗрне районне ҫитсе вырӑнти автобуссем 2010-11 вӗренӳ ҫулӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсене ачасене турттарма епле хатӗрленнине тӗрӗслерӗҫ. Вӗсемпе пӗрле Етӗрне районӗнчи ҪҪХПИ ШӖУ (ОВД ГИБДД) инспекторӗ тата Чӑваш Республикинчи Патавтоҫул управленийӗн патшалӑх инспекторӗсем пучӗҫ. Тӗплӗ тӗрӗслерӗҫ. Етӗрне районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче пурӗ 20 автобус: 20 КАВЗ, 3 САРЗ, 3 ПАЗ, 2 Газель. Тӗрӗслевҫӗсем пур хут та йӗркеллине, техника юсавлине ҫирӗплетрӗҫ — ача-пӑчана вӗсем шкула илсе ҫӳреме юрӑхлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурлан 29-мӗшӗнче, шӑматкун, Чӑваш Енӗн президенчӗ улшӑнчӗ — Николай Васильевич вырӑнне Михаил Васильевич йышӑнчӗ. Чаплӑ церемоние нумай ҫын килнӗччӗ — Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Григорий Рапота та пурччӗ. Ҫӗнӗ президентӑн сайчӗ те ҫӗнӗ — вӑл ҫурлан 29-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Николай Васильевичӑн сайчӗпе (ӑна хӑварнӑ — кунта тупма май пур) танлаштарсан вӑл ҫӗнӗлле курӑнать — хальхи вӑхӑтра усӑ куракан дизайн мелӗсене унта чылай усӑ курнӑ. Движокӗ малтанхиех пулас, ҫӗнӗ сӑрӑсем ҫеҫ кӗртнӗ. Шел те, Михаил Васильевич валли те пулин чӑвашла верси туса паман — вырӑсла ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Шуҫӑм» Слакпуҫ ял клубӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен Чӑваш Енри пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе чӑвашлӑха юратакансем кашни ҫулах чӑвашсемшӗн хаклӑ вырӑнсене курса ҫӳреме «чунҫӳреве» тухни, кӑҫалхи утӑн 3-8-мӗшӗсенче ҫавӑн пек ҫулҫӳреве хутшӑннисем Пушкӑртстана, чӑвашсен классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑ Слакпуҫ ялне ҫитсе курни ҫинчен «Сувар» хаҫат та, пирӗн сайт та ҫырса кӑтартнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче «чунҫӳревҫӗсен» ушкӑнӗ, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн «хисеплӗ элтеперӗ» Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынипе Шупашкартан каллех ҫулҫӳреве тухса кайрӗ. Ушкӑнта 20 ҫын, ҫав шутра «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем, ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем, чӑвашлӑха чунтан парӑннӑскерсем. Маршрут хальхинче Молдовӑна, чӑвашсем пекех тӗрӗк халӑхӗнчен тухнӑ гагаузсем ушкӑнпа пурӑнакан тӑрӑха выртать. Кунти Камрот хулин мэрӗ хула уявне хутшӑнма чӗннипе ҫула тухнӑ чӑваш делегацийӗ. «Чунҫӳрев» тӗллевӗ — тӗрӗк чӗлхисен огуз ушкӑнне кӗрекен гагаузсемпе тӗрӗк чӗлхисен пӑлхар ушкӑнне кӗрекен чӑвашсем хушшинчи туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси, ку енӗпе ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем палӑртасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть. Акӑ, Трак тӑрӑхӗнчи Карай шкулне уҫнӑранпа 120 ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ. Ҫак тавралӑха пирвайхи ҫынсем ХVII ӗмӗртех килсе вырнаҫнӑ. Кӑна ҫак тӗслӗх те аван кӑтартса парать: Пайтул Искеев Степан Разин пуҫарнӑ пӑлхава (ХVII ӗмӗр) хутшӑннӑ чӑвашсенчен пӗри пулнӑ. Патша вӑхӑтӗнчи архивра тупнӑ документсене тишкернӗ май чӑваш тӗпчевҫисем (Иван Одюков, Валем Ахун) вӗсенче асӑннӑ «Хуракасси» (Каракасы) Карайкасси ятлӑ пулма пултарнине ҫирӗппӗнех калаҫҫӗ. Халӗ вӑл — Сурӑмхӗрри ялӗ. Унтан инҫех мар, Сурӑм шывӗ леш енче, Хурапыр ятлӑ ял та пур. 1875 ҫулта чӑвашсен просветительне И.Я. Яковлева округ инспекторне лартаҫҫӗ. Вӑл час-часах халӑх хушшине тухса ҫӳрет, хӑш-пӗр ялсенче нумайлӑха чарӑнса тӑрать, шкул ӗҫне пуҫарас тӗллевпе ҫӗкленнӗ ыйтусене татса пама тӑрӑшать. 1890 ҫулта Сурӑмхӗрринче шкул уҫӑлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗр пин хыпар. Нумай-и? Сахал-и? Чӑн та, нумай мар. Ак Чӑваш Енӗн официаллӑ порталнех илер — 1996 ҫулта уҫӑлнӑранпа вӑл пурӗ миллион ытла хыпарпа тулнӑ. Пирӗн порталӑн вара, ҫак 1000 хыпарпа тулас тесе, 5 ҫул кӗтме тивнӗ. Аха, сӑмах ун пирки пырать — порталӑн чӑваш версийӗнче паян 1000-мӗш хыпар кун ҫути курчӗ. Хыпарсен пайне йӗркеленӗ май ытти хыпар ресурсӗсене чылай тишкерме тиврӗ — вӗсен чи лайӑх енӗсене усӑ куртӑмӑр. Хыпарсене эпир туллин кӑтартма тӑрӑшатпӑр — сӑнсем, хушма каҫӑсем кӗртетпӗр. Ҫавӑн пекех вулавҫӑ хыпар тӑрӑхӗпе те паллашма пултарать — кашни хыпара тенӗ пекех эпир сайтри статьясемпе ҫыхӑнтаратпӑр. Хыпар кунӗнче ытти ҫул мӗн пулса иртнипе те паллашма май пур — ятарлӑ календарь хатӗрленӗ (сӑмах май, ун урлӑ вӑл кун мӗнле пулӑмсем пулса иртнипе те паллашма пулать). Унсӑр пуҫне вулавҫӑ кашни хыпар пирки хӑйӗн шухӑшне хӑварма пултарать. Ҫитменлӗхсем те ҫук мар — йӑнӑшсем нумай, чылай чухне хыпарсем ытла та типӗ пулса тухаҫҫӗ, ҫыракансем сахал. Вӗсене тӳрлетес тесе пӗтӗм вӑя паратпӑр.
Пӗлме: чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче ҫырӑннӑ — вӑл сайт движокне улӑштарни пирки ҫеҫ пӗлтернӗ. |
Чыслав саманчӗ Ҫӗмӗрле районӗнче ҫӗртме ҫурла уйӑхӗсенче «Ҫуллахи вӑхӑтӑн ҫӗраҫҫийӗ» ятлӑ ача-пӑча вулавӗн ҫуллахи фестивалӗ иртрӗ. Унта районӑн ял вулавӑшӗсем хутшӑннӑччӗ. Нумай пулмасть, ҫурлан 25-мӗшӗнче, фестивале пӗтӗмлетрӗҫ — Хутарти культура ҫуртӗнче «Ҫу уйӑхӗсен ӑшшийӗ — кӗнекесем» («Это лето было книгами согрето») ятлӑ уяв ирттерчӗҫ. Сӑмах май каласан, уява Ҫӗмӗрлери тӗп вулавӑш ӗҫченӗсен хатӗрлеме тӳр килчӗ. Фестиваль пирки каласа парас пулсан, ҫу вӑхӑчӗ хушшинче районта вулавӑш ӗҫченӗсем 50 ытла мероприяти ирттерчӗҫ, 8 ҫӗре яхӑн ача хутшӑнчӗ. Хутарти уяв интереслӗ иртрӗ — хӑнасемпе (фестиваль ҫӗнтерӳҫисем) куракансем умӗнче ачасем сценкӑсем кӑтартрӗҫ, юрласа-ташласа пачӗҫ. Литературӑна пӗлнине те куракансен кӑтартма тиврӗ — пӗчӗк ӑмӑртусем ирттерчӗҫ. Уяв вӗҫленес умӗн фестиваль ҫӗнтерӳҫисене парнесемпе тата хисеплӗ грамотӑсемпе чысларӗҫ. Ачасен хушшинче парнесене 15-ӗн тивӗҫрӗҫ. Чи хастаррисем: Сергеева Н. (Юманай ял вулавӑшӗ), Арсютова З. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Елчӗк районӗн уйӗнче Елчӗк районӗн официалла сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх районти уйсенче ӗҫ хӗрӳ пырать — ҫурлан 26-мӗшӗ тӗлне кӗрхи тырра 878 гектарта (ку планланин 12% пулать) лартнӑ. Майӗпен ҫӗрулми те кӑлараҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне пурӗ 75 гектар кӑларса пӗтернӗ. Шел те, ҫуллахи шӑрӑха пула тухӑҫлӑх пӗчӗк — гектартан пурӗ те 59 центнер ҫеҫ. Ҫӗрулмие «АСК-Елчӗк», «Нива» ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хӑш-пӗр фермер хуҫалӑхӗсенче ҫеҫ кӑлараҫҫӗ-ха. Унсӑр пуҫне, район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Сатурн» ЯХПК, «Победа» ТМЯО, «Комбайн» ЯХПК-сенче 71 гектар рапс акнӑ. Ҫавӑн пекех 10 650 гектар ҫӗре сухалама ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нумай пулмасть чӑваш кӗнеке издательствинче Ангелина Павловскаян «Саланнӑ кӗлте» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Вӑл — повеҫсемпе калавсен пуххи. А.Павловская чылайранпа ҫыракан автор, унӑн хайлавӗсене вулакан яланах хапӑлласа йышӑнать. Мӗншӗн тесен вӑл ҫырса кӑтартакан харкамҫӑсем пурнӑҫран илнӗ пире ҫывӑх сӑнарсем, еӗсен шӑпи, кун-ҫулӗ, чун ыратӑвӗ юнашар ҫынӑнни евӗрех чуна хускатаҫҫӗ, шухӑша яраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле пӑшӑрханатӑн, телейшӗн хӗпӗртетӗн. Кӗнекене виҫӗ повеҫпе икӗ калав кӗнӗ. «Раштав саламӗ» повеҫри Улькка валли пурнӑҫӗ хӑй ятарласа темӗнле тӗрӗслев хатӗрленӗ тейӗн: ачаллах тӑлӑха юлать, савнӑ мӑшӑрне Матвие ҫухатать. Ывӑлӗн те кун-ҫулӗ вӑхӑтсӑрах татӑлмалла пулса тухать. «Саланнӑ кӗлте» повесть те инкек-синкеклӗ вӗҫленет: тӗп сӑнарӗн Яков Васильевичӑн кил-йышӗ пӗтӗмпех арканать, пӗтет. Кӗнекене эсир лавккасенче туянма пултаратӑр — хакӗ 99 тенкӗ кӑнаҫ.
Ҫыравҫӑ 1939 ҫулта кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Пӗчӗк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |