Утӑн 26-мӗшӗнче республикӑра пурӑнакансем муниципалитет тата республика спорткомплексӗсене, бассейнсене, спорт лапамӗсене, катоксене, тренажер залӗсене тӳлевсӗр кӗме пултараҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑҫалтан пуҫласа республикӑра уйӑхсерен сывлӑхпа спорт кунне ирттереҫҫӗ. Вӗсене хӑш кун йӗркелессине ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетнӗ: утӑн 26-мӗшӗнче, ҫурлан 9-мӗшӗнче, юпан 18-мӗшӗнче, раштавӑн 20-мӗшӗнче.
Кӗҫех утӑн 26-мӗшӗ ҫитӗ. Халӑх спорт комплексӗсенче сывлӑхне тӳлевсӗрех ҫирӗплетме пултарӗ. Анчах… ҫак кун Шупашкарта сивӗ шыв пачах пулмӗ. Талӑкӗпех.
«Ҫыхӑнура» тӗнче тетелӗнчи проект кун пирки ЧР Спорт министерствине шанкӑравласа кӑсӑкланнӑ. Сывлӑхпа спорт кунне урӑх куна куҫармаҫҫӗ-и?
— Кунсене ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫирӗплетнӗ. Мероприяти республикипех иртӗ. Ҫак уява пӗр-пӗр муниципалитетра урӑх куна куҫармӗҫ, — ҫапла хуравланӑ вӗсене.