Юлашки вӑхӑтра ҫӗр чикки пирки тавлашакансем йышланнӑ-мӗн. Ун йышшисем ҫӗр пирки ваттисем вӑрҫӑнма хушманнине ӑшра тытмаҫҫӗ пуль ҫав. Ҫӗре виҫекенсемпе те тавлашаҫҫӗ иккен ун йышшисем. Юлашкинчен асӑнни 2008 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен йӗркеленӗ ҫӗр лаптӑкӗсем пирки куҫман пурлӑх пирки калакан патшалӑх кадастрӗнче сведенисем ҫуккипе ытларах ҫыхӑннӑ иккен. Кадастр учечӗпе аппаланакансем патне ҫынсем ҫӗр чиккине палӑртма ыйтса маларах тухман иккен те, ҫавна пулах паян мишавай юпине ӑҫта лартмаллине пӗлмесӗр аптӑраҫҫӗ курӑнать.
Юлашки ҫур ҫулта кӑна Росреестрӑн Федерацин кадастр палатин республикӑри филиалӗ 157 ӗҫпе суда ҫитнӗ. Чикӗ ыйтӑвӗпе ҫыхӑннисем ҫав шутра — 27 процент. Анчах кадастр палати айӑпа хӑй ҫине илмест. Кунта ыйтӑва ытти кӳршӗ-аршӑпа тата кадастр инженерӗсемпе татса памалла теҫҫӗ. Ӑнланманлӑх сиксе тухасран ҫӗр лаптӑкӗ тӗлӗшпе кадастр ӗҫӗ ирттерсе кадастр учетне кӗрттерме сӗнеҫҫӗ.