![]() Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытассипе 100 балл пухнисен йышӗ Чӑваш Енре икӗ хут ытларах ӳснӗ-мӗн. Тепӗр лайӑх кӑтарту шутӗнче — иккӗ илекенсен шучӗ чакни. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернине шута илсе хыпарлать. Шкул пӗтерекенсем кӑҫал 14 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнисен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал 1,47 процент ӳснӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, экзамена хутшӑннисенчен 97,97 проценчӗ шкул сукмакне вун пӗр ҫул хушши ытахальтен такӑрлатманнине ӗнентерсе панӑ. Чи ӑслӑ ачасем Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗмӗрле хулинче теме юрать-тӗр, мӗншӗн тесен унта чи пӗчӗк балран пӗчӗкрех илекен пулман. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ тӑрӑх хакласан, вырӑс чӗлхине тата математикӑна Улатӑр районӗпе хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче начартарах ӑшӑ хывни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӑра депутат![]() Халӗ ҫынсем килсерен тенӗ пек машинӑллӑ пулса кайрӗҫ. Лайӑх ӗнтӗ. Меллӗ. Анчах хуласенче вӗсене лартма вырӑн хӗсӗкки аптӑратать. Ҫавна пула машинӑсем пӗр-пӗрин тата ҫуран ҫӳрекенсен ҫулне пӳлсе хурасси те пулать. Акӑ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрмар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Шупашкарти пӗр картишӗнче хӑйӗн автомобильне лартса хунӑ та ӑна пула тепӗр урапа иртсе каяймасӑр аптӑранӑ. Ҫавна пула арҫынсен хушшинче тавлашу та сиксе тухнӑ. Сӑмахпа кӑшкӑрашнипех лӑпланман-ха вӗсем, хирӗҫ-тӑру алӑ ҫӗклесси патнех ҫитнӗ. Тӗрӗсрех, ҫӗҫӗ туртса кӑларасси патне. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, депутат вӗлерессипе хӑратнӑ, унтан ҫӗҫӗпе хӑмсарнӑ кӑна мар, унпа лешӗн аллинчен тирнӗ, кайран урипе хысаран тапса панӑ имӗш. Ҫапла хӑтланса вӑл Шупашкар ҫыннин сывлӑхне йывӑр суранлатнӑ иккен. Халӗ кӑра депутат тӗлӗшпе виҫӗ статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ: вӗлерессипе хӑратнӑшӑн, хӗненӗшӗн, сывлӑха ятарласа пысӑк сиен кӳнӗшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Шупашкар хула администрацийӗн тӑватӑ ӗҫченне улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен аллине лекнисем право управленийӗнче тӑрӑшаҫҫӗ иккен. Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхисем Улатимӗр хулинче командировкӑра пулнӑ чух хӑна ҫуртӗнче чарӑнтӑмӑр тесе хутсем илсе килнӗ иккен. Тӗрӗссипе ҫав вӑхӑтра вӗсем ӑҫта тӗпленнине кӗске информацире хыпарламан, анчах тӗпчевҫӗсен шучӗпе тӳре-шара унта пурӑнман. Апла пулин те суя хутсене хула администрацийӗн бухгалтерине тӑратса хӑна ҫуртӗнче тӑкакланнӑҫи пулса хыснаран укҫа илнӗ. Ҫапла майпа вӗсене пустуйран 9 пин тенкӗ тӳленӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Тепӗр виҫӗ уйӑх ытларахран Шупашкарта паллӑ ӑсчаха, этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ Геннадий Волкова халалласа палӑк уҫмалла. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Шупашкар депутачӗсен пухӑвӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернине тӗпе хурсан. Геннадий Волков кӗнекине алла пӗр илсен вӗҫертес килмест. Унӑн ӗҫне пӗрремӗш хут тытсан: «Пӗр-пӗр ӗҫе хӑнӑхтарса е йӗркене ӑша хывтарса кукамай ытарлӑн каланӑ сӑмахсем вӗт кунта», — тесе антӑхса каяссӑн вулани халӗ те асрах. Ара, ырӑпа усала уйӑрма шур сухалсем сӗтеле чыша-чыша, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑлса каясла кӑшкӑрса вӗрентмен-ҫке. Вӗсен ӑслайӗнче халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан вышкайсӑр ӑс-тӑнӗ палӑрнӑ. Геннадий Волков академик Германири вӗренӳ заведенийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркелесе янӑ. Вӑл ертсе пынипе Цюрихри, Берлинти, Регенсбургри, Эрфуртри, Йенӑри, Софийӑри, Бишкекри университетсенче пирӗн халӑхӑмӑрӑн этнопедагогики пирки лекцисем вуланӑ. Палӑк республикӑн тӗп хулинчи Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ Геннадий Волков академикӑн скверӗнче пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле. Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ. Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Шывран вут пек хӑра, вутран шыв пек хӑра тенӗ чӑваш. Чӑн та, иккӗшӗ те шӳтлемелли япаласем мар ҫав. Тата вӑрӑран юлать, вутран юлмасть тенине шута илсен пушшех те шиклентерет. Шӑматкун, акӑ, Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫав кунхи вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫиҫӗме пула 59 ҫулти арҫын сарайӗ тивсе илнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешме пырса ҫитнӗ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, Турра шӗкӗр, вута алхасма паман — хӑвӑрт сӳнтернӗ. Ҫапах та хуралтӑн ҫивиттийӗ ҫунса кайма ӗлкӗрнӗ, вӑл хӑй те самай сиенленнӗ. Тӑкака 25 пин тенкӗпе хаклаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Тулай чӑвашсем халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркине тытса пыма тӑрӑшни чӑннипех савӑнтарать. Акӑ, ӗнер Тутарстанри Нурлат хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культурин «Уяв — 2013» уявӗ иртнӗ. Ӑна 2006 ҫултанпа йӗркелеме тытӑннӑ. Малтанласа республика шайӗнчи мероприяти пулнӑскер тепӗр ҫулхинех вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри статуса йышӑннӑ. Кӑҫалхине те ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 130 ытла фольклор коллективӗ пухӑннӑ. Хӑнасем хушшинче Тутарстан тата Чӑваш Республикин правительствисен элчисене палӑртмалла. Чӑваш Ен ячӗпе республика парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков саламланӑ. Халӑхӑн йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе тӑрӑшнӑшӑн Нурлат районӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн социаллӑ культура аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумне Рамзия Сингатуллинӑна тата асӑннӑ районти Елаурск ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Галина Кульметьевӑна вӑл ЧР Патшалхӑ канашӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Уява ҫавӑн пекех Турцири Джейхан хулипе Германири Рейнс тӑрӑхӗнчен хаклӑ хӑнасем пырса ҫитнӗ. Нурлат район администрацийӗ мероприяти пирки хӑйӗн сайтӗнче хыпарланинче уяв майӗпен тӗнче шайне тухать тесе палӑртнинче апла тӑк чӑнлӑхӗ пурах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Йӗпреҫ район администрацине иртнӗ эрнекунтан ҫӗнӗ ҫын — Николай Чугаров — ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен ҫак тилхепене туртнӑ Анатолий Петров тӗлӗшпе кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем Анатолий Петров кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса кивӗ тата ҫӗнӗ хваттер хакӗн уйрӑмлӑхне саплаштарма укҫа тӳлеме тивет тесе ҫынсене ӗнентернӗ иккен. «Кӗмӗле» кӑларса хума килӗшмесен хваттер тивӗҫмессипе хӑратнӑ имӗш. Аптӑранипе ҫынсем ҫурт тӑвакан организаци счечӗ ҫине пурӗ 5,9 миллион тенкӗ куҫарнӑ-мӗн. Депутатсен районти пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче администрацие ертсе пыма халӑх тарҫисем икӗ кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Пуҫлӑх лавне туртма кӑмӑл тӑвакансем малтанласа пилӗкӗн пулнӑ иккен, анчах кашнинпе уйрӑмшар калаҫнӑ хыҫҫӑн конкурс комиссийӗ вӗсенчен иккӗшне ырланӑ. Вӗсенчен пӗри — Игорь Семенов, тепри — Николай Чугаров. Юлашкинчен асӑнни юлашки ҫулсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Депутатсенчен 16-шӗ шӑпах ӑна шаннине палӑртнӑ та. Тепӗр улттӑшӗ Игорь Семеновшӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Хусантан Чӑваш Ен урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫласси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пысӑк тӑкаклӑ (ӑна хута яма пӗр триллион тенкӗ таран тухса каять-мӗн) ҫак проекта 2018 ҫулта туса пӗтерме яма палӑртаҫҫӗ. Чӑвашра пуйӑссем ӑҫта чарӑнӗҫ? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Правда ПФО» сайт. Тупсӑмне шыранӑ май вӑл Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗпе Владимир Степановпа ҫыхӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ведомство «Скоростные магистрали» тата «Ленгипротранс» обществӑсемпе тӗлпулу ирттернине пӗлтернӗ иккен. Ҫав калаҫура пуйӑс ҫулӗн ҫурҫӗр вариантне малтанласа ырланӑ-мӗн. Ҫурҫӗр вариант тени Кӳкеҫ патӗнчен иртессе пӗлтерет. Тепӗр вариантне, кӑнтӑр текеннине ырласан, Апаш урлӑ каймалла пулатчӗ. Апла тӑк чарӑну ӑҫтарах вырнаҫма пултарасси пирки тавҫӑрма май пур. Анчах республикӑра пуйӑс икӗ ҫӗрте чарӑнас шанчӑк та пур имӗш. Теприн пирки хальлӗхе калама хӗн. Ҫапах та «Ленгипротранс» общество чарӑнусене кашни 70 ҫухрӑмра тума шухӑшланине тӗпе хурсан, тепри е Етӗрнере, е Куславккара пуласси пирки тӗшмӗртет маларах асӑннӑ Интернет-кӑларӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫемьепе спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнни вӑрттӑнлӑх та, тӗлӗнтермӗш те мар. Ҫынсене спорта туслӑ пулма чӗнсе каланӑ май сӑмаха вӑл хӑй тӗслӗхӗпе ҫирӗплетет. Акӑ, иртнӗ шӑматкун Игнатьевсем каллех спорт тумне тӑхӑннӑ. Хальхинче вӗсем Сочи хулинче ҫитес ҫул иртекен Хӗллехи XXII Олимп вӑййисене халалласа йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри Олимп кунне тата Чӑваш Енре хӑвӑрт утассине пуҫарнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ велочупӑва хутшӑннӑ. Старта республика Элтеперӗ мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе тухнӑ. Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара, Чӑваш Ене тӗнчере чапа кӑларнӑ спортсменсем — СССР спорт мастерӗ, 1976 ҫулта хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййине хутшӑннӑ Виктор Семенов, Валентина Егорова Олимп чемпионки, хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййинче палӑрнӑ Владимир Андреев, тӗнче тата Европа чемпионӗ Алина Иванова хутшӑннӑ. Старта ӑнӑҫлӑ вӗҫленисене Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗн президенчӗ Жак Рогге алӑ пуснӑ дипломпа чысланӑ. Атӑл заливӗ тавралли велочупусӑр пуҫне урамри баскетбол, ҫӑмӑл атлетика тата утассипе ӑмӑртусем иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |