Ольга Курикова. Елена Хлынова сӑнӳкерчӗкӗ. «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Тутарстанра «Чӑваш пики» конкурс тапхӑрӗ пырать. Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче ҫак районти чи хитре, ҫепӗҫ те пултаруллӑ, чи хӳхӗм те тӑрӑшуллӑ хӗрсем Пӑва тӑрӑхӗнчи «Чӑваш пики» ята тивӗҫлӗ пулас тесе тупӑшрӗҫ. Ӗлӗк чипер хӗрсене ӗҫре, вӑйӑра суйланӑ. Хальхи саманара пикесене конкурссенче суйлаҫҫӗ. Теветкелленсе сцена ҫине тухнӑ хӗрсем пурте хӑйне кура илемлӗ, ҫепӗҫ. Хӑйсене тыткалани, утти, кулни-калаҫни те вӗсен килӗшӳллӗ. Жюри вӗсене тӗрлӗ енлӗ хакларӗ: илемлӗхӗпе, пултарулӑхӗпе, чӑваш халӑхӗн тутлӑ апачӗсене мӗнлерех пӗҫернипе, литература тата йӑла-йӗрке пӗлӗвӗсемпе. Хӑшӗ юрӑпа каласа пачӗ хӑйӗн ҫинчен, теприн ҫинчен унӑн вӗрентекенӗ пӗлтерчӗ, хальхи технологи пулӑшӑвӗпе те усӑ курчӗҫ, чӑваш фольклор тӗсӗпе усӑ курса та хӑйсем ҫинчен каласа пама пултарчӗҫ вӗсем. Виҫӗ тӗслӗ тумпа хӑйсене кӑтартрӗҫ чиперккесем. Юлашкинчен шурӑ туй кӗпи тӑхӑнса тухнӑ хӗрсене курсан нумай каччӑн чӗри тухса тарасла тӑпӑртатрӗ-тӗр. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем парса саламланӑ вӑхӑтра Рункӑ Культура ҫуртӗнчи оркестрӑн сасси ытти чухнехинчен савӑнӑҫлӑрах та уҫҫӑнрах янӑрарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗнтерӳҫӗсем Хӗрлӗ Чутайри халӑх музейне 1979 ҫулта В.Г. Толстов-Атнарский пуҫарнипе йӗркелесе янӑ. Вӑл «Человек и природа» (чӑв. «Ҫын тата ҫутҫанталӑк») ятлӑ, хальхи вӑхӑтра унӑн директорӗ пулса паллӑ юрӑҫ-композитор Зоя Сергеевна Спиридонова тӑрӑшать. Музей икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ, темиҫе пӳлӗмрен тӑрать. Хӑнасем Толстов-Атнарскин залӗпе, халӑх пултарулӑхне сӑнлакан материалсемпе, ӗлӗкхи керамикӑпа (куршаксем, мискӑсем), Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксемпе, ӳкерчӗксен куравӗпе, патриотизм залӗпе хаваспах паллашаҫҫӗ. Музейре 5 пин ытла экспонат упранать. Музей ӗҫченӗсем экспонатсене улӑштарсах тӑраҫҫӗ. Космонавтика кунӗ тӗлне кунта РФ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Петр Сымовӑн «Притяжение земли» фотокуравне йӗркеленӗ. Чӑваш халӑхне чапа кӑларнӑ Андриян Григорьевич Николаев пурнӑҫне сӑнлакан 15 сӑнӳкерчӗк куҫа илӗртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тикеш Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитсе пынӑран ялсемпе хуласенчи палӑксене ҫӗнетес, вӗсене хӑт кӗртес ӗҫ пырать. Патӑрьел районӗнчи Тикеш (Хирти Пикшик ял тӑрӑхӗ) халӑхӗ те кӗҫнерникун, ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче, ялти «Аслӑ Ҫӗнтерӳ» палӑка юсама хутшӑнчӗ. Ку ӗҫре вӗсене культура ҫуртӗнче вӑй хуракансем пулӑшрӗҫ. Палӑка хӑт кӗртесси укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ, ҫакна асра тытса ял пуҫӗ Николай Селиванов тата клуб заведующийӗ Лидия Алексеева ыркӑмӑллӑх акцине ирттерчӗҫ. Халӑх хастар хутшӑнчӗ — палӑка юсас, кивӗ йывӑҫ карта вырӑнне тимӗррине тытас ӗҫе пӗр кун хушшинче туса пӗтерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хӗрсем Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗн аслӑ класӗсенче вӗренекенсем акт залне пухӑнчӗҫ. Ара паян кунта тӑван шкулӑн 9-11-мӗш класӗсенче вӗренекен пикесем хӑйсен янӑравлӑ куллипе, юрри-ташшипе пӗрле вӗренекенсене савӑнтараҫҫӗ-ҫке. Хӗрсем «Илемлӗ чӑваш юрри» кӗвӗпе сцена ҫине акӑшсем евӗр шуса тухнипе пуҫланчӗ конкурс. Чӑваш тумне тӑхӑннӑ пикесем ҫинчен куҫа та илес килмест, ҫав тери илем кӳрет вӗсене ку тум. Конкурс вӑхӑтӗнче пикесем хӑйсемпе сӑвӑласа паллаштарчӗҫ, чӑваш ташши ташласа кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чӑваш юррисене шӑрантарса тыткӑна илчӗҫ. Халӑхӑрӑмӑр йӑли-йӗркине тӗплӗн пӗлни пурне те тӗлӗнтерчӗ. Пикесем пӗри те пуш алӑпа килмен, кам хуплупа, кам хуран куклипе тата тепри пуремечӗпе; капӑртмапа кукӑльпе сӑйлакансем те пулчӗҫ. Конкурс вӑхӑтӗнче ҫак шкултах вӗренекен Николаев Юрий, Ильина Екатерина, Алексеева Лолита тата Митрофанова Кристинӑпа Шалтынова Зина куракансене чӑваш эстрада юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ. конкурс питӗ хӗрӳ иртрӗ. Хӗрсем пурте пултаруллӑ та маттур, илӗртӳллӗ те хӳхӗм — пӑхса ытармалла мар. Пикесем тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗҫ, «Пултаруллӑ пике» — Митрофанова Татьяна, «Илӗртӳллӗ пике» — Григорьева Александра, «Ӑслӑ пике» — Кошкина Анастасия, «Хӳхӗм пике» — Осипова Татьяна, «Ҫепӗҫ пике» — Кириллова Алена, «Тавҫӑруллӑ пике» — Иванова Анна, «Куракансем кӑмӑллакан пике» — Михайлова Настя, 9-мӗш класра вӗренекен Лукьянова Екатерина вара «Шӑхаль пики-2011» ятсене ҫӗнсе илчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Препӗн ӑсталанӑ компьютер BBC пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйӑ дизайнерӗ Тэвит Препӗн (David Braben) USB-управлӑх пысӑкӑш компьютер прототипне кӑтартнӑ. Raspberry Pi Foundation ыркӑмӑлӑх фончӗ пулӑшнипе усӑ курса ӑна ҫулталӑк хушшинче кӑларма пуҫласса шанаҫҫӗ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх пӗрин хакӗ 25 долларпа танлашӗ. Хӑй вахӑтӗнче Elite ятлӑ компьютер вӑййине (1984 ҫулта вӑл BBC Micro тата Acorn Electron компьютерсем валли тухнӑ) ӑсталакан Тэвит Препӗнӗн устройстви 700 мегагерц такт татӑшлӑхлӑ ARM чипӗ ҫинче никӗсленет. Оперативлӑ асӑм виҫи 128 мегабайтпа танлашать. Ҫавӑн пекех унта 2.0 стандартлӑ USB-порт, HDMI разъем (телекуравпа е мониторпа ҫыхӑнтарма), SD картӑсем валли хушӑк пур. Компьютер Ubuntu операци системипе ӗҫлет. Ҫак пӗчӗк электронлӑ шутлавҫа аталанакан патшалӑхсенче сутма палӑртнӑ, информатика пӗлӗвӗн никӗсне ачасен ӑсне хывма усӑ курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Леонид Антонов чӗлхе кунӗнче Чӗмпӗрте С.Морозов кӗпӗрнаттӑр пуҫарнипе пӗрремӗш хут тӗнче шайӗнче тӗрлӗ нацисен хушшинче «Этно мистер» конкурс иртрӗ. Унта 10 каччӑ хутшӑнчӗ — Израильтен, Нигерирен, Арменирен, Азербайджанран, Казахстанран тата ытти ҫӗртен. Чӑвашсен ятне Шупашкартан килнӗ Леонид Антонов (Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ) хӳтӗлерӗ. Вӑл хӑйне пулӑшма «Асамат» ушкӑна илсе килнӗ. Ку ушкӑна куракансем тата жюри «чувашские песняры» тесе мухтарӗҫ. Юлашкинчен жюри председателӗ Елена Морозова ҫӗнтерӳҫӗ кам пулнине пӗлтерчӗ. Вӑл чӑваш каччи — Леонид Антонов! Ҫапла вара вӑл «Ылтӑн этно мистер-2011» ята тата хаклӑ парнене тивӗҫрӗ! Залри халӑх авалхи чӑвашсен Аттил патши тумне тӑхӑннӑ Л.Антонова ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗ. |
Мӑн Шетмӗ ялӗн иртнӗ ӗмӗрти чиркӗвӗ Н.А. Архангельский — Чӑваш Енри паллӑ археолог-этнограф, чиркӳ ҫынни. Иртнӗ кунсенче паллӑ ентеш ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитрӗ. Николай Архангельскин Мӑн Шетмӗпе Кушлавӑш чиркӳ прихучӗсенчи ачасемпе ҫынсене ҫутта кӑларас, Чӑваш тӑрӑхӗн районӗсенчи археологи тӗпчевне йӗркелес ӗҫӗсенчи пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Н. Архангельский 1861 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе) Мӑн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗпе аслашшӗ те чиркӳ ҫыннисем пулнӑ. Ашшӗ, Александр Иванович Архангельский, Канаш тӑрӑхӗнчи Шаккӑл ялӗнчен. 1938 ҫултан пуҫласа мӗн виличченех — 60 ҫул Мӑн Шетмӗ чиркӗвӗнче пупра ӗҫленӗ. Тӗн ҫыннин йӗркисене пурнӑҫласа пынипе кӑна лӑпланман вӑл. Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнче тӗпленнӗскер, Александр Иванович кӗҫех кунта хӑйӗн тӑванӗсене — Павел Федоровичпа Василий Федоровича — чӗнсе илнӗ. Асли чиркӳре тӗн йӑла-йӗркине тытса пыма пулӑшнӑ. Пиччӗшӗнчен 10 ҫул кӗҫӗнрех шӑллӗ ҫӑкӑр пӗҫерме пуҫланӑ. Ахаль мар ӑна ку тӑрӑхра Кулач Ваҫлейӗ е Ухсах Ваҫок тесе чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Премьера афиши Красноармейскинчи Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи «Юхӑм» драма коллективӗ куракансем умне ҫӗнӗ премьерӑпа тухрӗ. Артистсем Анатолий Чебанов ҫырнӑ икӗ пайлӑ «Тарҫӑ» камите лартса пачӗҫ. Камит сюжечӗ паянхи пурнӑҫпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ арҫыннӑн арӑмӗ чикансемпе явӑҫса килтен тухса каять. Унӑн ирӗксӗрех ӗҫ шырама тивет. Пӗр пуян ҫемьене тарҫӑ кирлӗ иккен. Анчах та хӗрарӑм-тарҫӑ кирлӗрех иккен вӗсене. Ҫавӑнта вырнаҫать те арҫын ӗҫлеме. Хӗрарӑм тумне тӑхӑнса ӗҫлет вӑл унта. Тем тӗрлӗ мыскара курса пӗтет вара. Кулӑшла самантсем чылай камитре. Юрӑ-кӗвӗ те сахал мар. Курма-пӑхма аван. Кун пек япала ҫитменлӗхсӗр пулмасть ӗнтӗ. Артистсем хӑйсен сӑмахӗсене манса кайни, кирлӗ мар ҫӗрте ытлашши пауза туни, музыка ӑнӑҫлах марри — камит хаклавне кӑшт ӳкерет. Ҫапах та, пӗтӗмӗшле илсен, премьера ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ. К.И.Васильева режиссер-постановщик лартнӑ ку пьесӑна. Куракансем ӑна тата халӑхран тухнӑ Трак ен артисчӗсене ӑшшӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӑйӑ-конкурс Дипломӗпе медалӗ Чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен ачасен «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн иккӗмӗш куҫӑм тапхӑрӗ акан 21-мӗшӗнче муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски иккӗмӗш вӑтам шкулӗнче иртрӗ. Унта пӗрремӗш куҫӑмсӑр тапхӑрта ҫӗнтернӗ 68 вӗренекен хутшӑнмаллаччӗ. Шел пулин те, вӗсенчен 21 вӗренекен ҫеҫ иккӗмӗш тура килме май тупнӑ. Вӗрентекенсемпе вӗренӳ органӗсен яваплӑ ҫыннисем тӑрӑшнӑ пулсан майне тупма пулатчӗ пуль-ха... Ҫапах та Районсем хушшинчи V «Ҫамрӑк ӑсчах» инҫет вӑйӑ конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Финала 4 район ачисем (Красноармейски, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Комсомольски) хутшӑнма пултарчӗҫ. Вӗрентекенсене тавах уншӑн. Тӑкаклӑ инҫе ҫула илсе тухса ачасен пӗлӗвне тӗрӗслес тата аталантарас текен вӗрентекенсем вӗсем. Ҫӗнтерӳҫӗ паллӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче 10 класра вӗренекен Маркова Анна (вӗрентекенӗ — Кузьмина Юлия Егоровна). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӗрхи тырӑ лайӑх хӗл каҫнӑ Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче, 30-мӗш кунӗнче, Чӑваш Ен Президенчӗ Михаил Игнатьев Патӑрьелпе Каҫал тӑрӑхӗсене ҫитсе унти ҫураки ӗҫӗ епле пынипе паллашрӗ. Кун пирки Президент администрацийӗн пресса хӗсмечӗ пӗлтерет. Чи малтанах Михаил Васильевич Патӑрьел районӗнчи «Малалла» хуҫалӑхри (ытларах сухан лартса тӑваҫҫӗ) ӗҫсемпе кӑсӑкланчӗ — ҫуртри акасси мӗнле пынипе тата кӗрхи тырӑ епле хӗл каҫнипе паллашрӗ. Механизаторсемпе калаҫнӑ май Президент ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене пулӑшу парса тӑмалли пирки сӑмах каларӗ. Ҫавӑн пекех ӑна сӗрмелли-ҫунтармалли шӗвекпе йӳнӗлле тивӗҫтересси епле пыни кӑсӑклантарчӗ. Асилтеретпӗр, «НК «Роснефть» АУО пирӗн республикӑри ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене пурӗ йӳнӗрех хакпа 16 600 тонна пама килӗшнӗ. Сӗрмелли-ҫунтармалли шӗвеке Чӗмпӗрти нефть базинчен тоннӑшӑн 16 200 тенкӗ тӳлесе турттараҫҫӗ. Ҫапла май пӗр литр дизтопливо, сӑмахран, ҫул тӑршшӗне кура 14-15 тенке ларать. «Малалла» хуҫалӑха илес пулсан, вӗсем 23 пин литр туяннӑ та ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |