Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хайхине ҫыннӑн ыйтӑвне вӑхӑтра пӑхса тухманшӑн ҫакӑн пек явап тыттарма йышӑннӑ.
Ҫынсен заявленийӗсене саккунпа килӗшӳллӗн пӗр уйӑхра пӑхса тухмалла. Анчах Кӳкеҫ тӳри ҫав вӑхӑта 32 кун таран тӑсса янӑ иккен.
Ҫӗре харпӑрлӑха илес тесе кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче икӗ ҫын унта заявленипе тухнӑ. Кӗтнине виҫӗ ҫул кӗтеҫҫӗ теҫҫӗ те, хайхисен чылай кӗтме тивнӗ. Анчах федераци саккунӗнче пӑхса хӑварнине пӑхӑнманшӑн хайхисем хытах тарӑхнӑ курӑнать — прокуратурӑнах ҫитнӗ. Унта административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ та мировой судья патне ярса панӑ.