Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ял шахматисчӗсен XXIII республика турнирӗ иртнӗ. Кӑҫал унта Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Шупашкар, Патӑрьел, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем, Ҫӗнӗ Шупашкар хули хутшӑннӑ.
Ҫакнашкал турнира 1992 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл ҫулсерен Чӑваш Республикинчи чи вӑйлӑ шахматистсене пухать. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Вӑрнар районӗнчи В.Наумов чи пӗрремӗш ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 2010 ҫулта каллех ҫак ята тивӗҫнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи М.Герасимов, В.Гусев, Ҫӗрпӳ районӗнчи В.Гусев тӗрлӗ ҫулсенче виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи А.Кудянов икӗ хут малти вырӑна йышӑннӑ. Куславккари Г.Илларионов, Пӑрачкаври В.Лазарев, Ҫӗрпӳри С.Дмитриев, А.Сергеев, Шупашкар районӗнчи Ишлейри А.Александров, Вӑрмарти Н.Ермолаев, Сӗнтӗрвӑрри хулинчи И.Казаков, А.Марков, В.Николаев та хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне илнӗ.
Хальхинче 37 шахматист 2 кун фестиваль парнишӗн тупӑшнӑ. Виҫҫӗшӗ 7-шер очко пухнӑ. Шупашкар районӗнчи А.Александров, Ҫӗрпӳ районӗнчи А.Григорьев, А.Крупский малти вырӑнсене йышӑннӑ. А.Александров икӗ ҫул каяллахи пек ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи 84 ҫулти С.Дмитриева тата Шупашкарти 12-ри Е.Петрова район администрацийӗн грамотисемпе чысланӑ. Вӗсем — турнирти чи ватӑ тата чи ҫамрӑк хутшӑнакансем.
Сӑнсем (18)