Тӗнче тетелӗнче чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ япаласем туянма ҫӑмӑл мар. Электронлӑ лавкка тумалли пирки чылайӑшӗ калаҫрӗ пулин те, чӑн-чӑн ӗҫлекенни халь те ҫук (ҫармӑссен те, тутарсен те пур чухне — эпир вӗсенчен ку тӗлӗшпе юлса пыни намӑс :) ). Ҫакна асра тытса Чӑваш халӑх сайчӗ «СУМ» ятлӑ лавкка хатӗрлеме пуҫларӗ. Вӑл http://www.i-sum.su адреспа ӗҫлӗ. Хальлӗхе вӑл тӗрӗслев тапхӑрӗнче пулин те — тавар туянмалли майсене туса ҫитернӗ. Лавккана эпир чӑвашла тата вырӑсла йӗркелесшӗн, унта тӗрлӗ тавар сутасшӑн: кӗнекесем, CD тата DVD дисксем, сувенирсем, тумсем. Хакне май пур таран пӗчӗкрех лартма тӑрӑшӑпӑр — ахаль хавккасенчен йӳнӗрех пулмалла (DVD дисксем, сӑмахран, пирӗн 100 тенкӗ кӑна!). Паянхи кун тӗлне лавккара 20 тавартан нумай мар пулсан ҫитес вӑхӑтра эпир вӗсен шутне самай ӳстерме шутлатпӑр. Таварсене эпир почтӑпа усӑ курса Раҫҫейӗн пур тӑрӑхне те ҫитерме пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех Шупашкара тата ун ҫывӑхӗнчи тӑрӑхсене кил таран ҫитерсе пама пултаратпӑр. Электронлӑ лавккапа тунӑ мӗн пур укҫа пирӗн пӗрлӗхе тытса пыма кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашла банкомат сӑнӗ Перекет банкӗн (Сбербанкӑн) Елчӗкри уйрӑмӗнче уйӑх ытла банкомат чӑвашла ӗҫлени пирки ман пӗлӗш Алексей Сарханов (пирӗн сайтра alexei ятпа паллӑ) пӗлтерчӗ — укҫа илнӗ чухне виҫӗ чӗлхе суйлама май пур: вырӑсла, акӑлчанла тата чӑвашла. Пӗрле ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем те кӑна ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсен пахалӑхӗ лайӑхах мар пулин те чӑвашла куҫарӑвӗсем курӑнаҫҫӗ. Ку информаци тӗрӗс е тӗрӗс марри пирки Перекет банкӗн филиалне ятарласа шӑнкӑравласа пӑхрӑм. Ҫыхӑнасси хӑвӑрт пулмарӗ пулин те ҫур сехет тӑрмашнӑ хыҫҫӑн мана пресс-службӑпа ҫыхантарчӗҫ. Тӗрӗс иккен. Ирина Ивановна (манпа вырӑсла калаҫрӗ) каланӑ тӑрӑх, банкоматсене чӑвашла куҫарнине Чӑваш Республикин чӗлхесем пирки калакан саккуна шута илсе хатӗрленӗ. Хальлӗхе эксперимент пек ҫеҫ тунӑ — чӑвашла куҫарӑва халӑх епле йышӑннине тӗрӗслеҫҫӗ (хӑш-пӗр куҫарусене хӑнӑхма тивӗ). Уйӑх ытла иртнӗ вӑхӑтра (нарӑсӑн 21-мӗшӗнче пуҫланӑ) йӑнӑшсене тупса палӑртакансем чылай пулни пирки те пӗлтерчӗ Ирина Ивановна. Калаҫӑва вӗҫленӗ май вӑл чӑвашла пӗлекен банкоматсем ӑҫта вырнаҫни пирки асӑнчӗ — тӗрӗслеве пурӗ 10 банкомат хутшӑнать иккен. |
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнерпе паян Юрий Скворцова халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртет. Конференцире чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ: ҫыравҫӑ кӗнекисен куравӗ, ун хайлавӗсем тӑрӑх шкул ачисем тунӑ ӳкерчӗксен куравӗ, тата ытти. Вӗсен шутне ӗнер институтра иртнӗ хӑтлава та асӑнма пулать — пултаруллӑ ҫыравҫӑн вырӑсла куҫарнӑ хайлавӗсен «Избранное» («Суйласа илнисем») кӗнекепе паллаштарчӗҫ. Ӑна нумай пулмасть Юрий Скворцов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларнӑ. Куҫарусене пухса кӑлараканӗ — Аркадий Скворцов (каласа хӑварас пулать, 2000 ҫултанпа вӑл тӑрӑшнипе пултаруллӑ ҫыравҫӑн хайлавӗсене кӗртсе вӑл 4 кӗнеке кӑларма пултарнӑ). Кӗнекепе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова паллаштарчӗ. Тухса калаҫакансен шутӗнче ҫавӑн пекех Елена Семёнова, Борис Чиндыков, Юрий Артемьев, Аркадий Скворцов пулчӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсенчен пӗри Елчӗк районне кӗрекен Вырӑскасси ялӗнчи культура ҫуртӗнче пушӑн 20-мӗшпе 27-мӗшӗ хушшинче «Уҫлӑхӑн чики ҫук» («Космос без границ») темӑпа ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Уҫлӑха, космонавсене, уҫлах ракетисене, ҫын тунӑ спутниксене тата орбитӑри станцисене ӳкерсе шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне питӗ лайӑх кӑтартма пултарчӗҫ. Хаклавҫӑсен шухашӗпе килӗшӳллӗн чи лайӑх ӳкерчӗксем шутне Лисицина Ольга, Краснова Клавдия, Новикова Людмила тата Волков Дмитрий тунӑ ӗҫсене кӗртнӗ. Вӗсене чун-чӗререн саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пушӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх 20 ҫул тултарнӑ ятпа, тӗп хулари ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Унта хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, халӗ кунти тӗрлӗ ӗҫсенче вӑй хуракан ентешсемпе ветерансем, ҫавӑн пекех районти ял тӑрӑхӗсен делегацийӗсем ҫӗршерӗн пухӑнчӗҫ. Уява ентешлӗх ертӳҫи А.Н. Львов уҫрӗ, кӗскен правлени туса пыракан ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Сӑмах май, Шупашкарти ентешлӗхсенчен — «Трак ен» чи малтан ҫӗнӗрен ҫӗкленнӗ. 80 ҫул ытла каялла ӑна пирӗн кунта пурӑннӑ ентешсем пуҫарса янӑ пулнӑ. Пухӑннисене Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров ӑшшӑн саламларӗ. Кирек мӗнле мероприятисем те унта ентешлӗх хастарӗсем хутшӑнмасӑр иртменнине палӑртрӗ, малашне те ҫаплах пулассине шантарса ырӑ сунчӗ. Ӗҫтешӗсене саламлама кӳршӗллӗ районсен ентешлӗх ертӳҫисем те килнӗ. Кашниех Трак ен ҫыннисене хӗрӳллӗн саламласа парнесем пачӗҫ. Вӗсем хушшинче А.И. Кипеч (Канаш), В.А. Иванов (Элӗк), Г.П. Матвеев (Ҫӗмӗрле), В.А. Федоров (Вӑрнар), Н.Д. Григорьев (Ҫӗрпӳ). Вӗсем пурте пӗрле туслӑн килӗштерсе ӗҫлеме алӑ тытсах ҫирӗплетрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, пушӑн 30-мӗш кунӗнче, ҫӗнӗ вӗренӳ министрӗ Иванов Владимир Николаевич ЧПГӐИ ӑсчахӗсемпе тӗл пулса калаҫрӗ. Калаҫу министршӑн та, ӑсчахсемшӗн те усӑллӑ пулчӗ. Трофимов А.А. калашле, кун пек тӗлпулусем чӑнах та кирлӗ. Владимир Николаевич ку учреждени чӑвашлӑха упракан институт пулнине палӑртрӗ, пирӗн республикӑра та, ун тулашӗнче те, тӗнчере те унашкалли урӑх ҫукки пирки пӗлтерчӗ. «Пирӗнпе сирӗн тӗллевсем пӗрешкел, ҫавӑнпа ӗҫе килӗштерсе туса пымалла», — терӗ министр. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра пыракан юхӑма та — пӗр йышши специалистсене кӑларакан, ӗҫсӗрлӗхе ӳстерекен факультетсене тата аслӑ шкулсене катертес йытӑва та — асӑрхануллӑ татса памалла терӗ. Ӳнер пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ, ЧР Президенчӗн канашҫи Кондратьев Михаил Григорьевич институт статусне чакармалла марри пирки ҫирӗппӗн каларӗ. Пӗр вӑхӑтра ӑна вӗренӳ министерствине пӑхӑнтарасшӑн пулнине аса илчӗ, унашкаллине йышӑнмалла мар, хирӗҫлемелле тесе пӗлтерчӗ. Бойко Иван Иванович грантсене илме тӑратнӑ ӗҫсене тӗрӗс хаклакан, ӑсчахсенчен йӗркеленӗ республика шайӗнчи компитентлӑ комисси кирли пирки асӑнчӗ. |
«Чувашия» издательство ҫурчӗ. foto.cheb.ru сӑнӗ Ӗнер, пушӑн 28-мӗшӗнче, Шупашкар хулин Ленин районӗн сучӗ Павлов Валериан Петровича айӑпласа приговор кӑларнӑ. Кун пирки Ленин районӗн прокуратури пӗлтерет. Маларах «Чувашия» издательсвӑн директорӗ пулса ӗҫленӗскерӗн 2005 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗпе 2006 ҫулхи утӑ уйӑхӗсем хушшинче предприятие 583 297 тенкӗ те 42 пуслӑх тӑкак кӳнӗшӗн явап тытма тивӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Валериан Петровича 1 ҫул ҫурӑллӑха тӗрмене, ирӗклӗхне пӑсмасӑр пӗрлехи режимлӑ тӳрлетӳ колонине хупса хума йышӑннӑ. |
Андреева Анастасия ӗҫӗ Эрнекун, пушӑн 25-мӗшӗнче «Лаша сӑнарӗ хут ҫинче» ятлӑ ӳнер ӑмӑртӑвӗн юлашки ӗҫӗсене йышӑнтӑмӑр. Ҫапла май вӑл вӗҫленни ҫинчен пӗлтеретпӗр. Ку ӑмӑрту хӑйне евӗрлӗ пулчӗ ӗнтӗ — эпир вырӑн палӑртмӑпӑр, ӳкерчӗксенчен чи илемлине суйламӑпӑр. Кам хутшӑннӑ — кашни хӑйне ҫӗнтерӳҫӗ теме пултарать. Парне вара — маларах каласа хӑварнӑ тӑрӑх — сирӗн ӳкерчӗк кӗнекере пичетленни пулӗ. Ӳнер ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама май пур: пӗтӗмӗшле 30 ӗҫ ярса пачӗҫ, вӗсенчен иккӗшне, пахалӑхӗ ытла та япӑх пулнӑран, тӳрех пӑрахӑҫлама тиврӗ. Ыттисене КУНТА курма пултаратӑр. Шел те, кӗнекере пичетлеме юрӑхлисем вӗсен шутӗнче нумаях мар. Ӑмӑрту йӗркине ӑнлантарса панӑ чухне тӗрлӗ тӗссене сахалтарах усӑ курмалли пирки каларӑмар пулин те хӑшӗ-пӗри пирӗн сӗнӗве шута илмен. Нумай сӑрласа тултарнисем те пур. Унашкал ӗҫсене кӗнекене кӗртме ытла та йывӑр. Теприсем тата ӗҫе хӑш хайлав тӑрӑх ӳкернине кӑтартман — пирӗн вӗсене тахӑш ҫумне вырнаҫтармалла тет... Ӳнер ӑмӑртӑвне Елчӗк, Комсомольски, Канаш, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш районӗсенчи ачасем хутшӑнчӗҫ. |
Вӑйӑ-конкурс медалӗпе Дипломӗ Пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак ен — Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртет. Проект авторӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович аслӑ категориллӗ учитель, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Конкурс материалӗсен рецензенчӗ — Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Виноградов Ю.М. профессор. Акӑ, 2011 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче районсем хушшинчи «Ҫамрӑк ӑсчах-2011» V инҫет вӑйӑ-конкурс пуҫланать. Вӑйӑ конкурс йӗркине ҫакӑнта тупма пулать: http://aschah.chuvash.org/blog/index.php?entryid=3 Вӑйӑ конкурс икӗ турпа иртет. Пӗрремӗш тур — куҫӑмсӑр тур. Вӑл инҫет майпа «Ҫамрӑк ӑсчах-2011» вӑйӑ-конкурсӑн сайчӗ урлӑ иртет, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пырать. Иккӗмӗш тур — куҫӑм тур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Пушкӑртстанра пӗрре мар пулнӑ. Чи пысӑк йышпа (70 ҫынна яхӑн) 1990 ҫулта чӑваш литература классикӗ К. Иванов 100 ҫул тултарнӑ чухне килнӗччӗ. Апла пулсан Шупашкар артисчӗсене Пушкӑртстан килӗшет‚ хӑй патне туртать‚ куракансем те вӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ. Шӑпах ҫак сӑлтавсене тӗпе хурса ансамбль пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче — ака пуҫламӑшӗнче республикӑна гастроле килме палӑртнӑ.
Кӗскен пӗлтерсен вӗсен маршручӗ ҫапла пулӗ: ● Пушӑн 28-мӗшӗ — Пелепей хули‚ Культура керменӗ; ● Пушӑн 29-мӗшӗ — Ҫтерлӗ хули‚ Хула культура ҫурчӗ; ● Пушӑн 30-мӗшӗ — Федоровка ялӗ‚ Культура керменӗ; ● Пушӑн 31-мӗшӗ — Толбазӑ ялӗ‚ Культура керменӗ. ● Акан 1-мӗшӗ — Пишпӳлек районӗ‚ Пӑслӑк ялӗ; ● Акан 2-мӗшӗ — Мияки районӗ‚ Тимеш ялӗ; ● Акан 3-мӗшӗ — Чекмагуш районӗ‚ Юмаш ялӗ; ● Акан 4-мӗшӗ — Ермеккей ялӗ‚ Культура керменӗ.
Концертсем 19 сехетре (Ермеккейре — 16.00) пуҫланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |