Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Пӑвара «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.04.2014 15:10 | 1318 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва ҫемье вулавӗн библиотеки «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсне вунӑ ҫул ытла хутшӑнать. Кӗнеке куравӗ вулакансен кашнинчех ҫӗнӗ, кӑсӑклӑ литературӑпа савӑнтарать. Кӑҫал унта 2012 ҫулта тухнӑ 15 хайлав кӗнӗ.

Нарӑс уйӑхӗнче библиотекӑра «Кӗнеке вулатпӑр — 2012» курав йӗркеленӗ. Вулавӑша ҫӳрекенсене вӗсене вуласа тухма, килӗшнӗ хайлав пирки ҫырса пӗлтерме сӗннӗ.

1–4-мӗш класра вӗренекенсем вара ача-пӑча кӗнекисемпе паллашнӑ, вӗсене сасӑпа вуланӑ. Шӑпӑрлансем Лев Кадкинӑн «Ослиный мост», Светлана Гордеевӑн «Весёлая карусель», Людмила Васильевӑн «Зайкина семья» хайлавӗсене тимлӗн итленӗ.

Чылай автор ҫак конкурса пӗр хут кӑна хутшӑнман. Вӗсен йышӗнче — Улькка Эльмен, Сергей Павлов, Аркадий Казанов, Ордем Гали, Людмила Сачкова тата ыттисем. Кураври кӗнекесем вулакансен кӑмӑлне кайнӑ. Вӗсем — чӑвашла повеҫсемпе калавсем: Сергей Павловӑн «Тӗтре», Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Аркадий Казановӑн «Ырату», Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», В.Кузьминӑн «Вӗҫев» тата ытти хайлавсем. Вырӑс хайлавӗсене ытларах ҫаксене килӗштереҫҫӗ: П.Евлампьевӑн «Запахи Сумеречного Жасмина», Ю.Санӑн «Скитея», В.Пугачевӑн «Тэсс — тише!», Ф.Уярӑн «Близ Акрамова» хайлавӗсем.

Вулакансем ҫак ӗҫре хастар пулни ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма пулӑшнӑ. Вырӑс прозинче Павел Евлампьевӑн «Запахи Сумеречного Жасмина» хайлавӗ ҫӗнтернӗ. Уншӑн 15 ҫын сасӑланӑ. Чӑваш прозинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» хайлавӗ палӑрнӑ. Вӑл 18 ҫынна килӗшнӗ. Вырӑс поэзийӗнче 21 сасӑ пухса Светлана Андреевӑн «Свет рябины» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Чӑваш поэзийӗнче Порфирий Афанасьевӑн «Каҫхи кӑвайт» кӗнеки мала тухнӑ. Вырӑсла ача-пӑча литературинче Галина Белгалисӑн «Добрые секретики», чӑваш литературинче Александр Артемьевӑн «Салампи» ҫӗнтернӗ.

#Йӗпреҫ районӗ, #Пӑва, #вулавӑшсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем