Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫанталӑк кӑшт ӑшӑтсанах ҫынсем юханшывсемпе кӳлӗ-пӗве хӗрне васкаҫҫӗ. Шыва кӗмелли ятарласа палӑртнӑ вырӑнсене ҫеҫ мар, ун пек тума юраман ҫӗре те. Анчах шыв хумханнипе пӑхса киленнипех ҫырлахас килмест, ишес килет.
Шыва кӗме юраман вырӑнсенче ишсен явап тыттараҫҫӗ. Ӗнер, сӑмахран, Шупашкарти Мускав ҫыранӗн хӗрринче рейд ирттернӗ. Йышра Инкеклӗ ӗҫсен министерствин, ҫӑлав службин тата право хуралӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем ҫынсене ку вырӑнта шыва кӗме юраманни пирки ӑнлантарса панӑ.
Йӗркене пӑсакан 4 ҫын телӗшпе протокол ҫырнӑ, вӗсене штраф тӳлеттерӗҫ. Унӑн виҫи 1 тенкӗпе танлашать.
