Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен, Шупашкарти юханшыв порчӗ Атӑлӑн сулахай енчи пляжне ҫитекен трамвайчиксем ярӗ.
Вӗсем кунне виҫӗ хутчен ҫула тухӗҫ. Шупашкартан пляжа 10:00, 12:30 тата 17:40 сехетсенче кайма май пулӗ. Каялла трамвайчисем 10:30, 13:00 тата 18:10 сехетсенче килеҫҫӗ.
Канмалли кунсенче хушма рейс пулӗ: хуларан – 15:00, каялла 15:30 сехетре.
Пӗр билет хакӗ 130 тенкӗ пулӗ. 5-10 ҫулсенчи ачасем валли вара – 65 тенкӗ. 5 ҫул тултарман ачасене тӳлевсӗрех илсе каяҫҫӗ, анчах вӗсем валли пурпӗрех билет илмелле.
Кӑҫал ҫӗнӗлӗх вӑя кӗнӗ: билетсене юханшыв порчӗн сайтӗнче кӑна сутаҫҫӗ, билета ҫула тухмалли кун кӑна илме пулать.
Урамра ҫумӑр ҫӑвать, ҫанталӑк ӑмӑр тата термометр 20 градус ӑшӑран сахалрах кӑтартать тӗк рейссене пӑрахӑҫлаҫҫӗ.
