Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Клара Чекушкина юрӑҫ 85 ҫул тултарнӑ.
Клара Ивановна Патӑрьел районӗнчи Хирти Шӑхаль ялӗнчек 1941 ҫулта ҫуралнӑ. Шупашкарти тата Чулхулари (ун чухне Горький ятлӑ пулнӑ) пединститутсенче вӗреннӗ.
Вӑл Чӑвашоблсовпрофра аслӑ методист та, агрегат завочӗн клубӗнче методист та пулса ӗҫленӗ. Анчах халӑх ӑна юрӑҫ пулнӑран пӗлет. Концертсемпе вӑл ют ҫӗршывсенчи (Чехословаки, Венгри, Финлянди, Япони тата ытти те) сцена ҫине те тухнӑ. Мускаври, Ирландири пӗтӗм тӗнчери фестивальсенче лауреат пулса тӑнӑ.
Клара Чекушкина — Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Юбиляра Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн сайтӗнче ӑшшӑн саламласа ҫырнӑ. Юлашки ҫулсенче Клара Чекушкинӑна асӑннӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ киле пырса пӑхса пулӑшать.
