Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Галина Кустова 100 ҫул тултарнӑ.
Вал Чулхула облаҫӗнчи Бор хулинче ҫуралнӑ. Вӑл ача чухнех йывӑр ӗҫе кӳленнӗ. Ҫичӗ класс вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл вырӑнти хулари предприятисенчен пӗринче лакировщицӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Кӑштахран ҫар заводӗнче снарядсемпе бомбӑсем кӑларнӑ ҫӗрте тимленӗ.
Шупашкара куҫса килнӗ хыҫҫӑн «Электроприбор» заводра ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе вӑл виҫӗ ача ура ҫине тӑратнӑ. Паян хӗрӗн, Альбина Николаевнӑн, ҫемйипе пурӑнать.