Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен черетлӗ ҫар призывӗ пуҫланнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, РФ хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйне 154 пин салтак кӗрӗ.
Кӑҫал салтаксем валли улшӑнусем пулӗҫ. «Новости» рекламӑпа информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫӑл ҫар комитечӗсенче хӗсмете каякансене алла сӗрмелли крем, душра ҫӑвӑнмалли крем, шӑл пасти, шӑл щетки, хырӑнмалли станок тата гель, дезодорант, алшӑлли парӗҫ.
Салтаксене портянкӑсемпе атӑ вырӑнне нускипе, хӗллехи тата ҫуллахи берцӑсемпе, аялти ӑшӑ тумпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫар билечӗсӗр пуҫне ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакана электронлӑ картта парӗҫ. Вӑл унпа ӗмӗр тӑршшӗпех пулӗ. Картта ҫинче гражданин ҫар тивӗҫне ӑҫта пурнӑҫлани, хӑш чаҫран куҫни, мӗнле хӗҫ-пӑшалпа ӗҫлеме пӗлни пирки тата ытти информаци пулӗ. Пӗтӗмпе 58 информаци: салтакӑн кӗлетке калӑпӑшӗнчен пуҫласа ашшӗ-амӑшӗн ячӗ-шывӗ таранах.