Пушӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков тата ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов Мускавра йӗркеленӗ чӑваш чӗлхин курсне ҫитсе курнӑ.
Аса илтерер: пирвайхи заняти пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче иртнӗ. Вӗрентекенӗ — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетне пӗтернӗ, чӑваш культурипе историне тӗпчекен Евгений Степанов. Заняти эрнере пӗр хут — шӑматкун — иртет. Хальлӗхе курса тӗрлӗ ӳсӗмри 20 ҫын ҫӳрет. Унта Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынсем кӑна мар, ӗмӗрӗпех Мускавра пурӑнакансем те (вӗсем чӑвашсемпе ниепле те ҫыхӑнман) ҫӳреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Мускав авиаци институчӗн преподавателӗ Сергей Иванов курсра вӗренет. Вӑл хӑйӗн диссертацине хӳтӗлеме хатӗрленнӗ вӑхӑтра та занятисене сиктермен.
Владимир Иванов чӑваш чӗлхипе ытти наци ҫыннисем те кӑсӑкланнинчен тӗлӗннӗ. Вӑл Чӑваш Республикинче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентме хирӗҫ пулнине кулянса палӑртнӑ. Ҫакна илтсен курссене ҫӳрекенсем акӑ мӗн каланӑ: ачасем темиҫе чӗлхе пӗлни хӑйсемшӗнех усӑллӑ пулнине, ку вӗренӳре пулӑшнине аслисен чухламалла. Ав курссене ҫӳрекен Андрей Жарков акӑлчан, француз, испан, каталон чӗлхисене лайӑх пӗлнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх — тӗрлӗ чӗлхене вӗренни теприне ҫӑмӑллӑнах ӑса хывма пулӑшать-мӗн. Халӗ Андрей чӑваш чӗлхине хӗрсе вӗренет, Чӑваш Ене килсе кунти ҫынсемпе чӑвашла калаҫма ӗмӗтленет. Леонид Волков ют чӗлхене вӗреннин усӑлӑхӗ нумай пулнине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ҫапла майпа халахӑн культурине, унӑн историне, йӑли-йӗркине ӑнкарма ҫӑмӑлрах.
Полковник, ҫыравҫӑ, ачасем валли вырӑсла ҫырнӑ кӗнекесен авторӗ, «Сыны Отечества» офицерсен юлташлӑхӗ» общество организацийӗн членӗ Александр Мясников шкулта чӑваш чӗлхине вӗренме май пулманшӑн пӑшӑрханать. Халӗ унӑн тӑван халӑхӗн чӗлхине хӑй тӗллӗн вӗренме тивет.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.02 20:14 | |
Апла пулсан "полномочиллĕ представителĕ" вырăнне чăвашла е чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхери сăмахсемпе çырмалла. |