ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурсра чи маттуррисене палӑртнӑ. Унта 5 ҫын кӗнӗ.
Вӗсем ҫаксем: Кӳкеҫ лицейӗн вӗрентекенӗ Лилия Свинцова, Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗнче ӗҫлекен Гузель Хайртдинова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ачасене вӗрентекен Любовь Хованская, Шупашкарти 40-мӗш шкул ӗҫченӗ Елена Комарова. Кусем — 25 ҫултан аслӑраххисем. 25 ҫултан кӗҫӗнреххисен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкул учителӗ Екатерина Матвеева кӗнӗ.
Вӗсем конкурсри пӗтӗмлетӳ тапхӑрне — уҫӑ дискуссие — хутшӑннӑ. Конкурс ҫӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен вӗрентекенсем заданисене сцена ҫинче ҫеҫ пӗлнӗ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫине ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.