Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Светлана Яруткина час-часах хаҫат-журнал страницисенче тӗрлӗ хайлав пичетлет. Шкулти вӗренекенсене те кулленех литература ӗҫне явӑҫтарать. Чӑваш сайчӗ ирттерекен фантастика конкурсӗсене вӗренекенсене те явӑҫтарать, хӑй те хастар хутшӑнать. Николай Плотников пухса хатӗрленӗ икӗ кӗнекере те унӑн хайлавӗсем пичетленчӗҫ. Кӑҫал икӗ кӗнеке пичетлесе кӑларма пултарчӗ: «Илемлӗх ытамӗ» тата «Сӑвӑсемпе юрӑсем».

Ҫак кунсенче Чӑваш Республики писательсен союз председателӗ Юхма Мишши (Михаил Николаевич Юхма) тата Татюк Юркки ҫыравҫӑ (Юрий Витальевич Дадюков) Хусанушкӑнь ял халӑхӗпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Светлана Яруткинӑна писательсен союзне илнине пӗлтерекен хушупа паллаштарчӗҫ, кунсӑр пуҫне ӑна Алексей Талвир ячӗллӗ преми пачӗҫ. Юхма Мишши тӗлпулӑва пуш алӑпа килмен, вӑл Хусанушкӑнь шкулне 100 ытла кӗнеке парнелерӗ. Шкул ачисем пухӑннисене Светлана Яруткина ертсе пынипе (вӑл баянпа ӑста калать) пуян концертпа савӑнтарчӗҫ.

Малалла...

 

Паян — пӗтӗм тӗнчери учительсен кунӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак уява вӗрентекенсемпе пӗрле ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ирех шкулти коридора уяв ячӗпе кӑларнӑ стена хаҫачӗсем илем кӳчӗҫ, вӗсемпе чылайӑшӗ кӑткӑсланчӗҫ. Уроксене паян «ҫӗнӗ вӗрентекенсем» — аслӑ классенче вӗренекенсем — ирттерчӗҫ. Каярахпа культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв концерчӗ пулчӗ. Ӑна шкул ачисемпе культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем лартса пачӗҫ. Ҫак кунах Комсомольски салинче савӑнӑҫлӑ пуху пулса иртрӗ. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн районти вӗрентекенсене тӗрлӗ шайри хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ, вӗсемпе пӗрле пилӗк вӗрентекене республикӑри Газпром пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ К.С.Мифтахутдинов укҫан преми парса хавхалантарчӗ.

Кӑшт каярах Хырхӗрри тӗп шкулӗн вӗрентекенӗсем кӳршӗ Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳл тӗп шкулӗнчи ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Малашне те ӗҫлӗ ҫыхӑну тытса тӑма калаҫса татӑлчӗҫ. Уяв ҫӳллӗ шайра иртрӗ тесен те пӗртте йӑнӑш пулмасть пуль.

 

Мускаври чӑвашсене пӗлме!

Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренмелли тӳлевсӗр курс ӗҫлеме пуҫлӗ — унта вӗренме 22 ҫула ҫитмен ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Уроксем канмалли кунсенче иртӗҫ — центрта, Белорусская метро ҫывӑхӗнче.

Тӗплӗнрех пӗлмелли телефон: 8-915-383-68-35.

 

Хырхӗрри шкулӗнч ачисем экскурсире
Хырхӗрри шкулӗнч ачисем экскурсире

Паян — илемлӗ ылтӑн кӗр кунӗ. Йӗри-таврана тимлӗн сӑнаса пӑхсан ҫак илеме ҫутҫанталӑкран лайӑхрах нимӗнле художник та сӑнласа кӑтартайманнине туятӑн. Пысӑк ҫулӑн икӗ енӗпе ӳсекен йывӑҫсен тӗрлӗ тӗслӗ тумӗсемпе киленсе Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем Шупашкара ҫул тытрӗҫ. Икӗ сехетрен паллӑ ентеш — Василий Иванович Чапаев палӑкӗ патне ҫитрӗҫ. Ҫӳллӗ постамент ҫинче вырнаҫтарнӑ мӑнаҫлӑ юланутҫӑ ҫине пуҫсене каҫӑртсах тимлерӗҫ шӑпӑрлансем. Часах музейе те кӗрсе курчӗҫ. Кунта вырнаҫтарнӑ экспонатсем хушшинче вӗсене ытларах граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи салтаксен тумтирӗ тата хӗҫ-пӑшал кӑткӑслантарчӗ. Легендарлӑ ҫар пуҫӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурта та хаваспах кӗрсе тухрӗҫ ачасем.

Малалла ҫул — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче вырнаҫнӑ Космонавтика мемориаллӑ комплексне. Ҫур сехетрен палӑртнӑ вырӑна ҫитсе те тӑчӗҫ ачасем. Тепӗр паллӑ ентеш — Андриян Григорьевич Николаев виҫҫӗмӗш космонавтӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.

Малалла...

 

Ольга Ильиничнӑпа Михаил Константинович Мохнатовсем
Ольга Ильиничнӑпа Михаил Константинович Мохнатовсем

Хисеплӗ пенсионерсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн тата чӗререн саламлатӑп!

Ҫак куна пӗтӗм тӗнчере 1990 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ветерансем вӑрҫӑ хирӗнче кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа харсӑрлӑх, ӗҫри хастарлӑх аслӑ ӑруран тӗслӗх илме хистеҫҫӗ, ҫамрӑксене тӑван ҫӗре, хамӑрӑн халӑха, унӑн йӑлисене юратма, хӑйсен ӗҫӗпе тӑван ене аталантарма вӗрентеҫҫӗ. Ватӑсен пысӑк ӑсӗ, пурнӑҫри пуян опычӗ ыррине, вӗсем тунине, упраса хӑварма, килес ӑрусене парса хӑварма пулӑшать.

Аслӑ ӑру ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатасси — Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑри ҫулланнӑ граждансен 80% ытла социаллӑ пулӑшу мелӗсемпе усӑ курать. Республика бюджетӗнчен кӑна 2012 ҫулта ҫак тӗллевсемпе 1,786 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята илмелли стаж вӑхӑтне пӗчӗклетес енӗпе ӗҫлетпӗр. Паянхи кун тӗлне стажшӑн ҫак ята 18000 гражданина панӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсен пӗтӗмӗшле йышӗ 22000 ҫынпа танлашӗ. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес енӗпе тимлӗ тӑрӑшатпӑр. Республикӑра 2010 ҫултанпа 4562 ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ, ҫав шутра 2012 ҫулта – 758 гражданина.

Малалла...

 

Музейӗн экспоначӗсем
Музейӗн экспоначӗсем

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗнче ӗнер, авӑнӑн 27-мӗш кунӗнче, аслӑ вӗренӳ учрежденин кун-ҫулне ҫутатса кӑтартакан музей уҫӑлнӑ. Кун пирки университет сайчӗ пӗлтерет.

Музее уҫнӑ май ЧПУ ректорӗ Всеволод Агаков хӑйӗн сӑмахӗнче университет республикӑн аталанӑвӗнче пысӑк йӗр хӑварни пирки каланӑ — шӑп та лӑп ун витӗмне курма пулать те ӗнтӗ ҫӗнӗ музейра. Пӗрремӗш экскурси ӗнерех пулчӗ — ҫак кун хӑнасем унти экспонатсемпе чи малтан паллашма пултарчӗҫ.

Музее уҫнӑ самантра хӗрлӗ хӑйӑва ректорпа пӗрле Сергей Федосеев тата Людмила Соснина студентсем касрӗҫ. Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем иккӗшӗ те Чӑваш Республикин Элтепӗрӗн стипенди лауриачӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i215.html
 

Авӑнӑн 30-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тӑрӑхӗнче «Камай уйӗнчи вӑйӑсем» иртеҫҫӗ. Ҫак кун республика шайӗнчи виҫӗ мероприятии иртмелле.

Пӗрремӗшӗ — «Камай уйӗн урхамахӗсем» ятлӑ хресчен лашисен ӑмӑртӑвӗ, вӑл кӑҫал вунулттӑмӗш хут иртет. Кунта куракансем юланутҫӑсем 1 ҫх та 330 метр тӑршшӗ чупнине курма пултарӗҫ. Ҫакӑнтах йывӑр туртакан лашасен ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, вӗсен пӗр тонна тиенӗ урапана 120 метр тӑршшӗне вӑхӑтпа туртса тухмалла, тата 30 метр тӑршшӗне чи йывӑр урапа туртса тухассипе кӗрешӗҫ. Кӑҫал «Камай уйӗн урхамахӗсем» программине ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ: ятарласа хатӗрленӗ ипподромра юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, кунта хытӑ чупакан лашасем ӑмӑртӗҫ.

Ҫакӑнпа пӗрлех Камай уйӗнче Республикари ял тӑрӑрӑхӗсен ушкӑнӗсен VI-мӗш Спартакиади иртӗ. Унӑн программине ҫак ӑмӑртусене кӗртнӗ: пӗр пӑт таякан пукана хапха урлӑ пересси, 80 кг таякан мишукпа чӗркуҫленсе ларасси тата сӑрт тӑрӑх чупасси.

Ҫав вӑхӑтрах Республикари вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхӗсен V-мӗш кунӗ иртет. Кунта вара волейбол тата футбол ӑмӑртӑвӗсем, эстафета тата сухаҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ.

Пурне те авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Камай уйӗнчи вӑйӑсене» чӗнетпӗр. Ӑмӑртусем 11 сехетре пуҫланаҫҫӗ.

Малалла...

 

«Сӑмахсар — алфавитпа йӗркеленӗ Тӗнче...», — ҫапла каланӑ Франци ҫыравҫи Анатоль Франс. Чӑн та, сӑмах кӗнекине пӑхсан эпир унӑн пӗлтерӗшне те, ӑна епле ҫырмаллине те, вӑл епле сӑпатланнине те пӗлме пултаратпӑр.

Нумай пулмасть Канашри 6-мӗш шкулта вӗренекен тӑххӑрмӗшсемшӗн кил-йыш вулавӗн библиотекинче, учрежденин 3-мӗш уйрӑмӗнче «Сӑмах кӗнекисемпе сӑмах пуххисем» ятпа ятарлӑ урок иртрӗ.

9-мӗш класра ӑс пухакансене вулавӑш заведующийӗ Игнатьева Г.Н. сӑмахсарсемпе епле усӑ курмалли пирки каласа пачӗ: сӑмахӑн пӗлтерӗшне епле тупмалла, термин ӑнлавне мӗнле пӗлмелле, справочниксемпе епле усӑ курмалла. Ку пӗлӳ, паллах, ачасене ҫитес вӑхӑтрах кирлӗ пулӗ — вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ май, тен, хӑшӗсем, шкула хӑварса ятарлӑ пӗлӳ илме те кайӗҫ, унта вара сӑмахсарсемпе усӑ курма пӗлни вӗренӗве ҫӑмӑллатӗ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ тӑххӑрмӗшсем заведующий сӑмахне тимлӗн итлерӗҫ, сӑмахсене тупма вӗренчӗҫ.

 

Ҫурт тӑвӑм министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑн чи пысӑк хулисенче ӑшӑ пама пуҫланӑ. Паян, авӑнӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкарта ӑшӑ ача ҫуратмалли ҫуртсемпе пульницасене ҫитнӗ, тунтикун, юпан 1-мӗшӗнче шкулсемпе ача пахчисене ӑшӑтма пуҫламалла. Ытти ҫуртсене вара ҫанталӑк сивӗтме пуҫласан ӑшӑ ҫитӗ — ун валли талӑк хушшинчи вӑтам температура 8 градус таран анмалла.

Ҫӗнӗ Шупашкарта вара паянтан пуҫласа ӑшӑ ача ҫуратмалли ҫуртсене, пульницасене, шкулсемпе ача пахчисене ҫитнӗ. Юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа вара, ҫанталӑк епле пулассине пӑхмасӑр, ытти ҫуртсене те ӑшӑ ҫитӗ.

Паллах, харпӑр-хӑй ӑшӑтмалли системӑсемпе усӑ куракансен юпан 1-мӗшӗччен кӗтмелле мар, хваттерӗсене вӗсем халех ӑшӑтайраҫҫӗ.

 

Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчи шучӗ ӳсрӗ — «Маленькая страна» (чӑв. «Пӗчӗк тӗнче») ятлине паян уҫрӗҫ. Мероприятие республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев та хутшӑнчӗ. «Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ Шупашкарта тата тепӗр ача пахчи хута яма палӑртса хунӑ. Шансах тӑратӑп, ку ӗҫе те строительсем хӑйсем ҫине илнӗ яваплӑха вӑхӑтра пурнӑҫласса. Хулара тата та 160 хушма ача сачӗн вырӑнӗсем пулӗҫ. Ҫакна кура, 160 ҫемье ырӑ пулӑмшӑн савӑнма пултарӗ», — терӗ Михаил Васильевич хӑйӗн сӑмахӗнче. Элтепӗр парне пама та манмарӗ — 34 ҫӗнӗ вырӑн йӗркелеме ача пахчине 480 пин тенкӗлӗх свидетельство парнелерӗ.

240 ача йышӑнма пултаракан вӗренӳ учреждение 2011 ҫулта хӑпартма пуҫланӑ, пурӗ 104 миллион тӑкакланӑ. 2 хутлӑ ҫурта паянхи кун ыйтакан хӑтлӑха тӗпе хурса туса лартнӑ — кунта бассейн та пур, спорт пӳлӗмӗсем темиҫе. Вӑйӑ пӳлӗмӗсем теттесемпе пуян — туп тулли вӗсем кунта.

Ача пахчине уҫни пурин кӑмалне те ҫӗклерӗ — ашшӗ-амӑшӗсенне те, ачасенне те.

Сӑнсем (42)

 

Страницӑсем: 1 ... 3632, 3633, 3634, 3635, 3636, 3637, 3638, 3639, 3640, 3641, [3642], 3643, 3644, 3645, 3646, 3647, 3648, 3649, 3650, 3651, 3652, ... 3854
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 18

1972
53
Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1987
38
Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
1990
35
Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...