«Чӑваш Ен аграрийӗсем ҫӗрле те ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ», — тесе хыпарланине курма тиврӗ тӗнче тетелӗнчи ресурссенчен пӗринче ҫак кунсенче. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, ҫанталӑкӗ ҫула пӳлсе пычӗ те, ҫак кунсенчи уяр ҫанталӑкпа хресчен ҫӗрле те усӑ курма ӑнтӑлнинчен тӗлӗнмелли ҫук ӗнтӗ. Ара, лартса ӳстерсе, ҫумласа-эмеллесе тӑкаклан-тӑкаклан та кайран хирте хӑвар-ха...
Ял хуҫалӑх предприятийӗсене аслӑ классенче вӗренекенсем, социаллӑ сферӑра тата ытти хӑш-пӗр отрасльте тӑрӑшакансем пулӑшма тухнӑ. Республикӑн аграри ведомстви те айккине пӑрӑнман. Унта ӗҫлекенсем иртнӗ шӑматкун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑна тухса кайнӑ. Унта вӗсем 12 тонна кишӗр кӑларнӑ.