Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Телефон ҫыхӑнӑвӗшӗн тӳлессинчен пӑрӑнма хӑтланмаҫҫӗ-ха вӗсем. Тӑкаксене пӗчӗклетесшӗн иккен.

Республикӑн Информаци тата массӑллӑ коммуникацисен политикин министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре влаҫ органӗсенче IP-телефоние вырнаҫтарас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Калӑпӑшлӑ ку проекта пӗлтӗр пуҫланӑ. Чи малтанах унпа республика Элтеперӗн Администрацине, Финанс, Экономика аталанӑвӗн, Юстици, Информаци политикин министерствисене ҫыхӑнтарнӑ иккен.

Сӑмах май каласан, специалистсен шучӗпе IP-телефони йӑлана кӗнӗ телефон сетьне айккинелле пӑрса хӑварӗ. Ҫӗнӗлӗхпе хальлӗхе банксем, страхлакан организацисем тата ыттисем усӑ кураҫҫӗ иккен. IP-телефони аудио- тата видеоконференцисене те хутшӑнма май парать иккен. Унӑн тӗп лайӑх енӗсен шутне ют хуласемпе тата ҫӗршывсемпе калаҫни самай йӳнӗ ларнине кӗртеҫҫӗ.

IP-телефоние кӑҫал Чӗваш Енри мӗнпур министерствӑпа ведомствӑна ҫыхӑнтарнӑ, ҫав шутра — республика парламентне те. Ӑна муниципалитетсене те ҫитерме палӑртаҫҫӗ.

 

Республикӑн тӗп хулинчи 62-мӗш шкулта вӗренекен Максим Смирнов тӗнче шайӗнчи Google Science конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче финала тухнӑ.

Унта 120 ҫӗршыври пин ача хутшӑннӑ. «Тӗнчене ылмаштарма пултаракан 90 ҫӗнӗ шухӑш» каланӑ 90 ача хушшинче пирӗн ҫӗршыв ачисем тӑххӑрӑн иккен. Сумлӑ ҫак йышра Шупашкар хулинчи Максим та пурри, чӑннипех те, савӑнтарать. Ҫӗнтерӗве вӑл хӑй епле йышӑнни пирки калама йывӑр. Мӗншӗн ҫапларах калатӑп тетӗр-и? Ара, тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтересси Максимшӑн ҫӗнӗлӗх мартан ҫапла каларӑм-ха. Хӑй шухӑшласа кӑларнӑ япаласемпе вӑл кӑҫал кӑна темиҫе хутчен мала тухнӑ. Акӑ, сӑмахран, «Архимед–2013» конкурсра. Тепӗр тесен6 ку конкурсӑн сумӗ тата пысӑкрах ӗнтӗ.

Хальхи конкурса ача транспорта хӑрушсӑр тӑвассипе проект сӗннӗ. Вӑл машинӑна 180 градус таран ҫаврӑнса ларма май килекен хатӗрпе тивӗҫтересшӗн иккен. Проекта шухӑшласа кӑларнӑ чух Максима ашшӗпе амӑшӗ — Петр Васильевичпа Надежда Петровна — тата аслӑ пиччӗшӗ Алексей пулӑшнӑ иккен. Тата асӑннӑ шкулта физика вӗрентекен Борис Васильев та самай тӗрев кӳнӗ-мӗн.

Ҫӗнтернӗ ятпа ачана ЧР вӗрентӳ министрӗ Владимир Иванов саламланӑ.

Малалла...

 

Мӗнле кӑна ӑмӑрту шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ! Халӗ, ав, инҫе ҫула ҫӳрекен машинӑсене старта тӑратасшӑн. Ҫапла вара вӗсен водителӗсен ӑсталӑхне пахалӗҫ. Ӑмӑрту вӑхӑтӗнче шоферсен ҫӗлен евӗр кайса, тоннель хапхи витӗр тухса, шӑтӑк-путӑк урлӑ каҫса, ҫавра ҫулпа кайса тата ытти хӑш-пӗр меслетпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивӗ.

Конкурса ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнчи лапамра ирттермелле. Унта ҫӗнтернӗ шофер Атӑлҫи федераци округӗнчи ҫавӑн пек ӑмӑртӑва хутшӑнса тӑван республика чысне хӳтӗлӗ.

 

Чӑнах-чӑнах. Сӑмахӑма тӳрӗ пӗлтерӗшпех каларӑм. Хальхи вӑхӑтра республикӑн тӗп хулин аталанӑвӗн планне пӑхса тухас тата сӳтсе явас тапхӑр пырать. Ҫак ӗҫ пуҫланни пирки эпир хыпарланӑччӗ-ха.

Ӗнер хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, хулан тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин тата Питӗр хулинчи Урбанистика институчӗн архитекторӗ Ирина Гришечкина Шупашкар ҫийӗн вертолетпа вӗҫсе ҫаврӑннӑ. Тӳпене вӗсем ҫӳлтен лайӑхрах курӑнать тесе ҫӗкленнӗ. Питӗр архитекторӗ вара ытти самантпа пӗрлех тӗп хуламӑр таса та тирпейлӗ пулнине палӑртнӑ. «Эпир ҫӗршыв тӑрӑх час-часах ҫӳретпӗр те уйрӑмлӑха часах асӑрхатпӑр», — тенӗ иккен вӑл.

Шупашкар аталанӑвӗн тӗп планне татӑклӑн сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн маларах асӑннӑ институт унӑн юсаса ҫӗнетнӗ вариантне хатӗрлӗ. Ку ӗҫе кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлесшӗн.

Сӑнсем (33)

 

Раҫҫейре экономика каҫарӑвӗ ҫинчен калакан йышӑну вӑя кӗнӗ. Вӑл ҫур ҫуллӑха пырӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫӗршыври тӗрмере ларакансене 10 пин ҫын таран ирӗке кӑларӗҫ. Анчах пурне те мар. Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ преступлени тунисене. Сӑмахран, автор прависене пӑснипе тимӗр карта леш енне ҫакланнисене, банк ӗҫ-хӗлӗпе саккуна пӑсса аппаланнисене, кредита саккунлӑ мар майпа илнисене, тавар паллине саккунлӑ мар майпа усӑ курнисене, кредит парӑмне е татам налука тӳлес марришӗн пӑрӑнса ҫӳренисене...

Ҫапах та ирӗке пули-пулми кӑлармӗҫ. Экономика амнистине лекес тесен хайисен хӑйсем шар кӑтартнисен умӗнчи парӑма е татмалла, е татма шантаракан хутсемпе ӗнентерсе памалла. Анчах преступление тунӑ чух вӑйпа усӑ курнӑ е унпа усӑ курассипе хӑратнисене вара ку «ачашлав» пырса тивмӗ.

 

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче информаципе культура центрӗ уҫнӑ. Унчченхилле каласан, ку вӑл клуб тенине пӗлтерет-ха. Анчах хальхи вӑхӑтра культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника бази унчченхинчен пачах ылмашса тӑнине шута илсен, ҫӗнӗрен уҫнӑ ҫав центр ахаль клуб кӑна та мар. Унта тӗрлӗ информаципе технологийӗпе усӑ кураҫҫӗ. Мӑн Сӗнтӗрте тем тӗрлӗ кружок ӗҫленипе пӗрлех ҫынсене патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне «пӗр чӳрече» меслетпе кӳрекен офис та вырнаҫнӑ, вулавӑш та...

Маларах вара мӑн сӗнтӗрсем арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗпе юнашар вырнаҫнӑ ҫуртра массӑллӑ тӗрлӗ мероприятие пухӑннӑ иккен. Чиркӳпе ҫуммӑн клуб пулни вырӑнлах мар тесе ҫав ҫурта мӑнастире пама йышӑннӑ. Республика хыснинчен 16 миллион тенкӗ ытла уйӑрнипе культура учрежденине хута яма май килнӗ.

Сӑнсем (47)

 

Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине кура иртнӗ уйӑхӑн 17-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑннӑччӗ-ха. Ҫанталӑк йӗркеленнӗ тесе ӑна тепӗр тӑватӑ кунтан пӗтернӗччӗ. Халӗ, ав, ун пек тӑрӑм пирки Комсомольски районӗнче пӗлтернӗ. Тӗрӗсрех, ӗнертенпе туса хунӑ. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, малтанласа шутланӑ тӑрӑх типпе пула района ял хуҫалӑх культурисем 27 пин гектар ҫинче сиенленнӗ-мӗн.

Иртнӗ уйӑхра каҫал тӑрӑхӗнче ҫанталӑк ытти ҫулсенчи вӑтам температурӑран 3-4 градус шӑрӑхрах уплнӑ иккен. Ҫумӑр та вырӑн вырӑнпа кӑна ҫуса иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1100.html
 

Ӑшӑ шыв ҫуккипе ваннӑна та кӗрейместӗн
Ӑшӑ шыв ҫуккипе ваннӑна та кӗрейместӗн

Этем тени ырлӑха часах хӑнӑхать ҫав. Ҫук, начар мар пуль-ха ӗнтӗ ку. Акӑ, Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче пурӑнакансем вӗри шывсӑр аптӑраҫҫӗ. Сивӗ шыв ырлӑхӗпех ҫырлахма хӑнӑхнӑ ҫын «Калӑн, тупнӑ нуша. Эпир ялан ҫапла пурӑнатпӑр» тейӗ. Анчах ишлейсем ӑшӑ шывсӑр кӑна мар, сиввисӗр те хӑшкӑлаҫҫӗ-мӗн. Кун пек йывӑрлӑха сакӑр ҫурт лекнӗ иккен. Унта пурӑнакансем тележурналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ вӗсене малтан пӗр уйӑхран вӗри шыв пуласса шантарнӑ иккен. Анчах шаннӑ кайӑк йӑвара пулман тенешкелех сиксе тухнӑ. Халӗ вӗсем ӑшӑ шыв ҫеҫ мар, сивви те хӑш чух пулманнипе тарӑхаҫҫӗ-мӗн.

Шыва ӑшӑтакан котельнӑй вырӑнти пӗр завод харпӑрлӑхӗнче иккен. Предприяти коммуналлӑ пулӑшушӑн ҫынсен парӑм пулнишӗн кӑмӑллах мар темелле. Ҫапах та куншӑн сакӑр ҫуртра пурӑнакан мӗнпур ҫыннӑн асапланмалла марри паллӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнпах пулӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗ ку ыйту ҫывӑх вӑхӑтра татӑласса шантаратех иккен. Мӗнех, пурӑнсан курӑпӑр теҫҫӗ-и-ха?

 

Чӑваш Енӗн медиатытӑмӗнче кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнӗ. Ӗнертен тытӑнса «Советская Чувашия» хаҫата Владимир Васильев ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен вӑл «Коммуналлӑ технологисем» тулли мар яваплӑ обществӑн пресс-службине ертсе пынӑ. Маларах вара «Чебоксарские новости» хаҫат корреспондентӗнче, Чӑваш Енӗн ЧР Ҫурт тӑвӑм министерствинче, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче, федерацин Чӑваш Енӗн тӗп инспекторӗн пресс-службисенче тӑрӑшнӑ. «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗнче 13 ҫул тимленӗ Африкан Соловьев ӗҫе пӑрахма шут тытнӑ-мӗн. Кун пирки Regnum информаци агентствине республикӑн информаци политикин министерствинче пӗлтернӗ иккен. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх вара Соловьева министерство урлах ӗҫрен хӑтарнӑ.

«Атӑл-Волга» издательство ҫурчӗ тата «Тантӑш» хаҫат «Хыпар» издательство ҫурчӗпе пӗрлешнипе йӗркеленекен холдинга чылай ҫул «Хыпарӑн» тӗп редакторӗнче тӑрӑшакан Алексей Леонтьев ертсе пырӗ.

Наци телевиденийӗпе радио компанийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс та иртнӗ. Унта пурӗ 9 кандидат хутшӑннӑ. Анчах «ҫӗнтерӳҫӗсем пулманнине кура» конкурса каярах тепӗр хут йӗркелӗҫ.

Малалла...

 

Мускав облаҫӗн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачне шаннӑ. Ҫак должноҫе 43 ҫулхи Дмитрий Марков йышӑннӑ. Мускав облаҫӗнчи яваплӑ ҫав вырӑна куҫиччен вӑл Шупашкар хулин сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.

Дмитрий Сергеевич ҫак тарана ҫитсе 138 ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырма ӗлкӗрнӗ иккен. Вӑл Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1994 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. Медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. 2009 ҫултанпа вӑл асӑннӑ аслӑ шкулӑн сиплев факультечӗн деканӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3622, 3623, 3624, 3625, 3626, 3627, 3628, 3629, 3630, 3631, [3632], 3633, 3634, 3635, 3636, 3637, 3638, 3639, 3640, 3641, 3642, ... 3933
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 09

1911
114
Думилин Илья Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
108
Игнатьев Сидор Игнатьевич, «Хыпар» хаҫат редакторӗ, пултаруллӑ журналист тата публицист вилнӗ.
1928
97
Ефимов Георгий Андреевич, — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...