Тӑванкасси шкулӗ спутникран пӑхсан Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкас шкулӗнче компьютер музейӗ уҫӑлчӗ. Кабинет ертӳҫи, информатикӑ тата физикӑ вӗрентекенӗ Мидуков И.П. тӑрӑшнипе 1986 ҫултан пуҫласа паянхи кунчен ӗҫлекен аппаратурӑ пуҫтарнӑ. Тӗлӗнмелле, кашни компьютер юсавлӑ, пурте ӗҫре. Иван Петрович Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче паллӑ ӑста, ун уссине таврари шкулсенчи мӗн пур «информатик» пӗлет. Халӗ шкулта кашни вӗренӳ уйрӑмӗнче ҫӗнӗ йышши компьютерсем лараҫҫӗ, вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсемсӗр пӗр утӑм та тӑваймаҫҫӗ тесе калама та юрать пулӗ. |
Шывҫи эрни пуҫламӗшӗнче Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкасси ялӗнчи шкул ҫуртӗнче шкула ҫӳремен ачасене валли ҫӗнӗ кермен уҫӑлчӗ. Кӑҫал кунта кун пек уяв иккӗмӗш хут пулса иртрӗ. Виҫӗ уйӑх каялла кунтах 1-3 ҫулхи ачасене кивӗ ача пахчинчен куҫарнӑччӗ, халӗ вара 4-6-рисене черет ҫитрӗ. Пысӑк хӑнасем, ял-йышсем, парне-кучченеҫӗ — пурте ҫителӗклӗ пулчӗ. Кашни хӑй ячӗнчен ӑшӑ самах каларӗ, телей-сывлӑх сунчӗ. Ҫутӑ та такӑр пултӑр санӑн кун-ҫулу асамлӑ юмах-кермен! |
Леонид Волков Ӗнер, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ пирӗн тӑрӑха Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи элчӗ тивӗҫӗсене тума Леонид Волкова шантарнӑ. Ун умӗн ҫак ӗҫе Геннадий Фёдоров 11 ҫул пурнӑҫласа пынӑччӗ, 20-мӗш числара вара ӑна урӑх ҫӗре куҫнӑран Чӑваш Енӗн ӗҫлӗ элчи вырӑнӗнчен кӑларнӑччӗ. Леонид Валерьевич Волков 1975 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче икӗ пӗлӳ илнӗ — экономика теорийӗпе тата юриспруденципе. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. «Шупашкарти кабель япалисен савучӗ» АУО-ра, Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑваш уйрӑмӗнче, «Элара» АУО-ра тӑрмашнӑ. 1999 ҫултанпа РФ Правительство ҫумӗнчи Финанс академийӗн аспиранчӗ, 2002 ҫултанпа — ҫав академийӗн экономика тата кризиспа кӗрешӳллӗ тытӑмӑн кафедрин доценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫи, пултаруллӑ поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ. Тӗп уяв ыран, тунтикун, литература музейӗнче 14 сехетре иртӗ, паян вара Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ ҫӑва ҫинче поэтӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума Вера Кузьминична Кузьмина, Алексей Иванов-Сӗрмек, Владимир Васильевич Степанов, Владимир Аркадьевич Милютин тата Николай Алексеевич Плотников ҫитрӗҫ. Петӗр Хусанкая асӑнчӗҫ, унан сӑввисене сасӑпа вуларӗҫ. Тепӗр ҫул та пӗрле палӑртма калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн пухӑннӑ ушкӑн саланчӗ. |
Лора Деккер Ӗнер, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Лора Деккер голландкӑн ҫулҫуревӗ вӗҫленнӗ, ҫапла май вӑл кимӗпе тӗнче тавра ҫаврӑннӑ чи ҫамрӑк ҫын ятне илме пултарнӑ. Тӗнче тавра ҫулҫӳреве тухас ӗмӗт Лора Деккерӑн мӗн ачаранпах пулнӑ. Ҫак шухӑша 14 ҫултах пурнӑҫласшӑн пулнӑ пулин те тӳре-шарасем ӑна ҫак йывӑр ҫула пӗччен кӑларсе яма килӗшмен. Килӗнчен тухса тарса та пӑхнӑ хӗр — анчах йӗрке хуралҫисем ӑна каялла тавӑрнӑ. 15 ҫула ҫитсен тин ҫамрӑк ҫӳлҫӳревҫе тӗнче тавра ҫаврӑнма ирӗк панӑ — пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче хӗр ҫула тухнӑ. Хӑйӗн ҫулне Кариб утравӗсен шутне кӗрекен Сен-Мартенра вӗҫленӗ хӗр каласа панӑ тӑрӑх ӑна ҫак ҫулҫӳрев питӗ килӗшнӗ. «Ҫул тӑршшӗпе дельфин чылайччӗ, вӗсем пӗрле ишнӗрен савӑнтӑм. Эпӗ хама питӗ телейлӗ хӗр тесе шутлатӑп», — тенӗ вӑл. Ҫитес вӑхӑтра Лора шкула таврӑнса вӗренӗве малалла тӑсма шутлать. Маларах чи ҫамрӑк ҫулҫӳревҫӗ ятне Австрали хӗрӗ тивӗҫнӗччӗ — Джессика Уотсон тӗнче тавра 17 ҫула ҫитиччен 3 кун умӗн вӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
2011 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче Куславкка районӗнче «Куславкка–Ҫатракасси–Тӗмшер–Аманик» участокӗнче «Варасӑр-Аманик» машин ҫулне савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ. Ҫак самант кунти халӑлӑх тахҫанхи ӗмӗтне пурнӑҫлама май пачӗ теме пулать. Халӗ ӗнте вӗсем аякран ҫаврӑнмасӑрах тӳрӗ ҫулпа Тӗмшертен Аманикпе Елчӗке ҫитме пултарӗҫ. Ҫула 2008 ҫулта тума пуҫланӑ. Анчах та укҫа ҫитменрен 2009 ҫулта ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Хальтерех вара, 2011 ҫулта, М. Игнатьев Элтепер ҫине тӑнипе ҫула туса пӗтер май пулчӗ. Уяв савӑнӑҫлӑ иртрӗ: ҫул тӑвакансене Хисеп хучӗсем пачӗҫ, ялти халӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа куракансене савӑнтарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӑрнар посёлокӗ картта ҫинче 2012 ҫулта Вӑрнар поселокӗнче каток тума палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Тӑррине витнӗ спорт керменӗнче тренажер залӗ, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем тата ытти пулӗ. Ҫӗнӗ ҫулта ҫавӑн пекех Тӑвай тата Хӗрлӗ Чутай ялӗсенчи физкультурӑпа спорт комплексӗсене туса пӗтерме, Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗнчи ҫӑмӑл атлетика манежне, Шупашкарти 9-мӗш шкулти бассейна юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
<p>Вӑрнар районӗнчи 230 ҫын ытла пӗлтӗр хӑйсен ӗҫне уҫма май паракан патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ — кун пирки Вӑрнар районӗн сайчӗ пӗлтерет.</p> <p>Ҫӗнӗ Кипекре пурӑнакан Фадеева Галина Аркадьевнӑ та фермер пулса тӑрас тенӗ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх Галина Аркадьевна ҫамрӑклах упӑшкасӑр юлнӑ — мӑшӑрӗ 26 ҫултах ҫӗре кӗнӗ. Пулас фермер малтан Кӗҫӗн Кипекри совхозра ӗҫленӗ, вӑл салансан вара — ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ, икӗ ачапа. Вӑрнара ҫул инҫе — ӗҫ тупсан та пӗтӗм укҫи унта кайса ҫӳреме тухса кайнӑ пулӗччӗ тесе шутлать Галина. Ҫапла вара хӑйӗн ӗҫне уҫас шухӑш ҫуралнӑ.</p> <p>Паянхи кун ун хуҫалӑхӗнче 3 ӗне (шултра мӑйракаллӑ пуҫ пӗтӗмӗшле 6), кашни кун 40 литр сӗт сутать. Ҫуркунне выльӑх шучӗ ӳсессе шанать Галина Аркадьевна.</p> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Анатолий Емельянов Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Хапӑсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта А. Емельянов ҫыравҫӑн 80 ҫулхи юбилейне халалласа районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш чӗлхи уйрамӗнче ӗҫлекенсем хушшинче ӗҫлӗ тӗлпулу пулать. Ҫав тӗлпулӑва А. Емельяновӑн тӑванӗсене, ӑна ҫывӑх пӗлекенсене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ачисем хайсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ, ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулахӗ ҫинчен, унӑн паллӑ хайлавӗсене тишкерӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасем те писатель пултарулахӗ пирки ҫӗнӗ хыпарсем илсе килме шантарчӗҫ. Тӗлпулу ирхине 10 сехетре пуҫланать, пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӗнеке хуплашки Мускаври «ЮниВестМедиа» издательствӑра Лидия Филиппова журналист-публицистӑн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорӗ-тӗп редакторӗн, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн «Ректор — это призвание» ятлӑ кӗнеки 1 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ. 704 страницӑран тӑракан сумлӑ кӗнекере университета 1990-2009 ҫулсенче ертсе пынӑ паллӑ экономист, политика тата общество ӗҫченӗ Лев Пантелеймонович Кураков ҫинчен, ҫав тапхӑрта аслӑ шкул мӗнле аталанни ҫинчен вуласа пӗлме пулать. Ку кӑларӑм Лидия Ивановнӑн 9-мӗш кӗнеки шутланать. Сӑмах май, кӗҫех Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн аслӑ ҫулти шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсемпе повеҫсен тепӗр кӗнеки — «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» — тухмалла. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |