Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: гаражсем

Пӑтӑрмахсем
21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче гаражри машина хыпса илнӗ.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти «Кӑкшӑм-2» гараж кооперативӗнче «Renault Sandero» автомбиль хыпса илнӗ. 2011 ҫулта туса кӑларнӑ машинӑна унӑн хуҫипе тусӗ гараж боксӗнчне тӗксе кӑларма ӗлкӗрнӗ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем ҫулӑма виҫӗ минутра сӳнтернӗ.

Пушар вӑхӑтӗнче машинӑн пӗр пайӗ сиенленнӗ.

Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 16 автопушар пулнӑ.

 

Хулара
kalin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kalin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хула администрацийӗ гаражсене сӳтессине пӗлтернӗ. Вӗсене ҫитес эрнере сӳтме тытӑнӗҫ. Списока 20 гараж лекнӗ. Вӗсем пурте хулари Калинин районӗнче вырнаҫнӑ.

Ҫывӑх кунсенче Николаев урамӗнчи 18а ҫурт адреспа вырнаҫнӑ 17 гаража сӳтӗҫ, Гагарин урамӗнчи 36-мӗш, Кадыков урамӗнчи 21, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 5-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ гаражсене.

 

Хулара
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта тимӗр гаражсем сутма йышӑннӑ. Вӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: Илпек урамӗ, 7/2; Чапаев урамӗ, 16 (виҫӗ гараж); Энгельс урамӗ, 3 (тӑватӑ гараж); Чапаев урамӗ, 22; Усадьба урамӗ, 76; Склад проезчӗ, 18; Калинин урамӗ, 109.

Складсене сутасси ҫинчен калакан йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин алӑ пуснӑ.

Гаражсен пуҫламӑш сутлӑх хакӗ – 5 333 тенкӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Ҫӗмӗрле хулинчи тӳре-шара тимӗр гаражсене сӳтме тытӑннӑ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнтисем малтан ревизи туса тухнӑ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче чылай гаражӑн хуҫи ҫуккине палӑртнӑ. Кун пирки хула администрацийӗнче пӗлтернӗ.

Унччен химзавод пулнӑ вырӑна халӗ рекультивацилеме тытӑннӑ. Бетон плитасене пуҫтарса каяҫҫӗ, ҫавӑнти тимӗр-тӑмӑр та юрӑхсӑр выртмӗ. Ҫӗр лаптӑкне йӗркене кӗртсе пӗтерсен (ӗҫе килес ҫулхи ҫуркунне валли вӗҫлесшӗн) гараж конструкцийӗсене вырнаҫтарса тухӗҫ.

Ирӗк илмесӗр туса лартнӑ гаражсем ытти хулара та пур.

 

Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗ ҫумӗнче Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗн (хула шутне кӗрет) гараж кооперативӗ пур. Ялпа гаражсем хушшинче вара Петёк ҫырми ятлӑ тарӑн ҫырма вырнаҫнӑ. Хулапа Шупашкар районӗн чикки шӑп та лӑп ҫав ҫырма варрипе иртет — гаражсем енчи Шупашкарӑн шутланать, тепӗр енчи — ялӑн.

Ялти халӑх тарӑн ҫырмана ҫуп-ҫап пӑрахасси — тахҫанхи йӑла. Ку вӗсен шухӑшӗпе пӗрре ҫырмана ҫурасран сыхлать, тепре ӑна тултарать. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр ялӑн ҫырминче ҫӳп-ҫап купине асӑрхамасан тӗрӗнмелли кӑна юлать. Анчах хальхи вӑхӑтра йӑла каяшӗ самай нумайланса кайнӑран унашкал купасем ял сӑнне пӗрре те илем кӳмеҫҫӗ (хӑш-пӗр ялта эп вӗсене урам варринчех асӑрхаса), ҫавӑнпах ӗнтӗ пуҫлӑхсем вӗсене ҫӗрпе хуплаттараҫҫӗ, ял халӑхне ҫӳп-ҫап контейнерӗсемпе усӑ курма вӗрентеҫҫӗ.

Хайхи Лапсар ялӗ ҫумӗнчи Петёк ҫырми те ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑн пулса тӑнӑ. Ӗлӗкех вӑл самай тарӑн пулнӑ теҫҫӗ. Петёксем ял хӗррине куҫса лариччен ячӗ те урӑхла пулнӑ — Чӑркаш ҫырми (ун урлӑ ҫуммӑн вырнаҫнӑ Чӑркаш ялне каҫнӑ). 1980-мӗш ҫулсенче ял хӗрринче гаражсем ӳсме тытӑннӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 11

1913
112
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
106
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
105
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
88
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ