Ҫурт-йӗр
![]() Ҫӗмӗрле хулинчи тӳре-шара тимӗр гаражсене сӳтме тытӑннӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнтисем малтан ревизи туса тухнӑ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче чылай гаражӑн хуҫи ҫуккине палӑртнӑ. Кун пирки хула администрацийӗнче пӗлтернӗ. Унччен химзавод пулнӑ вырӑна халӗ рекультивацилеме тытӑннӑ. Бетон плитасене пуҫтарса каяҫҫӗ, ҫавӑнти тимӗр-тӑмӑр та юрӑхсӑр выртмӗ. Ҫӗр лаптӑкне йӗркене кӗртсе пӗтерсен (ӗҫе килес ҫулхи ҫуркунне валли вӗҫлесшӗн) гараж конструкцийӗсене вырнаҫтарса тухӗҫ. Ирӗк илмесӗр туса лартнӑ гаражсем ытти хулара та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |