Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

НАР
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.02.2006 13:00 |

Ҫӗнӗ рекорд

Нарӑсӑн 17 Мускавра иртнӗ ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗнче Татьяна Петрова пӳлӗри 3000 м. хӗрарӑмсен чупӑвӗнче ҫӗнӗ тӗнче рекордне (9 мин 7 ҫек) лартнӑ. Татьяна Петрова — пӗтӗм тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Чӑваш Ен Спорт Министерствин 3-мӗш СДЮСШОРӑн, тата Шупашкарти одимп резервӗн училищин воспитаници. Вӑрмар районӗнчи Карӑк Ҫырми ялӗнче 1983 ҫулта ҫуралнӑ.

Татьяна 2004 ҫулхи нарӑсӑн 23 Мускав облаҫӗн Людмила Иванова чупӑҫӑн рекордне (9 мин 21.4 ҫек) лайӑхлатнӑ.

 

Ҫӑлкуҫ: Чӑваш Енӗн Спорт Министерстви

 

НАР
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.02.2006 12:31 |

Нарӑсӑн 24-пе 28 хушшинче Шупашкарти Трактор тӑвакан КК франци кинон фестивалӗ иртӗ. Фестивале Раҫҫейри Франци посольстви тата «Содружество» культура центрӗ иртереҫҫӗ. Куракансене тӑватӑ ҫӗнӗ франци ленти тата пӗр мультфильм кӑтартӗҫ.

Фестиваль тӑваттӑмӗш хут иртет ӗнтӗ, унта францире ӳкернӗ, анчах та пысӑк экран ҫине тухман франци кинокартинисемпе паллашма май пур.

Билет хакӗ 30-60 тенкӗ.

Картинӑсем:

24.02: Ҫӗтсе кайнисем (Les egares)

Режиссёр: Андре Тешине (Andre Techine)

25.02: Тӗрӗҫӗсем (Brodeuses)

Режиссёр: Элеонор Фоше ( Eleonore Faucher)

26.02: Кирику тата тухатмӑш (Kirikou et la sorciere)

Режиссёр: Мишель Оцело (Michel Ocelot)

27.02. Кала-ха, кала! (Cause toujours!)

Режиссёр: Жанна Лебрюн (Jeanne Labrune)

28.02. Чышкӑри ҫӗлен (Vipere au poing)

Режиссёр: Филипп де Брока (Philippe Broca (de)

 

Ҫӑлкуҫ: Чебоксары.ру

 

НАР
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.02.2006 11:43 |

Нарӑсӑн 8 Комсомольски районӗнче тухакан «Каҫал Ен» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ. Ун чухне вӑл «Паянхи сас» ятлӑ пулнӑ, Патӑрьелте 1500 тиражпа тухса тӑнӑ.

«Паянхи сас» ячӗпе хаҫат 1931 ҫулхи раштавӑн 31-ччен тухса тӑнӑ. 1932 ҫулта вара икӗ хаҫат ҫине пайланнӑ: «Колхоз байрагы» тата «Октябрь ялавӗ». Икӗ хаҫачӗ те Патӑрьелте тухса тӑнӑ. 1939 ҫулта Комсомольски районне туса хунӑ хыҫҫӑн «Октябрь ялавӗ» хаҫат Комсомольскине куҫать.

Нарӑсӑн 21 районти культура ҫурчӗнче хаҫатӑн ҫуралнӑ кунне халалласа мероприяти иртӗ. Пуҫламӑшӗ: 11 сехетре.

 

НАР
16

Хыпар
 lukiyanov. | 16.02.2006 18:52 |

"МУСКАВ-МИР ХУЛИ" фестиваль

Нацилле театрсен III-мӗш фестивалӗ

 

Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче в 17 сехетре "Мускаври Национальностьсен ҫуртӗнче" театр фестивалӗ уҫӑлӗ.

Фестивале иртнӗ ҫул юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче никӗсленӗ МНЧКА председателӗ В.Н. Бурмистров ертсе пыракан Мускаври И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш Театрӗ хутшӑнӗ. Театр пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Хуняма спектакле кӑтартӗ.

 

Фестиваль оргкомитечӗ: т. (495) 181-36-07, Степаненко Виктория председатель.

WWW: www.moscowfestival.ru

 

НАР
15

Хура куҫлӑ дискотека
 reflejo | 15.02.2006 11:25 |

Мускаври чӑваш дискотекин организаторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх халлӗхе Мускаври чӑвашсен пӗрремӗш хичӗ Диана юрӑҫӑн Хура куҫусем юрӑ. Юрӑ текстне эсир пирӗн сайтра тупатӑр. Ҫавӑн пекех mp3 форматпа ҫырса илеетӗр.

 

КӐР
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.01.2006 02:33 |

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Афанасьевна Афанасьева ҫӗр ҫула ҫитнине паллӑ тунӑ.

Хӑйӗн 100 ҫӳлхи ытларах пурнӑҫне Мария Афанасьевна Канаш районӗнчи Кашкӑр Ҫырми ялӗнче иртернӗ, «Коммунизмшӑн» колхозра вӑй хунӑ. 2005 ҫулта вӑл «Тыл ветеранӗ» медале тивӗҫлӗ пулнӑ.

Мария Афанасьевна виҫӗ хӗре ҫӳратса ӳстернӗ. Вӗсем ӑна 7 мӑнук тата 7 правнук парнеленӗ. Халӗ Мария Афанасьевна хӑйӗн пысӑк ҫамьипе Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнать.

100 ҫула ҫитнӗ майпа Мария Афанасьевнӑна Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ саламланӑ. Пирӗн пӗрлӗх те Мария Афанасьевнӑна саламлать, ырлӑхпа сывлӑх сунать!

 

КӐР
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.01.2006 01:10 |

Хусантан Шупашкара Хыпар хаҫата халалласа

Хыпар хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Хусантан Шупашкара ҫити 10 йӗлтӗрҫӗ чупӗҫ. Мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 26-пе 27-че иртӗ. Пирӗн республикӑpa Куславка, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсем тата Шупашкар хули урлӑ чупӗҫ. Малтан чупакансем Николай Никольский масарӗ ҫине асӑнса чечексем хурӗҫ, Хусанти чӑваш диаспорин ҫыннисемпе тӗл пулӗҫ. Ӑмӑрту Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ корпусӗ патӗнче вӗҫленӗ.

 

КӐР
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.01.2006 00:49 |

«Футбол — халӑх вӑййи»

Паян республикӑра паллӑ мини-футбол турнирӗн пӗрремӗш этапӗ пуҫланать.

Карлачӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 23-мӗшӗччен вӑл турнира вӗрентӳ учреждениӗсен, предприятисен, организациӗсен кирек хӑш хула е район команди хутшӑнма пултарать. Футболла вылякансем шутне 1989-мӗш ҫулччен ҫуралнисем кӑна хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кашни командӑн ячӗ пулмалла.

Хутшӑнма хатӗр командӑсем хӑйсен заявкисене «Олимпийский» стадионpa вырнаҫнӑ республикӑри футбол федерацине памалла. Заявкӑсене кӑрлачӑн 20-мӗшӗн 12 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Халлӗхе турнира хутшӑнма килешнӗ 25 командӑн заявки пур. Шупашкарӑн Ленинпа Калинин районӗсенчен тӑхӑршар заявка, Шупашкарӑн Мускав районӗнчен — ҫиччӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

КӐР
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.01.2006 00:27 |

Ӗнер, Чӑваш Ен президенчӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрах, Чӑваш Ен опычӗпе паллашма Владимир облаҫӗн делегациӗ килнӗ. Делегацине губернаторӑн ҫумӗ Сергей Мартынов ертсе пынӑ. Чӑваш Енре делегаци икӗ кун хушшинче Сергей Гапликовпа, республикa правительствин членӗсемпе тӗл пулнӑ, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи культура, вӗрентӳ, сывлӑха упрас учреждениӗсен ӗҫӗпе паллашнӑ, Чӑваш халӑх музейне, А. Г. Николаев масарӗ ҫинчи часовньӑна, Шуршӑлти космотнавтика музейне кайса курнӑ.

 

КӐР
18

Хыпар
 Админ | 18.01.2006 02:41 |

Чӑваш президенчӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрах Н. Фёдоров пултарулӑх енӗпе нумай ӳсӗм тунӑ ҫамрӑксене стипенди парасси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Пин ҫамрӑк ҫул хушшинче кашни уйӑх пин тенкӗ илсе тӑрӗ.

Президент стипендине 1994 ҫулта пама пуҫланӑ. 2002 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6 тухнӑ Чӑваш Ен президенчӗн указӗ тӑрӑх стипенди илекен ҫамрӑксен шутне пин тарaн хӑпартнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3607, 3608, 3609, 3610, 3611, 3612, 3613, 3614, 3615, 3616, [3617], 3618, 3619, 3620, 3621, 3622, 3623, 3624
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...