Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчи канмалли кунсенче Кайӑксене сӑнамалли пӗтӗм тӗнчери кунсем иртнӗ. Акцие ҫынсем яланах йышлӑ хутшӑнаҫҫӗ-мӗн. Халиччен ҫунатлӑ туссемпе кӑсӑкланманнисем те ҫав вӑхӑтра кайӑксене хаваспах сӑнаҫҫӗ, вӗсен хисепне ҫырса пыраҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи ачасен «Экоҫутӑ» экологи пӗрлешӗвӗ те акцие хутшӑннӑ. Вӗсен пуҫарӑвне вырӑнти «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ кӑмӑлтан йышӑннӑ. Бинокль тата фотоаппарат илсе ачасем шырава тухса кайнӑ.
Кайӑксене сӑнама 25 ача хутшӑннӑ. Аслисем ертсе пынипе вӗсем вӑрмана каякан ҫул ҫинче тата вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ. Миҫе кайӑк курнине вӗсем шутласа ҫырса пынӑ.