Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.1 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш Енӗн Информаци политики it.cap.ru текен ҫӗнӗ портал ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл ятарласа тӳре-шара валли шухӑшласа кӑларнӑскер. Унта тытӑмпа ҫыхӑннӑ саккунсемпе, тӗрлӗ информаципе паллашма пулать. Портал пулӑшнипе тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем хӑйсене кирлӗ документсене пӗр-пӗринчен ыйтса илейӗҫ. Ҫӗнӗ сайтра чӑваш чӗлхи валли вырӑн тупӑнманни ҫеҫ пӑшӑрхантарать — чӑвашла тума майӗсем те пур ӗнтӗ, саккунӗпе те пирӗн икӗ патшалӑх чӗлхи. Ҫак хисеплемеҫҫӗ тӳре-шарасем чӑвашсен чӗлхине.

Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа ӗҫ тӑвакан 15 влаҫ органӗ, 26 муниципалитет, 291 ял тӑрӑхӗ ҫыхӑну тытать. Асӑннӑ тытӑм урлӑ халӗ республикӑра ведомствӑсем хушшинче 2 пин ытла, федерацин влаҫ органӗсем 5 пин ытла запрос янӑ иккен.

Иртнӗ уйӑхра порталпа Шупашкар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсен, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен администрацийӗсем, ЧР Тариф енӗпе ӗҫлекен тытӑм, Сывлӑх сыхлав, Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем министерствисем порталпа уйрӑмах хастар усӑ курнӑ иккен.

Малалла...

 

Юлашки вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкар хула ҫыннисем ула кураксем тапӑннипе аптӑраҫҫӗ — чипер утса пынӑ чухнех ним сӑлтавсӑр тенӗ пек сиксе ӳкеҫҫӗ.

Сӑмахран, ак, Евгения Семёнова тухтӑр тарапевтӑн та ула кураксемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулма лекнӗ. Ӗҫе кайнӑ чух хӗрарӑм сасартӑк ҫул ҫинче вӗсен чӗппине асӑрханӑ. Темле самантра терапевт патне икӗ ула курак вӗҫсе пынӑ, вара вӗсем хӗрарӑма тапӑнма тытӑннӑ. Турра шӗкӗр, Евгения Семёнова аллинчи сумкӑпа сулкалашса вӗҫен кайӑксенчен хӑтӑлма пултарнӑ. Тухтӑр ӗҫчешӗсем те ку пулӑма пӗрре мар асӑрханӑ.

Орнитолог Антон Ширшов ку ӗҫ-пуҫа ула кураксем чӗпӗ кӑларассипе ҫыхӑнтарать. Кураксем ашшӗ-амӑшӗ инстинктне пула ҫынсене тӑшман евӗр кураҫҫӗ, хӑйсен чӗпписене хӳтелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ула курак йӑвви таврашӗнче ҫынсен ҫӳреме кирлӗ мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63147.html
 

Ҫӗнӗ лифта пульница ӗҫченӗсем те ырлаҫҫӗ
Ҫӗнӗ лифта пульница ӗҫченӗсем те ырлаҫҫӗ

Ӗнер, ҫӗртмен 6-мӗшӗнче, Хӗрле Чутай районӗн тӗп пульницине ҫӗнӗ лифт хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ имӗш. Ӑна кивви вырӑнне улӑштарнӑ пулнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ валли республика бюджетӗнчен 1 миллион та 194 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫӗнӗ лифт пульница килекен ҫынсене самаях ҫӑмӑллӑх кӳрет. Утма йывӑр е пушшех пултарман чирлекен ҫынсене туртарма пулӑшать.

 

Паян Вӑрнар районӗнче таврапӗлӳҫӗсемпе экологсем республикӑри слета пуҫтарӑннӑ. Ӑна ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин шкул тулашӗнчи ӗҫсемпе тӑрмашакан «Эткер» центрӗ йӗркеленӗ.

Слета экологсен ҫичӗ, краеведсен виҫӗ ушкӑнӗ килсе ҫитнӗ. палаткӑсенчен йӗркеленӗ лагерь район центрӗн хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта хӑй вӑхӑтӗнче лицей пулнӑ-мӗн.

 

Ыран, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Асхвари «Урожай» стадионра Канаш районӗн Акатуйӗ иртӗ. Уяв ирхринех, 10 сехетре пуҫланӗ те каҫхине вӗҫленӗ. Яланхи пекех сире спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура программи кӗтӗ. Халь кӑна илтрӗр пулсан сире пурне те ҫак уява йыхравлатпӑр!

Мӗнле кӑна ӑмӑрту пулмӗ-ши... Ирхине (Акатуй пуҫлас умӗн пуль-ха) шкул ҫулне ҫитмен ачасем 60 метр чупӗҫ. Каярах вӗсем ҫӗр метр велосипедпа ярӑнса тупӑшӗҫ. Ӑмӑрту хатӗрӗ — велосипечӗ — хӑйсен пулмалла имӗш.

10 сехетре, Акатуя уҫнӑ вӑхӑтра мини-футбол ӑмӑртӑвӗ пуҫланӗ. Районти ял тӑрӑхӗсен, предприятисемпе организацисен ушкӑнӗсем ӗнерех, ҫӗртмен 6-мӗшӗнчех тупӑшнӑ, уяв вӑхӑтӗнче вара ҫак ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫине палӑртмалла иккен.

Канаш районӗн Акатуйӗнче ытти енлӗ ӑмӑртусем те сахал мар: кашта ҫинче туртӑнасси; дартс пересси; кире пуканӗ йӑтасси; ал вӑйне виҫесси; волейболла вылясси; пӗрене ҫинче кӗрешесси; кӗрешӳ; вӗрен туртасси; тата ыт. те. Юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗ пирки те манмалла мар.

Юрӑ-ташӑ сасси кунӗпех янрӗ, техӗмлӗ апат шӑрши инҫетри ялсене те ҫитӗ пулӗ.

 

Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушать чӑваш. Ҫапла пулмалла та ӗнтӗ — патне ҫитсен хускалмалла мар, маларахах хатӗрленсе хумалла. Тӗп хуламӑр ҫавӑн пек тӑвать те теме юрать — Шупашкарта юр вырӑнӗсене халех хатӗрлеме тытӑннине шута илсен.

Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, хӗллехи вӑхӑтра юра Б. Хмельницкий урамӗнчи тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи икӗ лаптӑка турттарнӑ. Тем чухлӗ купаланса кайнӑ вырӑнсем паян юртан тасалса пӗтнӗ, ҫӗр те унта типнӗ. Халӗ вара хулана хӑтлӑх кӗртессипе тӑрӑшакансем ҫав вырӑна пуҫтарма тытӑннӑ. Ку енпе 25 рабочи тата ятарлӑ 7 техника ӗҫлет иккен.

 

Ҫӑвӑн 20-29-мӗшӗнче ҪЙХПИ ӗҫченӗсем «Автобус» профилактика вункунлӑхне ирттернӗ, унта ҫынсене турттаракан автобуссене тӗресленӗ. Ҫулҫӳрев йӗркине пӑхӑнман, турттаракан ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтермен автобуссен шучӗ пӗтӗмпе (1 236 автобусран) 337 пулнӑ.

Канаш хулинче иртернӗ рейдра пӗр водитель ӳсӗр пулнӑ. 5 автобусра ҫынсене турттарас йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Автотраспорт предприятийӗн 5 ӗҫлекене администраци явапне тыттарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63136.html
 

Ҫак кунсенче Шупашкарта Мускав хулинче экономикӑн тӗрлӗ отраслӗнче ӗҫлекенсем пулнӑ. «Бизнес-Марафон 2013» проекта пурнӑҫланӑ май пирӗн пата килсе килсе ҫитнӗскерсем тӗрлӗ министерствӑра пулнӑ, хӑйсем тӗллевӗпе паллаштарнӑ.

Курнӑҫу ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинчен пуҫланнӑ. Асӑннӑ ведомство ертӳҫи Алексей Табаков Чӑвашри предприятисем пирки каласа кӑтартнӑ.

Министерствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, мускавсем икӗ енлӗ 80 килӗшӳрен кая мар алӑ пусма палӑртаҫҫӗ-мӗн.

 

Пӑрачкаври шкул ачисем йывӑҫ лартаҫҫӗ
Пӑрачкаври шкул ачисем йывӑҫ лартаҫҫӗ

Эпир ачарах чухне йӗрки-курки урӑхларахчӗ ҫав. Ун чухне ача-пӑчана пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарма тӑрӑшатчӗҫ. Кӗркунне, сивӗ ҫумӑр витӗр, шкултан выльӑх кӑшманӗ кӑларма кайнисем асрах-ха. Эпир, ачасем, хамӑрпа пӗрле тӑрса ӗҫлекен икӗ учителе, вӗсем арӑмӗпе упӑшкиччӗ, питӗ юрататтӑмӑр. Ыттисем пухӑнса юмах ҫапни, эх, тарӑхтаратчӗ вара! Халӗ, ав, саккунсем ҫирӗпленчӗҫ те, пӗчӗклех куршанак ҫыпӑҫтарма пӑхни йӗркене пӑсни шутланать. Саккун ҫавӑн пек те, нимӗн те тӑваймӑн.

Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Пӑрачкаври вӑтам шкулта 7, 8 тата 10-мӗш классенче вӗренекенсене ҫӗнӗрен тӑвакан стадиона тирпейлеме илсе тухнӑ. Вӗренӳ процессне татса ӗҫлеттерни пирки часах вырӑнти прокуратурӑна хыпар ҫитнӗ. Саккунсене пурнӑҫланине тӗрӗслекенсем ку факт тӗрӗссине палӑртнӑ. Шкул дирекцине ӳпкелеме тепӗр сӑлтав та тупӑннӑ — ачасем ӗҫленӗ вӑхӑтра стадионта строительсем те тар тӑкнӑ иккен. Апла тӑк, вӗренекенсем шар курас хӑрушлӑх та пулнӑ тесе палӑртнӑ тӗрӗслев. Яваплисене явап тыттарма хушса прокуратура район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ.

 

Шупашкартан Атӑлҫи федераци округне кӗрекен виҫӗ хулана самолётпа вӗҫме пуҫласси пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир те пӗлтернӗччӗ. Шупашкарпа ҫыхӑнтармалли хуласен шутӗнче Самар, Сарӑту тата Ӗпхӳ тесе каланӑччӗ. Самолетпа ҫӳресен ҫул ҫинче вӑхӑт нумай тӑкакламанни каламасӑрах паллӑччӗ ӗнтӗ. Шӑл витеймӗ тесе те питех пӑшӑрханмалла марччӗ-и-ха — регионсенче авиалиние ӗҫлеттерсе ярасси ҫинчен калакан программӑпа уҫма палӑртнӑ рейссемшӗн ҫул укҫин ҫур хакне федераци хыснинчен субсидилемеллеччӗ. Маларах ака уйӑхӗнчен авиарейссем уҫӑлмалла тенӗччӗ, унтан каярах вӑхӑт пирки сӑмах тухрӗ. Акӑ халӗ тата тепӗр хыпар. Анчах вӑл пирӗн республикӑра пурӑнакансемшӗн савӑнмаллиех мар.

Проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ икӗ уйӑхра Атӑлҫи федераци округӗнче пурӑнакан 20 пин ҫын пӗр хуларан теприне самолетпа вӗҫнӗ иккен. Кун пирки РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи Полномочиллӗ элчи Михаил Бабич журналистсемпе нумаях пулмасть тӗл пулсан пӗлтернӗ иккен. Хӑш-пӗр регионта билетсене юпа уйӑхӗчченех илсе хунӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах тӑкаклӑ рейссем те пур-мӗн. Ҫавна шута илсе субсидие хӑш региона ытларах, хӑшне сахалтарах уйӑрассине сӳтсе явасшӑн.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3603, 3604, 3605, 3606, 3607, 3608, 3609, 3610, 3611, 3612, [3613], 3614, 3615, 3616, 3617, 3618, 3619, 3620, 3621, 3622, 3623, ... 3892
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 14

1880
145
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
106
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
87
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...