![]() Ак, кӗҫӗх ҫуллахи кунсем те таврана пырса кӗчӗҫ. Хӗвелле, шӑрӑх кунсепе пӗрлех ҫу кунӗсем аслатиллӗ ҫумӑрсем те час-часах илсе килет. Ҫапла вара ҫӗртмен пӗрремӗш кунхине Элӗк районӗнчи Тавӑт ялӗнче каҫ-кӳлӗм тӗлнелле 56 ҫулхи хуҫан мунчи вут-ҫулӑмпа хыпса илнӗ пулнӑ. Пушар мунчана аслати ҫапнипе тухнӑ-мӗн. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем вӑхӑтра килсе ҫитнине пулах мунча тӗпипех ҫунса кайман, ӑна 12 минут хушшинче сӳнтерме пултарнӑ. Шел пулин те мунча шал енчӗн хытах ҫуннӑ, ҫак ӗҫ-пуҫ асӑннӑ ҫурт-йӗрӗн хуҫине 10 пин текӗлӗх шырлӑх кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Иртнӗ кунсенче суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче Патшалӑх Канашӗн депутат пулӑшуҫи урапасем (машинсем) лартмалли вырӑнта пӗр харӑс виҫӗ машина лектернӗ имӗш. Ӳсерскер ВАЗ-ӑн 8-мӗш моделӗн рульӗ умӗнче ларнӑ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлешпе пӗр харӑс икӗ ДПС машини пырса ҫитнӗ. Хӑйсен пулӑшуҫине депутатсем хайсем суйлаҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑвана е пӗр-пӗр пӗлӗше шантарма саккун чармасть. Ҫавӑнпах та пуль пулӑшуҫӑсем «ӗҫсер лармаҫҫӗ», хыт ӗҫленипе чунсене лӑплантарма «хӗренкелеҫҫӗ», вара руль умне ларса ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫсене лекеҫҫӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Муркаш районӗнчи ял хуҫалӑх предприятисенче сӗтпе тивӗҫтерекен ӗнесен шучӗ пӗтӗмпе 2 246 пуҫ. Кунне районта сӗт тупӑшӗ 29 625 кг ҫитет. Ку шут пӗлтерхи кӑтартусенчен 5 200 кг нумайрах. Суворов ячӗллӗ, «Герой», Е. Андреев ячӗллӗ, АФ «Путь Ильича» хуҫалӑхӗсенче сӗт тупӑшӗ пӗр ӗнерен вӑтӑм кӑтартӑвӗ 15 кг ҫитет. Ҫав вӑхӑтрах «Передовик» и ФГУП хуҫалӑхсенче 10 кг сӗт ҫеҫ суса илеҫҫӗ. Сӗте туянас хакӗ паяхи куна ҫапларах: «Молочный завод «Моргаушский» ТМЯО— 1 литӑршӑн 13,5 тенкӗ, Муркаш райповӗ — 1 литӑршӑн 10,5 тенкӗ, Мӑн Сӗнтӗр райповӗ — 1 литӑршӑн 11 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртмӗн пӗрремӗш кунӗнче Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун хӑйӗн ӗҫне пуҫларӗ. Асӑннӑ саккун чӗлӗм туртакансене пырса тивӗт. Йышшӑннӑ ҫӗнӗлӗхе пӗрисем шута илчӗҫ те пуль, анчах та ыттисем ҫав-ҫавах сывлӑха сиен кӳрекен чӗлӗме кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте «паклаттарса» ҫӳреҫҫӗ. Чӗлӗм вӑл вара сывлӑха ҫеҫ мар этем пурлӑхне те начасах пӗтерме пултарать. Ҫапла вара ҫӗртмӗн 1-мӗшӗнче чӗлӗмпе асӑрхануллӑ пулманнишӗн И. Яковлев проспектӗнчи пӗр хваттерӗн балконне тивсе илнӗ пулнӑ. Пушар сиксе тухнӑ вырӑна инкекрен хӑтаракансем тӳрех килсе ҫитнӗ, вӗсем ҫулӑма 10 минут хушшинчех сӳнтернӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫ хваттер хуҫҫине 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи инкек пирки эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫ-кӳлем тӗлнелле Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ, вара ҫакна пула кашни шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пиллӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16-ҫулхи хӗр вара путса вилнӗ. Хӗрен виллине ИӖМ ӗҫченӗсем юханшывра эрне хушши шыранӑ пулнӑ. Республикӑри СУ СКР пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшаканӗ Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, ҫӗртмӗн 1-мӗшӗнче ҫеҫ 17:00 сехетсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗ ҫумӗнче ял ҫыннисем хӗр виллине асӑрханӑ пулнӑ. Асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа паянхи кун тӗпчев пырать, моторлӑ кимӗн хуҫине ҫитес кунсенче явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӗвӗн ҫурт-йӗрӗнче пушар тухнӑ пулнӑ-мӗн. ИӖМ тетелӗ пӗлтернӗ тӑрӑх чиркӳре электричество пралукӗ хыпса илнӗ, ҫулӑм 3 метр электричество кабелне ҫунтарнӑ имӗш. Пӗтӗмешле ҫулӑмпа тивнӗ лаптӑк — ҫур тӑваткал метр. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара хӑвӑрт ҫунтернӗ — вӗсене 15 минут ҫех кирлӗ пулнӑ. Турра шӗкӗр, асӑннӑ пушар ҫын пурнӑҫне илсе кайман, аманнисем те тупӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнче ачасене хӳтелемелли куна уявланӑ май Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика шкулӗсене ҫӗнӗ 22 шкул автобусӑн уҫҫисемпе чысларӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче республика Элтеперӗ асӑннӑ уяв ячӗпе ачасене, вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшӗсене ӑшшӑн саламларӗ. «Паянхи куна ача-пӑчасене тӗрӗс-тӗкел ӳстересме нумай ӗҫ тунӑ. Ҫапах та малашне те ӗҫлемеллӗх пур. Влаҫ органӗсен, ашшӗ-амӑшӗсен, вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисем пур вӑя пухса ӳсекен ӑрӑва тивӗҫлипех пӑхса ҫитӗнтермелле», — палӑртрӗ Михаил Игнатьев. Уявӑн чыслӑ саманчӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ачасене Шупашкар хулин паллӑ вырӑнӗсем тӑрӑх экскурсие илсе кайрӗҫ. Кӑҫалхи ҫул шкулсене пӗтӗмешле 44 ҫӗнӗ автобуспа тивӗҫтерӗҫ. Пӗтӗмпе вара республика паркӗнче паянхи кун 325 шкул автобусӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер Шупашкарта хӑйӑртан кӳлепе тӑвассипе йӗркеленӗ фестиваль вӗҫленнӗ. Кӑҫал унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчи (сӑмахран, Мускаври, Пензӑри, Челябинскри, Архангельскри, Шупашшкарти) тата Польшӑри 17 ӑста, вӗсенчен улттӑшӗ хамӑр патрисем, хутшӑннӑ. Вӗсен кӳлепесем урлӑ ташӑ темине уҫса пама тивнӗ. Хӑйӑртан кӳлепе ӑсталама, маҫтӑрсем каланӑ тӑрӑх, шыв тата ҫилӗм кирлӗ. Маттурсен ӗҫӗсен куравӗ авӑн уйӑхӗ вӗҫленичченех пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енри пысӑк компанисенчен пӗрне, «Экра» ӑслӑлӑхпа производство предприятине, нумаях пулмасть 90 миллион тенкӗсӗр тӑратса хӑварнӑ. Ку вӑл малтанласа шутланӑ тӑрӑх. Кам ҫапла хӑтланни пирки хальлӗхе уҫӑмлатман-ха, анчах предприяти счёчӗ ҫинчи «кӗмӗле» ют ҫын куҫ хывманни пирки пӗлтереҫҫӗ. Укҫа ҫухалнине предприятин хӑрушсӑрлӑх служби сиснӗ иккен. Кайран ун пирки Федерацин хӑрушсӑрлӑх службине пӗлтернӗ, айӑплисене халӗ ҫав тытӑм шырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Конкурса Николай Архипкин хӑй те хутшӑннӑ Иртнӗ вырсарникун Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Культура ҫуртӗнче «Ҫӑртанлӑ ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ регионсем хушшинчи чӑваш культурин иккӗмӗш конкурсӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш культурин вырӑнти автономийӗн председателӗ Анатолий Архипкин ҫине тӑнипе йӗркеленӗ. Ҫав кун сцена ҫине профессионал артистсемпе пӗрлех хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӑстасем хӑпарнӑ. Вӗсем Сарӑту хулипе облаҫӗнчи, Шупашкар, Пенза, Чӗмпӗр хулисенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти — Ҫӑртанлӑ районӗнчи — маттурсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Конкурса хутшӑнакансене саламлама тата ӑнӑҫу сунма Пенза облаҫӗн правительствин элчисем, ҫав шутра регион кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи Виктор Медведев та пулнӑ. Мероприятие ирттерме пӗр тӑван Юрийпе Евгений Жемчуговсем, Николай Безруков, Михаил Данилов, Михаил Никитин, Ринат Камяков, Николай Данилов, Александр Смирнов, Александр Антипов, Александр Лебедев укҫа-тенкӗ парса пулӑшнӑ. Вӗсене уншӑн пысӑк тав сӑмахӗ калас пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |