Хырхӗрри тӗп шкулӗ Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑри шкулсенче чӑваш халӑхӗн историпе культурине тӗпчесе вӗренессине пысӑк тимлӗх уйӑра пуҫларӗҫ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе чӑннипе те тивӗҫлӗ шайра тума Е.Енькка ҫырса хатӗрленӗ «Тӑван ен» («Родной край») вӗренӳ кӗнекисем хистесе пыраҫҫӗ. Елена Викторовна ҫак предмета шкулсенче сыхласа хӑварас енӗпе те пӗр вӑй-халне шеллемесӗр тӑрӑшать. Кашни класс валли, вӗренӳ кӗнекисемсӗр пуҫне, ятарласа ӗҫ тетрачӗсем хатӗрленӗ. Вӗсемпе кашни шкултах анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 5-8 классем валли тестсен пуххисем тухнӑ, 6-7 классем валли видео-материалсем те пур. Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ку чӑн та питӗ пысӑк ӗҫ. Танлаштарма аса илер-ха: 1992 ҫулта шкулсенче вӗренӳ программине КРК (культура родного края) предмета кӗртсенех, ачасене те, вӗрентекенсене те питӗ йывӑр килнӗччӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ кӗнекисем ҫеҫ мар, ятарласа хатӗрленӗ программӑсем те пулман. Кашни вӗрентекен вара йывӑрлӑхран хӑй мӗнлерех пултарать, ҫавӑн пек тухнӑ. Улшӑнусем ырӑ енне кайни куҫкӗретех. Тата тепӗр пысӑк пуҫару — республика шайӗнче 4-7 класра вӗренекен ачасем хушшинче «Родной край» («Тӑван ен») олимпиада ирттересси. |
Кӑҫал А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркне уҫнӑранпа 50 ҫул ҫитет. Ӑна 1962 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чыслӑ уяв ирттерсе никӗсленӗ. Ҫав ҫулах ҫурлан 13-мӗшӗнче, А.Г. Николаев пӗрремӗш хут космос уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑ вӑхӑтра (ҫурлан 11-15-мӗшӗсем), ӑна ун ятне хисеплесе панӑ. 50 ҫул тултарнине паллӑртса паркра нумай пулмасть кӗл чечек тӗммисене лартрӗҫ — шӑп та лӑп 50 тӗм. Хальлӗхе вӗсем ытла та черчен, ҫавах те тепӗр ҫул хитре те капӑр чечексем ҫурасса парк ӗҫченӗсем патӗ шанаҫҫӗ. Кӗл чечек тӗммисене фото лапамра лартрӗҫ — сӑн ӳкернӗ вӑхӑтра питӗ вырӑнлӑ пулӗҫ ӗнтӗ. А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче чӑн та кил-йышпа канмалӑх пӗтӗмпех пур: кунта ялан типтерлӗ, спорт лапамӗсемпе ача-пӑча вылямалли вырӑнсем пайтах, сӑн ҫапмалли ятарлӑ лаптӑк та пур. Халӑха культурӑпа паллаштаракан уявсем те чылай иртеҫҫӗ — уяв программисем, пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем тата ытти те. Хулан тӗп пайӗнче вырнаҫнӑран ача-пӑчапа уҫӑлса ҫӳреме чылай ашшӗ-амӑшӗ ҫак парка суйлать. Чӑн та халӑх кунта ялан йышлӑ канать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Музейпа паллашнӑ самант Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫей шайӗнче те паллӑ — ку ялта Терентий Дверенинӑн музейӗ вырнаҫнӑ. Дверенин Терентий Парамонович ватлӑхра пуканесем ӑсталанипе чапа тухнӑ. Хӑйӗн килӗнчех музей йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май унӑн музейне айккинче, паллах, хӑварма пултарайман — ӑста, чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Нумай аманнӑ, ҫавах та Турри ӑна вӑрҫӑран сывӑ таврӑнма май панӑ. Пукане тавраш тума Терентий Дверенин ватлӑхра ҫеҫ пуҫланӑ, 2000-мӗш ҫулсенче. Хальхи вӑхӑта вара ун музейӗнче 100 яхӑн экспонат пур. Ӗҫӗсем ҫавӑн пекех район музейӗнче, Чӑваш наци музейӗнче упранаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче ялти ӑстан музейӗпе Ҫичӗпӳрт халӑхӗ паллашрӗ. Экскурсие Николаева А.В. ирттерчӗ — вӗтти те ватти те Терентий Дверенинӑн ӗҫӗсемпе паллашнӑ май кӑмӑллӑ юлчӗ. Пукане те пуканех — пӗчӗккисене те, ҫитӗннисене те илӗртетех хӑйӗн патне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑмӑртури самант Сӗнтӗрвӑрринче нумай пулмасть шкул ачисем хушшинче район шайӗнче вутпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта Октябрьски шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ. Ачасен хӑйсене тӗрлӗ енлӗ кӑтартма тиврӗ — чӑнкӑ пусмапа хӑвӑрт хӑпарма, йывӑрлӑхсен сукмакӗпе тухма, эстефатӑра вӑй кӑтартма. Теори енчен те тӗрӗслерӗҫ. Октябрьски ачисем хӑйсене хастаррӑн кӑтартрӗҫ: • Тимофей Фонариков кӗҫӗн ушкӑнра йывӑрлӑхсен сукмакӗпе ыттисенчен хӑвӑртрах тухса 1-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ; • теори шайӗнче те Октябрьски ачисем малта пулчӗҫ; • эстафетӑра 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Октябрьски шкулӗн ачисем 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шӑмӑршӑ районӗнчи вӑрман Ҫӗр ӗҫченӗсенни пекех ҫурхи кунсем вӑрманҫӑсемшӗн те хӗрӳ тапхӑр. Йывӑҫсене каснипе ҫеҫ мар — вӗсен вырӑнне ҫӗннисене лартса хӑвармалла. Шӑмӑршӑ районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗнче те пӗр тӗп вырӑнне вунӑ тӗп ларт тенине асра тытса ӗҫлеҫҫӗ — кӑҫал хырпа чӑрӑш, юман, ҫӑка, хурӑн хунавӗсене 104 гектар лартса хӑвармалла. Кунсӑр пуҫне маларах лартса хӑварнӑ 450 гектар ҫинчи хунавсене те тепӗр хут тӗплӗн тӗрӗслесе тухмалла, аманнисемпе вӑй илейменнисене, хӑрнисене ҫӗннисемпе улӑштармалла. Ҫамрӑк хунавсене лартас ӗҫе вӑрман хуҫалӑхӗн министерствипе килӗшӳ тунӑ подрядчик пурнӑҫлать. Хунавсене шӑмаршӑсем хӑйсен питомниксенчех ӳстереҫҫӗ, вӗсем ҫителӗклӗ. Хунавсен ытларах пайне 2010 ҫулта пушарсенче пӗтнӗ вӑрмансене ҫӗнетме те параҫҫӗ. Йывӑҫ-тӗм лартмалли уйӑхлӑха хутшӑнса тавралӑха ешӗллетме ял тӑрӑхӗсене те хунавсемпе тивӗҫтерме майсем пур. Питомникра та ӗҫ сахал мар — тӗрлӗ йывӑҫсен вӑррисене акса хӑвармалла. Вӑрлӑхсем 1,4 гектар лаптӑка акса хӑварма ҫителӗклӗ. Вӑрман — халӑх, ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ. Ӑна упрасси, ҫӗнетсех тӑрасси — вӑрманҫӑсен тӗп тӗллевӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Г.Лебедев ячӗллӗ чӑваш наци интернат лицейӗ Нумаях пулмасть Шупашкарти Г. Лебедев ячӗллӗ интернат лицейра «Букварьтен — илемлӗ литературӑна ҫити» конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ пулнӑ. Кӑҫалхи конкурса 190 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсенчен 74-шне ҫеҫ суйласа илнӗ. Элӗк районӗнчи Шӗмшеш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакан Виктория Платонова «Сӑнару яланах чӗрере» хайлавӗнче кил хуҫи, йӗрке хуралӗнче тӑрӑшаканскер, Чечняри командировкӑран тупӑкра таврӑнни, виҫӗ ачана ура ҫине пӗчченех тӑратакан мӑшӑрӗ упӑшкине аса илсе хурланни пирки ҫырнӑ. «Поэзи» секцийӗнче Чӑваш Сурӑм шкулӗнче пӗлӳ илекен Е.Иванова мала тухнӑ. «Проза» секцийӗнче Мӑн Вылӑ шкулӗнчи И.Шашкина пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗсене пысӑк хак панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Оригами — хут хуҫлатса тӗрлӗрен фигурӑсем тӑвакан ӳнер. Вӑл тӗрлӗрен пулать: фигурисене пӗр пысӑк хутран хуҫлатса тӑваҫҫӗ тата вӗтӗ пайсенчен пуҫтараҫҫӗ. Вӗтӗ пайсенчен пуҫтармаллине вара модульлӗ оригами теҫҫӗ. Ҫакна Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел шкулӗнчи ачасем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Унта ҫак ӳнере вӗрентекен уйрӑм кружок та пур. Ӑна ертсе пыраканӗ — чи пултаруллӑ учительсенчен пӗри, кӗҫӗн класс вӗрентекенӗ, библиотекарь, Трофимова Антонина Анатольевна. Ҫак ӗҫпе вӑл темиҫе ҫул каялла хавхалансах интересленсе кайнӑ, хӑй хыҫҫӑн шкулти вӗренекентекенсемпе вӗренекенсене те кӑсӑклантарнӑ. — Чи йыварри модульсенчен тӗрлӗ фигура пуҫтарса калӑпласси мар, ҫав вӗтӗ модульӗсене тӑвасси, — тет Антонина Анатольевна. Кружокри ачасем ун патне библиотекӑна пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах пыраҫҫӗ: перемена вӑхӑтӗнче те, уроксем хыҫҫӑн та. Вӗсенчен чи хастаррисем кӗҫӗн класс ачисем. Уйрӑмах Сорокина Александра, Сорокина Ульяна, Петрова Дарья тата Смирнов Евгений. Унта вӗсем эрешлӗ вазӑсем, акӑшсем, мулкачсем, тортсем тата ытти тӗрлӗ япаласем тӑваҫҫӗ. |
Чӑваш Енре электромеханикӑ колледжӗнче «Ют ҫӗршывра ӗҫлеме пултаракан сварщик» ӑстисене хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ тет. Вӗренӳ Центрне уҫма тата ӗҫне йӗркелеме Голландирен Хенк Бодт (Henk Bodt), Румынирен Хориа Даскау (Horia Dascau) Шупашкара килсе ҫитнӗ иккен. Кусем пуҫне тӗрӗслев ушкӑнне Раҫҫейри сварка ӑстисем тата тӗнче стандарчӗсен ӑстаҫисем килнӗ пулнӑ. Тӗлпулура Чӑваш Ен правительствин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ тет. Тӗрӗслев ушкӑн членӗсем колледж ӗҫне тӗплӗн пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн ҫак вӗренӳ ҫуртӗнче тӗнчипе ӗҫлеме пултаракан ӑста сварщиксене хатӗрлеме май пуррине палартнӑ. Ҫӗнӗ Центр кӑҫалтан «Международный сварщик» (Тӗнчипе ӗҫлеме пултаракан сварка ӑсти) диплом хучӗ алла илме пуҫлаҫҫӗ, унпа вӗсем (шут тытсан, паллах) ют ҫӗршывсенче те ӗҫлеме пултарӗҫ. Чӑваш Енри евӗр вӗренӳ Центрӗ Раҫҫейре урӑх ҫук иккен. Шупашкарта вӗренсе тухнӑ сварка ӑсти тӗнчери 45 ҫӗршывра ӗҫ вырӑнӗ тупма пултарӗ. Чӑваш Ен каччи-хӗрӗсем ҫак хыпара илтсе пуҫа хывсан питӗ лайӑх пулӗччӗ. Ытти хуласенчен персе ҫитиччен. |
Субботникри пӗр самант Ҫуркунне ҫитсен ял хушшинче, урамсенче тирпей-илем кӗртесси пур ҫӗрте те йӑлана кӗнӗ тейӗпӗр. Ялпа ял хушшинче пухӑннӑ ҫӳп-ҫапсене пухса тирпейлесси вара пур ҫӗртре йӑлана кӗрсе ҫитмен-ха. Патӑрьел районӗнчи Вӑтаел ялӗ пысӑк ял шутӗнче мар, ҫапах та пӗчӗккисен шутне кӗртме те май ҫук. 189 кил шутланса тӑрать (50 килӗнче никам та пурӑнмасть). Вӗсенче пурӗ 500 ытла ҫын пурӑнать. Ҫак ял ачисем кӳршӗри Тури Туҫа шкулне вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ҫул Вӑтаел ачисем Тури Туҫа ялӗпе Вӑтаел ялӗ хушшинчи тавралӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ, ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ. Унччен ку ӗҫе колхоз тирпейлесе тӑнӑ, анчах юлашки вӑхӑтра колхозӗ йӑлтах саланнӑ пирки ҫак ӗҫе ачасем хӑйсем ҫине илнӗ. Паллах, пысӑккисем вӗсен хастарлӑхне ырлаҫҫӗ, май пур таран хавхалантарса пыраҫҫӗ. |
Ӗнер, ҫӑвӑн 3-мӗшӗнче, Чӑваш республикин халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче вырнаҫнӑ 6х7 галерейӑра Вячеслав Эткерӗн ятарлӑ куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна ӳнерҫӗ 50 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ. Курава уҫма Чӑвашри ӳнерҫӗсем, сӑрӑ ӑстисем, вӗрентӳҫӗсем, халӑх пултарулӑхӗн ӑстисем пухӑннӑччӗ, вӗсенчен кашни Вячеслав Эткерӗн пултарулахӗнчи хӑйнеевӗрлӗхне палӑртрӗҫ. Курава уҫнӑ май чи малтанхи сӑмаха Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ Виктор Бондарев каларӗ. Вӑл йывӑҫпа ӗҫлекен ӑстана Тав хучӗпе чысларӗ, ӗҫре ӑнӑҫусем сунчӗ. Ҫавӑн пекех ӑшӑ сӑмахсемпе тухса калаҫакансем шутӗнче Чӑваш художникӗсен союзӗн правлени председателӗ Василий Кузьмин, Чӑваш наци музейен этнографи пайӗн заведующийӗ Светлана Недвигова, паллӑ шӗпсутҫӑ Владислав Зотиков, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи вӑхӑт» музей директорӗ Ирина Удалова тата ыттисем пулчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |