«Ирӗклӗх» общество Чӑваш Ен тӳри-шарине республикӑн ҫӗнӗ Конституцине йышӑнма ыйтнӑ. Ҫав шутра — чӑвашла та.
Чӑвашла ҫырнӑ ҫырӑва общество юпан 28-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов патне янӑ. Унта демократиллӗ, тӗп халӑх прависене хисеплекен республикӑсенче ӗҫ докуменчӗсене тата саккунсене патшалӑхӑн пӗтӗм чӗлхипе йышӑнмаллине палӑртнӑ. Хастарсем Чӑваш Енре чӑваш тата вырӑс чӗлхисем пулнине аса илтернӗ.
«Шел, 2000 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче республикӑн ҫӗнӗ Конституцине йышӑннӑ чухне вырӑсла версийӗ ҫеҫ юридици вӑйне илнӗ», — тенӗ ҫырура. «Ирӗклӗх» шухӑшӗпе, ку — «Чӗлхесем ҫинчен» регион саккунне пӑсни.
ЧР Конституцийӗн чӑвашла версийӗ пур, анчах унӑн юридици вӑйӗ ҫук. Хастарсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кунашкал лару-тӑрура Конституци чӑвашла калаҫакан халӑхӑн прависене хӳтӗлеме пултараймасть.
Ҫавна май «Ирӗклӗх» Чӑваш Республикин ҫӗнӗ Конституцине йышӑнма, чӑвашла версине юридици вӑйӗ пама ыйтать. Ку усӑсӑр пулсан общество ыйтӑва РФ Конституци судне яма палӑртать.
«Ирӗклӗх» общество председателӗ Дмитрий Степанов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Енре патшалӑх чӗлхисенчен пӗрине питӗ хӗсӗрленӗ. Чӑвашла калаҫма кӑмӑллакансем Конституцин чӑвашла версийӗпе саккун пек усӑ курма пултараймаҫҫӗ-мӗн.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.31 18:52 | |
Чăваш республикин Конституцийĕ чăваш чĕлхипе пур-и? Эпĕ çакна ăнлантăм: Чăваш республикин Конституцийĕ ют чĕлхепе пур, чăваш чĕлхипе çук. Е эпĕ йăнăшатăп? | |
Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.31 19:00 | |
Акапасар эсĕ мана каллех тытрăн. Маттур. Эсĕ чăн-чăн коммунист. | |
Аçтахар Плотников // 1390.41.5817
2014.10.31 19:41 | |
Кунта — куçару. / Куçаруçă çапла çырчĕ те ытлашшиех тĕкĕнмерĕм. Анчах текстра унта çĕнĕрен йышăнма ыйтни пур.
Конституци чăвашла пур. Анчах унăн юридици вăйĕ çук — вăл куçару кăна (куçаруçăн варианчĕ). Чăвашли та юридици вăйне илтĕр тесен вара унăн чăвашла текстне çирĕплетес пулать (юридицире кашни сăмахăн хăйĕн йĕрки тата вырăнĕ пур). | |
Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.31 21:22 | |
Чăваш республикин Конституцине чăваш чĕлхипе ăçта курма пулать? Чăваш республикин Конституци юридици вăйĕ ют чĕлхепе-им? | |
Аçтахар Плотников // 1390.41.5817
2014.10.31 21:24 | |
Agabazar // 1554.68.6322
2014.10.31 21:58 | |
Конституцин çеç мар, Республика шайĕнче тухакан ытти документсен те , чăвашла версисен, юридици вăйĕ çук.
Ун пеккисене "Хыпар" хаçат чăвашла куçарса купи-купипе пичетлесе кăларать. Анчах та вĕсем ниме тăман пустуй япаласем çеç. Кут шăлма çеç юрăхлă теме пулать. Конституцин чăвашла куçăрăвĕ ("сумри" мар, тӳре-шарасен сайтĕнчи) кăнтăрла уçăлатчĕ, халĕ темшĕн уçăлмасть. | |
Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.31 22:17 | |
Вара чăвашла çырнине ют чĕлхесем хушшине пытарма мĕнле тăмсайсем шутласа кăларнă? Тепĕр хут аса илтересшĕн: тĕнчере Конституцине тата ытти саккунсене чи малтан тăван чĕлхепе тăваççĕ. Ун хыççăн ытти чĕлхесемпе те тума юрать. Анчах та пĕрремĕш вырăнта тăван чĕлхе тăрать, ют чĕлхе мар. | |
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.01 11:04 | |
Чăваш республикин Конституцине чи малтан чăваш чĕлхипе тумалла. Ун хыççăн ытти чĕлхесем çине те куçарма юрать. | |
Agabazar // 2202.11.7895
2014.11.01 12:13 | |
Кунти стена тулнă, УРĂХ ÇЫРМА ÇУККапла та малтанхи икĕ комментари тухса ӳкнĕ. Çырасах тесен урăх тĕлте вырăн тупăр. Ма каланине хăлхана чикместĕр, Микулай!!!!Авă тата тепĕр комментари тухса ӳкрĕ сире пула!!!!!!! Кунта 10 штук çеç вырнаçать. | |
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.01 12:44 | |
Чăваш республикинче Чăваш республикин Конституцине пăхăнмаççĕ-им? Мĕншĕн тесен Акапасар каланă тăрăх чăваш чĕлхипе çырнă Чăваш республикин Конституцийĕн юридици вăйĕ çук имĕш. Ку тĕслĕх Чăваш республикинче икĕпитлĕх пуррине кăтартать. Мана уншăн кунта яланах тулаççĕ. |