Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗнчи Василий Николаев ячӗллӗ вӑтам шкул кӑҫал 125 ҫул тултарать. Вырӑнти «Урал сасси» хаҫат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилея кӗркунне ирттерме палӑртнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхра прӑнакансем иртнӗ ҫул ялӑн 285 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ун чухне тӗлпулу Авӑркас ҫӗрӗ ҫинче мар, Пелепейре те пулса иртнӗ.
«Чӑваш Хурамалсем иртнӗ эрнере чӑвашсем никӗсленӗ хулари 1-мӗш номерлӗ шкула килсе ҫитнӗ. Тӗп сӑлтавӗ — ялти пӗлӳ ҫурчӗн ҫавра ҫулӗпе ҫыхӑннӑ. Иртнӗ ҫул Пелепейӗнчи пӗрремӗш шкул хӑйӗн 130 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ, апла пулсан уяв мешехине, ӑна мӗнле йӗркелемеллине вӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ, ӑнланаҫҫӗ», — хыпарланӑ Юрий Листопад журналист хаҫатра.
