Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӳкеҫри шкул-интернатра пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Унта ҫивитти тӑррине пусмапа хӑпарма тӑнӑ арҫын персе анса аманнӑ. Кун пирки Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинчи патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ.
Инкек ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Рабочи стена ҫумне тӑратнӑ пусмапа ҫивитти ҫине хӑпарма тӑнӑ. Шкулта, сӑмах май каласан. юсав ӗҫе пырать.
Яваплӑ органсем пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ. Юсав ӗҫӗпе аппаланаканни — «Империя» ООО.
Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев материалӗсене Следстви комитечӗн республикӑри управленине ярса парӗҫ.
