Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашсен наципе культура федераци шайӗнчи автономийӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен юхӑмӗ ҫӗнӗ дискотека ирттерет. Вӑл раштавӑн 8-мӗшӗнче «Коммуна» клубра пулӗ. Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.

 

Дискотека программинче эсир интереслӗ конкурссене хутшӑнма, вӗсенче парнесем ҫӗнсе илме пултаратӑр! Дискотека хыҫҫӑн укҫа тӳлесе каҫхи пайне юлма пулать.

 

Адрес: Тула метро, Ман Тула урамӗ, 44 ҫурт.

Ытларах ҫак адреспа ыйтса пӗлме пулать – o.a.borisova@mail.ru

 

Клуба мӗнле ҫитмеллине кунта ӳкерсе кӑтартнӑ — http://kommunaclub.ru/where.page

 

Хӑвӑр та килӗр, юлташсене те чӗнме ан манса кайӑр!

Дискотекӑна йеркелекенсем сирӗнпе хаваспах тӗл пулӗҫ!

 

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта Кисана (Рязань) автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Автобус тӗп вокзалтан 8 сехет ирхине эрнере виҫӗ хут ҫула тухӗ: юнкун, эрнекун тата вырсарникун. Кисанран вара автобус каялла каҫхи 18 сехет те 45 минутра ҫак кунсенче тухӗ: тунтикун, кӗҫнерникун, шӑматкун.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркӗ Сатӑру облаҫӗнчи Энгельсра туса кӑларнӑ ҫӗнӗ троллейбуспа пуянланчӗ. Ҫӗнӗ Ҫулччен тата тепӗр троллейбус килмелле. Пӗртӗр пурӗ 3 троллейбус туяннӑ пулнӑ.

Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта халӗ пурӗ 57 троллейбус ӗҫлет. Канмалли кунсенче 35-36 троллейбус, ӗҫ кунӗсенче 46 ӗҫлеҫҫӗ. Хулара ҫӑвӑн пекех ятарласа ерешленӗ "туй", "ача-пӑча" ятлӑ троллейбуссем те ҫӳреҫҫӗ

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ӗнер, раштавӑн 2-мӗшӗнче, пурте пӗлетпӗр, ӗнтӗ, суйлав иртрӗ.

Малтанлӑхи пӗтӗмленӳ (98% тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн) тӑрӑх Чӑваш Ен ҫапла суйланӑ: ытларах пайӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейшӗн» сасӑланӑ (62,28%), РФКП-шӑн — 12,64%, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫейшӗн» — 10,32%, РЛДП-шӑн — 8,47%. Ытти партисемшӗн 2% каярах сасӑланӑ. Сасӑлама пурӗ халӑхӑн 70,6% пынӑ. Тӗп суйлав комиссийӗ ку малтанхинчен ытларах пулнине ҫирӗплетнӗ.

 

Пӗтӗм Раҫҫейӗпе пӑхсан вара ҫапла сасӑланӑ:

* «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — 64,1%;

* РФКП — 11,6%;

* РЛДП — 8,2%;

* «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» — 7,8%;

Суйлава пурӗ сйлама пултаракан 63% халӑх хутшӑннӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Раштавӑн 8-мӗшӗнче Эрмитажӑн шалти картишӗнче «Раштав симфонийӗ 2008» ятлӑ пӑр ҫинчи театр-конкурс иртӗ. 11 сехетре хӑйсен пултарулӑхне ҫамрӑккисем кӑтартӗҫ, 16 сехетрен пуҫласа вара — аслӑраххисем. 24 сехет хушши ку мероприяти иртӗ — чӑнласах та интересли унта нумай пулӗ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче вара, каҫхи 17 сехетре жюри ӗҫсене пӑхса тухса ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗ.

 

Ку конкурса Чӑвашран килнӗ А. Молоков скультурӑҫӑ та хутшӑнӗ. Скульптурӑҫ каласа панӑ тӑрӑх вӑл лира ӑҫталама хатӗрленнӗ. Лира ӑшӗнче вара, Раштав палли, пӗчӗк ача выртӗ .

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: ЧҪИУ

 

Иртнӗ шӑмат кун, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Янӑш шкулӗ 100 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ турӗ.

Тӗрлӗ ҫулта вӗрентсе хӑйӗн ҫунатти айӗнчен кӑларса янисене, чаплӑ хӑнасене тепӗр хут хӑй ытамне илчӗ шкул.

«Пӗр ӗмӗр пирӗн шкул ачасене пӗлӳ парать. Юбилей ҫулне лайӑх кӑтартусемпе кӗтсе илни савӑнтарать, паллах. Анчах та тавракурӑмлӑ вӗренекенсем, пултаруллӑ педагогсем пулмасан шкулӑн малашлӑх пулӗччӗ-ши. Иккӗмӗш килӗн тыткӑчи – ачасемпе учительсем», – тет шкул директорӗ В.Н.Димитриев. Янӑшсем вара, чӑнах та, вӗсемпе пуян!

Юрӑ-ташӑ, ӑш сӑмах темччен пулчӗ ҫак кун.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн тӗп конференц-пӳлӗменче «Чӑвашсен йывӑҫ эрешӗсем» ятлӑ кӗнекен кӑтармӑшӗ иртрӗ. Кӗнеке авторӗсем Геннадий Иванов-Орков тата Пётр Мазуркин ӑста.

Кӑтартмӑшра Чӑваш кӗнеке издательсвин тӗп редакторӗ кӗнеке ҫинчен ҫинчен каласа пачӗ. Кӗнекепе паллашма килнӗ хӑнасем Пётр Мазуркина парнесем пачӗҫ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Кӗнеке "Халӑх ӑстисен опычӗ" ярӑмра тухнӑ. Маларах ку ярӑмра Е. Жачевӑн "Чӑваш тӗрри" кӗнеке тухнӑччӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫак ярӑмрах В. Минеевӑн кӗнеки те тухӗ.

Паллах, кӗнекене кӗнеке лавккисенче туянма май пур.

 

Мероприятире ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксем

 

Нумай пулмасть Википедин чӑваш уйрӑмӗнче пӗр ҫӗнӗлӗх кӗчӗ — тӗп страницӑра «Паянхи сӑн» пай уҫӑлчӗ.

Ку Википедин пӗрлехи проекчӗ. Кашни кун валли уйрӑм ӳкерчӗк уйӑрса илеҫҫӗ. Ҫак ӳкерчӗке эсир куратӑр та ӗнтӗ.

 

Википеди пирки калаҫу пуҫланӑран унти ӗҫсем пирки пӗр-ик сӑмах каласа хӑварар: статьясен шучӗ 6800 иртрӗ, Ҫӗнӗ Ҫулччен 7 пине ҫитересшӗн. Сӑмах май пилӑшу ыйтатпӑр — эсир ҫрмасан 200 статья ҫыраймӑпӑр.

 

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Онамастика ыйтӑвӗсем: йывӑрлӑхсемпе малашлӑх» ятлӑ конференци иртӗ.

 

Конференци темисем:

* хальхи халӑх чӗлхин уҫлӑхӗнчи ономастика тӗпчевӗсен вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ;

* Хӗвелтухӑҫ Европӑри ономастиконӑн топономика вӑхӑчӗпе генетика сийӗсем;

* Уралпа Атӑлҫи тӑрӑхри халӑхсен антропосистеми;

* Регионсем хушшинчи ономастикон валли пӗтӗмешле фонд йӗркелесси;

* хальхи илемлӗ тата ӑслӑлӑх литературӑри онимсем;

* таврапӗлӳҫӗ материалӗсем: шкулсем, аслӑ шкулсем тата культура учрежденийӗсем;

 

Ҫеҫпӗлти тӗслӗх вулавӑшӗнче Ҫеҫпӗл вулавӗсен эрни пырать. Ӑна библиотека заведующийӗ Г.Шадрова тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.Сергеева хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче ялти шкулта 10 класра вӗренекенсем «Асран кайми Ҫеҫпӗл» ятпа йӗркеленӗ кӗнекесен куравне хутшӑнчӗҫ.

 

Галина Ивановна ачасене «Пирӗн Ҫеҫпӗл», «Чӗнет пире вӗри чӗре», «Ҫеҫпӗлсем хӑнасене яланах тарават» фотоальбомсемпе тата «Подснежник Чувашии», «Родина Михаила Сеспеля» буклетсемпе паллаштарчӗ. Чи интересли вӗсемшӗн «Сеспелиана» электроникӑллӑ ҫул кӗнеки пулчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 3589, 3590, 3591, 3592, 3593, 3594, 3595, 3596, 3597, 3598, [3599], 3600, 3601, 3602, 3603, 3604, 3605, 3606, 3607, 3608, 3609, ... 3626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...