Ҫӗртмен 25-мӗшпе утӑн 4-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин хастар ҫыннисем инҫетри Алтай ҫӗрне кайса килчӗҫ — Чунҫӳрев-2012 кӑҫал пирӗн авалхи мӑн асаттесен ҫӗрне ҫитме тӗв тунӑччӗ. Чи малтанхи чарӑну Пушкӑрт Республикинчи Хурамал ялӗнче пулчӗ. Ку ялта чӑвашсен хастар ҫынни В.В. Николаев ҫуралнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем паллӑ академикӗн вил тӑприйӗ ҫине чечек хучӗҫ, ялти музейпа паллашрӗҫ, вырӑнти халӑха концертпа савӑнтарчӗҫ. Юрӑ-ташӑ 4 сехет хушши янрарӗ — вырӑнти артистсем те пулчӗҫ, Шупашкартан тухнисем те. Хурамалсем хӑнасене чыслӑн апатлантарнӑ хыҫҫӑн чунҫӳревҫӗсем Алтая ҫул тытрӗҫ. Алтай (чӑвашлатсан «Ылтӑн Ту» пулать) ҫӗрӗ ытла та инҫетре. Автобуспа пӗр чарӑнмасӑр каяс тесен 3 талӑк каймалла. Паллах, пӗлтӗр Дагестана ҫитнӗ ҫулҫӳревҫӗсемшӗн ку ҫул ытла вӑрӑм пулмарӗ — уйрӑмах водительсем хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлнӗрен ӗнтӗ. Автобус ҫӗмӗрӗлнине пула Омск ҫывӑхӗнче пӗр талӑк ирттерни те кӑмӑла пӑсмарӗ — хавхалантарчӗ ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑҫал Хырхӗрри шкулӗнчен вӗренсе тухакансем Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх шкулсенче тӑххӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсем экзаменсене парса пӗтернӗ хыҫҫӑн сывпуллашу каҫӗсем иртеҫҫӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче те иртрӗ пӗр вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ тата кулянуллӑ уйрӑлу каҫӗ. Шкула кӑҫал сакӑр ача пӗтерчӗ: виҫӗ хӗрача тата пилӗк арҫын ача. Пурте вӗсем патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытса алла аттестат илчӗҫ. Ҫак ятпа вӗсен Ю.П.Алексеев директор тата И.М. Степанова класс ертӳҫи саламларӗҫ, малашнехи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗҫ. Пирӗн шкулта пурӗ те сакӑрвун икӗ ача ҫеҫ вӗренет, ҫавӑнпа та пурте пурне те питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Пӗчӗк шкулсен питӗ лайӑх енӗ – ачасемпе вӗрентекенсем пӗр кил-йышри пек пурӑнни. Тӑхӑр ҫул хушши кунран кун шкула ҫӳренӗ май ачасем пӗр-пӗрне ҫывӑх пӗлсе ҫитеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та юлашки шӑнкӑрав тата сыв пуллашу каҫӗ хыҫҫӑн тӑххӑрмӗшсене шкултан ярас та килмест. Анчах пурнӑҫ малалла шӑвать: ачасен те вӗренӗве малалла тӑсмалла. Хӑшӗсем, сӑмахран Настя Розовапа Снежана Морозова тӗп хулари техникумсене ҫул тытӗҫ. Ытларахӑшӗ вара район центрӗнчи шкулсенче вӑтам пӗлӳ илме шутлаҫҫӗ. Мӗнех, ӑнӑҫу сире, ачасем! |
Виҫӗмҫулхи чунҫӳревре Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кашни ҫул Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне ҫула тухать. Маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ хастар ушкӑн кӑҫал Алтай тӑрӑхне ҫитсе килесшӗн. Чунҫӳрев-2012 ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пуҫланӗ. Маршрут: Шупашкар–Хусан–Ӗпхӳ–Курган–Омск–Барнаул–Горноалтайск — малалли ҫул каялла. Ҫӗр каҫма палӑртнӑ вырӑнсем: Пушкӑртстанра, Омск облаҫӗнче, Тутарстанри чӑваш ялӗсенче. Тутарстанри чӑваш ялӗсенче концерт та кӑтартма палӑртнӑ. Планласа хунипе Горноалтайскра вырӑнти халӑхӑн Эл-Ойын уявне хутшӑнмалла, хулара уҫӑлакан пӗрремӗш этнопаркра юпа лартмалла, така пусса чӳк тумалла, чӑвашла ятсем йышӑнмалла. Чунҫӳревҫӗсен ҫулҫӳревӗ епле пынипе эсир http://bulgar.chuvash.org сайтра паллашма пултаратӑр — унта ятарлӑ кун кӗнеки ӗҫлӗ: курни-илтнипе хӑварттӑн паллашса тӑма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтӗрхи Акатуйра Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарта Акатуй иртӗ. Вӑл яланхи пек Шупашкарти 500 ҫуллӑх ячӗллӗ культурӑпа куну паркӗнче пулӗ. Чӑваш Ен культура министерствипе Шупашкар хула администрациӗ тата Шупашкарӑн Мускав районӗн администрацийӗ пулӑшнипе ӑна Чӑваш наци конгресӗ ирттерет. Акатуй программи анлӑ — сире кунта театрланӑ курав, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисем, чӑваш юрри-ташши кӗтӗ. Курма пынисем умӗнче ятарласа Аттил патша тухса сӑмах калӗ, унсӑр пуҫне ватӑ мӑчавар та пулӗ. Уйрӑмах республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен килнӗ хӑнасем хатӗрленӗ кӗтессем кӑсӑклӑ пулӗҫ — пур район, пур хула хӑйсен картине илемлетсе йӗркеленӗ. Акатуй 11 сехетре уҫӑлӗ! Курма килас шухӑшлисене пурне те хапӑл туса йышӑнӗҫ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ — Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн календарьти паллӑ дата. Ҫак кун 1920-мӗш ҫулта пирӗн республикӑн автономине туса хунӑ, асӑннӑ пулӑм тата 1926-мӗш ҫулта Чӑваш АССР-ӗн пӗрремӗш Конституцине йышӑнни хальхи Чӑваш Енӗн экономикин тата право тӗлӗшӗнчи никӗсне йӗркеленӗ. Республикӑн нумай нациллӗ халӑхӗ йывӑрлӑхсене тата тӗрлӗ асап-нушана пӑхмасӑр, историн темле кӑткӑс тапхӑрӗнче те хӑйӗн ӑс-хакӑл пӗрлӗхне тата граждансен хушшинчи тӑнӑҫлӑха сыхласа хӑварма пултарнӑ. Ҫакӑ Чӑваш Ене мӗн пур кризиса ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерме тата республикӑн хальхи тата пуласлӑхри ҫитӗнӗвӗсен никӗсне хывма пулӑшрӗ. Иртнӗ ҫулсенчи тапхӑрта Чӑваш Ен палӑрмаллах ҫӗнелсе улшӑнчӗ. Экономикӑна диверсификацилессипе, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тытӑмӗсене, социаллӑ сферӑна ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ малалла пырать, пурнӑҫ шайӗ ӳсет, Чӑваш Енре пурӑнакансене ӑс-хакӑл тата культура тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшас енӗпе чылай ӗҫ тӑватпӑр, ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас тата ҫирӗплетес тӗлӗшпе те тимлӗн вӑй хуратпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Анлӑ ларура Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗнче Георгий Осипович Ефимов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш фантастикин аталанӑвӗ» ятпа анлӑ лару иртрӗ. Ӑна филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вячеслав Александрович Ендеров ертсе пычӗ. Чи малтанах Вячеслав Александрович Валентин Александрович Абрамова асӑнма сӗнчӗ — ку ларӑва хутшӑнма вӑл чи малтан килӗшнӗ терӗ, ятарласа доклад та хатӗрлеме пуҫланӑ иккен. Шел те, лару кунӗ тӗлне вӑл пурӑнса ҫитереймерӗ, пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ. Валентин Абрамовӑн доклачӗ «Г. Ефремов прозинчи фантастикӑпа пурнӑҫ чӑнлӑхӗ» ятлӑ пулмаллаччӗ. Вячеслав Ендеров литература тӗпчевҫине асӑнса фантастикӑпа ҫыхӑннӑ унӑн ӗҫӗсене асӑнчӗ (Жанровые разновидности чувашской фантастической повести // Становление и развитие чувашской повести, Чебоксары, 2004. |
Диплом хӳтӗлевӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсен аслӑ шкулти вӗрентӗвне тарӑнрах тата тухӑҫлӑрах тӑвас енӗпе тӗрлӗ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, студент харӑсах икӗ специальноҫпа диплом илсе вӗренсе тухма та пултарать кунтан. Хастар та пур енлӗ аталанма тӑрӑшакан паянхи ҫамрӑксемшӗн ку питӗ меллӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче те хушма вӗрентӳ ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӗркунне пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, факультетра икӗ специальноҫпа хушма курссене ҫӳресе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳллӗ диплом илме майсем пур: пӗрремӗшӗ — секретарь-документовед специальноҫне (курс ертӳҫи — И.В.Мукина доцент), иккӗмӗшӗ — массӑлла информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен редактор специальноҫне (курс ертӳҫи — Е.П.Чекушкина доцент). Диплом илес текенсен 6 уйӑхлӑх курс программине вӗренсе диплом хӳтӗлемелле. Ҫапла вара, вӗренсе тухакансем харӑсах икӗ аслӑ пӗлӳллӗ специалистсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче массӑлла информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен редактор специальноҫне суйласа илнӗ студентсем хӑйсен квалификаци ӗҫне хӳтӗлерӗҫ те ӗнтӗ. |
Климат улшӑннӑран сӑвӑссем пирӗн тӑрӑхра та вӑйлӑ ӗрчесе кайнӑ. Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви асӑрхаттарнӑ тӑрӑх сӑвӑс ӳт ҫине лексен пульница каймалла — энцифалит чирӗнчен сыхланма инфекционист сире иммуноглобулин ҫырса пама пултарӗ. Энцифалитран сыхланас тесен вакцина туни меллӗ пулмалла — ӑна пульницасенче тӑваҫҫӗ. Сӑвӑсран сыхланмашкӑн вӗсем пурӑнакан вырӑнсенчен аякран иртме тӑрӑшӑр; вӑрмана кайсан ҫутӑ тум тӑхӑнӑр (сӑвӑса ҫӑмӑлрах асӑрхама пулӗ); пуҫа тутар ҫыхӑр; вӑрманта ҫӳренӗ чухне кашни икӗ сехетрен ҫи-пуҫа тӗрӗслӗр — сӑвӑса асӑрхасан силлесе пӑрахӑр. Вӑрмана каяс умӗн вӗсене хӑратакан тата вӗлерекен ятарлӑ шӗвекпе сапӑнни те пӑсмӗ. Ан манӑр: сӑвӑс кӗрсе ларнине эсир сисмесӗрех юлайратӑр — вӑл ӳте ыраттармалла мар ҫыртать. |
Ҫӗртмен 16-17-мӗшӗсенче, иртнӗ канмалли кунсенче, Ишек пасарӗ вӑйлӑ шавларӗ — йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кунта ярмӑркка иртрӗ. Ишек ярмӑрккине вырӑнти ял тӑрӑхӗн Пуҫлӑхӗ Максимов А.Н. вырсарникун уҫрӗ. Ӗлӗк кунта 10 пине яхӑн ҫын пухӑнма пултарнӑ теҫҫӗ пулсан, ку канмалли кунсенче те халӑх сахал мар пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем валли спорт вӑййисем, ача-пӑча валли тӗрлӗ вӑйӑсем пулчӗҫ. Кил-хуҫалӑхра кирлӗ япаласем туянакансем валли те кунта тавар пайтахччӗ — чӑх-чӗппе выльӑх чӗрлӗх те, кӗпе-йӗм те, тӗрлӗ савӑт-сапа та пурччӗ. Халӑх тӗрлӗ спорт вӑййисенче вӑй виҫрӗ: кӗрешӳре, волейболра, мини футболра, кире пуканӗ йӑтса. Кашни ҫӗнтерӳҫӗ парнеллӗ пулчӗ. Ярмаркка концертпа вӗҫленчӗ: районти тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Сӑнсем (47) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗнетнӗ ҫӑл Элӗк районӗнчи Лупашка ятлӑ пӗчӗк ялта ҫырмара ҫӑлкуҫ вырнаҫнӑ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансене мӗн авалтанах сиплӗ те таса шывпа тивӗҫтерсе тӑнӑ вӑл. Ҫав ялти Николаев урамӗнчи ҫӑл умне халӗ те картлам йӑтса ҫынсем пырсах тӑраҫҫӗ. Чӑнах та вӑхӑт иртнипе ҫӑл пури кивелсе ҫитнӗччӗ. Аптраса ӳкмерӗҫ ял ҫыннисем. Кивӗ ҫӑлпа юнашар ҫӗр чавса тимӗр бетон ункисенчен ҫӗнӗрен пусӑ маҫтӑрларӗҫ. Ҫак ӗҫсене пӗтӗмпех ылтӑн алӑллӑ Юрий Ефремов ертсе пычӗ. Вӑл ҫӑл тӑррине те турӗ. Лупашкасем ӳлӗмрен те ҫӗнӗ ҫӑлтан таса шыв ӑсса кӑларасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |