Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен ассоциацийӗ ӗнер, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, тӗрлӗ хуласенче пӗчченле пикетсем ирттернӗ. Шупашкарта, Хусанта, Чуллӑ Ҫырта тата Ӗпхӳре хастарсем республикӑсенче чӗлхесен пӗртанлӑхне тытса пыма; кӑк халӑхсене шкул умӗнхи, пуҫламӑш, вӑтам тата аслӑ пӗлӗве хӑйсен чӗлхипе вӗренме майсем туса пама; ППЭ экзаменӗсене тӑван чӗлхепе тытма ирӗк пама; патшалӑх хут ӗҫӗсене вырӑс чӗлхипе танах тӑван чӗлхепе те тума; наци республикисенче РФ Патшалӑх Думинче пӑхса тухакан кӑк халӑхсен чӗлхисене вӗрентме пӑрахма пултаракан саккуна пӑрахӑҫлама ыйтнӑ.
Чӑваш Енрен резолюцине «Ирӗклӗх» наципе культура аталанӑвӗн пӗрлӗхӗн председателӗ Дмитрий Степанов алӑ пуснӑ. Ҫавӑн пекех тутарсен «Ылтӑн Урта» юхӑмӗн ертӳҫи Данис Сафаргали, Тутар халӑх центрӗн Чуллӑ Ҫырти уйрӑмӗн пайташӗ Булат Гатин, пушкӑртсен «Күк бүре» (чӑв. Кӑвак кашкӑр) юхӑмӗш ертӳҫи Азат Сальманов тата Пушкӑрт шурсухалӗсен (аксакалӗсен) канашӗн секретарӗ Рамиль Саитов алӑ пуснӑ. Резолюцине Владимир Путина, Михаил Игнатьева, Рустэм Хамитова, Рустам Минниханова ярса панӑ.
Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен ассоциацийӗ ҫавӑн пекех тепӗр сӗнӳ хучӗ те янӑ — республикӑсенче «Вырӑс маршӗсене» ирттерме чарасси пирки. Ассоциаци шухӑшӗпе ҫак маршсем кӑк халӑхсен суверенитетне хирӗҫле иртеҫҫӗ, туслӑ халӑхсем хушшинче хирӗҫӳ ҫуратаҫҫӗ. Сӑмах май кӑҫал Шупашкарта «Вырӑс маршӗ» иртмен пулмалла — ку ахӑртнех ӑна ирттерекен Михаил Орешников Украинӑна пурӑнма куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.05 12:00 | |
Вырăссен маршне халĕ чараймастăн, мĕншĕн тесен Вырăс Енĕн Аслă националисчĕ Кремльти сортирта çапса пăрахаканни. |