Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: .tatar доменра 100 домен пухӑнасса шанмаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.11.2014 12:09 | 1758 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

Тутарсен хӑйсен домен пур — .tatar. Ӑна нумай пулмасть регистрациленӗ. Унти доменсене туятмалли приоритетлӑ вӑхӑт юпан 22-мӗшӗнче пуҫланнӑ — ку тапхӑрта тӗнче бренчӗсем, пысӑк корпорацисем регистрациленме пултарнӑ. Хӑйсем валли .tatar доменра 19 организаци ытла туяннӑ: Microsoft, Google, Instagram, Facebook тата ыттисем.

Паянтан пуҫласа вара иккӗмӗш тапхӑр пуҫланнӑ — хӑйсем валли доменсем патшалӑх органӗсем туянма пултараҫҫӗ. Вӑл чӳкӗн 25-мӗшӗччен пырӗ. Тутарсен доменӗнче хӑйсен сайчӗсене тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗ, Тутарстан мӑсӑльманӗсен ӑс-хакӑл управленийӗ, Пӑлхарти историпе архитектура музейӗ уҫма кӑмӑл тунӑ. Пурӗ 20 ытла заявка килнӗ. Ҫавах та интернет-аналитиксем ҫак доменсен йышӗ ку тапхӑрта самай ӳсессе шанмаҫҫӗ иккен — ҫӗртен иртеймӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Виҫҫӗмӗш тапхӑр раштавӑн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Вӑл вӑхӑтра тавар паллисен хуҫисем, МИХсем, коммерцилле мар пӗрлӗхсем регистрациленме пултараҫҫӗ. 2015 ҫул пуҫламӑшӗнче тӑваттӑмӗш тапхӑр вӑй илмелле — вӑл вӑхӑтра доменсене пурте хаклӑ хакпа туянма пултарӗҫ. Ахаль хакпа кашни ҫын 2015 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа регистрацилеме пултарать.

.tatar домена хута ярас тӗлешпе унччен информатизаципе ҫыхӑну министрӗ пулнӑ Николай Никифоров тӑрӑшнӑ пулать. Ҫак домена хута ярас шухӑша Тутарстанӑн Президенчӗ Рустам Минниханов та ырланӑ. Пурӗ ҫак ӗҫпе 185 пин доллара яхӑн укҫа тӑкакланӑ.

#тӗнче тетелӗ, #Тутарстан, #тутарсем, #Пӑлхар, #музейсем, #доменсем, #кӳршӗре

 

Комментари:

Неважно 2 // 1562.8.9092
2014.11.06 16:26
https://www.google.ru/search?q=site:*.tatar

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем