Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитсе пынӑ май хыпарсӑр ҫухалнӑ шӑписем ҫинчен асаилтерес килет. Вӑрҫӑ пӗтни 67 ҫул ҫитсен те нумай салтакӑн шӑпи паллӑ мар. Паллах, http://www.obd-memorial.ru/ сайта туни шырама нумай майсем туса парать, анчах унта пӗтӗм документсем лекеймен, тулли мар тата хушаматсемпе ятсене, ҫуралнӑ вырӑнсене ҫырнӑ чухне нумай йӑнӑш тунӑ. Ҫавах та салтаксен шӑписене тӗпчемелле тесе шутлатӑп. Чӑваш республикинчен кӑна каялла ҫурри ытла таврӑнман, вӗсенчен 25-30% хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланаҫҫӗ. Вӑрҫӑн малтанхи тапхӑрӗнче ҫухалинсене тупма питӗ кансӗр, ҫав вӑхӑтра дивизисемпе армисем хӑйсен шӑписене пӗлтермесӗр ҫухалнӑ. Нимӗҫ пленне лекнисен хӑш-пӗрин шӑпине кӑна палӑртма пулать. Сӑмахран Канаш районӗнчи Йӑлмачча ялӗн каччи Иванов Николай Иванович (1920 ҫ.) 1941 ҫулта ҫарта пулнӑ, утӑн 3-мӗшӗнче тыткӑна лексе каярах ирӗксӗр вырӑнта вилнӗ. 2011 ҫулта РГВА трофей фондӗнче Рославлти плена лекнӗ салтаксен лагерӗнчи лазаретри салтаксене шута илнӗ кӗнекене тупнӑ. | ||
1986 ҫулӑн акан 26-мӗш кунне тӗнче халӑхӗ ӗмӗрлӗхех асра тытса пурӑнӗ ӗнтӗ. Ҫав кун Украинӑри Чернобыль атомлӑ электростанцийӗ вутпа сирпӗнсе кайнӑ. Радиоактивлӑ тусан 300 ҫухрама яхӑн Раҫҫей, Белоруҫ тата Украина ҫӗрӗсене наркӑмӑшлантарнӑ, пурӑнма юрӑхсӑрлатнӑ. Халӑха та пинӗ-пинӗпе хӑрушлӑхлӑ вырӑнсенчен урӑх вырӑнсене куҫарма тивнӗ — ҫӗршер ял тата вуншар хула пушанса юлнӑ. Чернобыльти аварие пусарма Совет Ҫарне хутшӑнтарнӑ, унсӑр пуҫҫӑн ҫак ӗҫе кашни хуларан ҫӗршер ҫын хӑйсен ирӗкӗпех хутшӑннӑ. Ҫӗмӗрлӗ хулинчен Чернобыле 113 паттӑр тухса кайнӑ. Унтанпа 26 ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Нумайӑшӗ халӗ пирӗнпе ҫук. Чернобыль паттӑрӗсене халаласа лартнӑ палӑк пирӗн хулара та пур. Ун умӗнче ҫулсерен акан 26-мӗшӗнче халӑх пуҫтарӑнать, ас тивет. Кӑҫал та хулари 2-мӗш шкул ачисем ҫак куна палӑртма пуҫтарӑнчӗҫ. 1986 ҫулта пулса иртни ҫинчен Чернобыль ветеранӗсен Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ертӳҫи В. Красильников асаилчӗ. А. Попова, Чернобыльте пуҫне хунӑ паттӑрӑн арӑмӗ, упӑшки ҫинчен тата тӑван ҫӗршыва юратса, пурнӑҫа сыхласа пурӑнма вӗрентсе каларӗ. Чернобыль нихӑҫан та асран каяймӗ. | ||
Паян, акан 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтел иртрӗ, ӑна институт директорӗ Ю.Н. Исаев ертсе пычӗ. 10 сехетре пуҫланнӑ ӗҫлӗ калаҫу тӑватӑ сехет тӑсӑлчӗ. Тӗрлӗ ҫынсем тухса калаҫрӗҫ — министерствӑсенчен килнисем те, ӑсчахсемпе ҫыравҫӑсем те, чӑвашлӑх шӑпишӗн пӑшӑрханакан уйрӑм ҫынсем те. Ҫакӑн пек сӗнӳсем пачӗҫ: • Ача пахчисенче чӑвашла вӗренти кирлӗ. Ҫавӑн пекех ача пахчисенче тӑван культурӑпа паллаштарма пултаракан «асанне» пулмалла (тутарсен опытне шута илсе). • Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫыннӑн кирек хӑш организацире те икӗ патшалӑх чӗлхипе пӗр шайра усӑ курма майсем пулмалла. • Чӑваш Республикин чӗлхе службине туса хумалла; куҫару ӗҫӗпе пулӑшмалла (тӳлевсӗр). • Чӑваш халӑхне упраса хӑварас тӗлӗшпе тӗллевлӗ Программа хатӗрлесе йышӑнмалла. • Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисене пӗр тан шайра усӑ курмалли 10-20 ҫуллӑх ӗҫ планӗ палӑртмалла. | ||
Ӗмӗрлӗх палӑкАкан 24-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш энциклопедийӗн тӑватӑ томӗн хӑтлавӗ иртрӗ. Асӑннӑ кӑларӑмӑн пӗлтерӗшӗ вышкайсӑр пысӑк: сӑнарлӑн ӑна Чӑваш Енӗн автобиографийӗ тени те вырӑнлӑ. Вунӑ ҫула тӑсӑлнӑ ӗҫ хыҫа юлчӗ. Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, ЧР культура, вӗренӳ министрӗсем Роза Лизаковӑпа Владимир Иванов, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров, энциклопеди статйисене хатӗрленӗ авторсем, тӗпчевҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Юрий Исаев презентацие ертсе пынӑ май Чӑваш энциклопедине хатӗрлесе кӑларас самантсем пирки чарӑнса тӑчӗ. 2001 ҫулта «Краткая чувашская энциклопедия» кун ҫути курнӑ. 2002 ҫулта Чӑваш Ен Президенчӗ нумай томлӑ Чӑваш энциклопедине хатӗрлесси пирки Указа алӑ пуснӑ. Тепӗр ҫулне унӑн концепцийӗсене хатӗрлесе ҫитернӗ, каярах редакци канашӗпе редакци коллегине палӑртнӑ, ӗҫе пуҫӑннӑ. Энциклопедин пӗрремӗш томӗ 2006 ҫулта пичетленнӗ, иккӗмӗшӗ — 2008, виҫҫӗмӗшӗ — 2009, тӑваттӑмӗшӗ — 2011 ҫулсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Анат Кӑмаша шкулӗ. Кӑмаша сайтӗнчен илнӗ Тӗнчери кашни халӑхӑн хайӗн тӑван чӗлхи пур. Пирӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Ҫак чӗлхе пур чухне чӑваш халӑхӗ те пур. «Чӗлхе пӗтсен, халӑх пӗтет», — тенӗ И.Я.Яковлев. Самана улшӑнса ҫӗнелчӗ. Чӑваш чӗлхи те халӑхпа пӗрле хӑйӗн чапне ӳстерчӗ. Чӑваш каччи ҫӑлтарсемпе калаҫрӗ. Петер Хусанкай «Эп — чӑваш ачи» сӑвӑ ҫырса савӑнтарчӗ. Ҫак сӑвӑран пуҫланчӗ та акан 25-мӗшӗнче Анат Кӑмаша ял вулавӑшӗнче «Тӑван чӗлхе — таса ҫӑлкуҫ» сӑвӑ вулакансен конкурсӗ. Конкурса Анат Кӑмаша шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Архипов Андриян «Асли ҫук ҫӑкӑртан» (В.Давыдов-Анатри) тата Якимова Анастасия «Эп чӑваш ачи» (П.Хусанкай) сӑвӑсене каласа парса пӗрремӗш вырӑна пайларӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна Никитин Денис Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуласа йышанчӗ. Морозова Кристина хӑйӗн уҫӑ сассипе Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарсах килет ӗнтӗ. Ҫак ҫутӑ та пархатарлӑ Куна чыслакан халӑх пур тӗнчипех кӗтсе илет. 2010-мӗш ҫулта «Ҫӗнтерӳ автобусӗ» ятлӑ пуҫару Петербург хулинче пуҫланнӑччӗ. Вӑл ҫул ҫак хула урамӗсем тӑрӑх Сталин укерчӗкӗпе унӑн вырӑс халӑхне халаланӑ мухтав сӑмахӗсем ҫырса вырнаҫтарнӑ автобус куҫса ҫӳренӗ теҫҫӗ. Пӗлтӗр, 2011-мӗшӗнче вара ҫакӑн евӗр «тумланнӑ» «сталинобуссем» 11 Раҫҫей хулисенче анлӑ сарӑлнӑ. Кӑҫал вара 40 хула ҫак пуҫарӑва хутшӑнма йышӑннӑ теҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле — Белоруҫӗн тӗп хули Минск та. Ҫулталӑк пуҫламӗшӗнче Хусанти «Вӑхӑт пӗлтерӗшӗ» ятлӑ пӗрлешлӗх те ҫак акцие йӗркелеме тытӑннӑ иккен. Сталин 1945-мӗш ҫулта: «Ҫак черккене совет халӑхӗн сывлӑхӗшӗн, уйрӑмах вырӑс халӑхӗшӗн, ӗҫсе пама сӗнетӗп сире», — тесе каланӑ сӑмахӗсем Хусан хули хуҫисене килӗшмен иккен. «Вӑхӑт пӗлтерӗшӗ» пӗрлешлӗх ҫынни Елена Балтина каласа панӑ тӑрӑх Хусан хулин правительствин пӗр ҫыннин Айдар Абдулхаковӑн шухӑшӗпе Сталин сӑнӳкерчӗкӗсем тата унӑн сӑмахӗсем Раҫҫей халӑхӗсем хушшинче харкашу пуҫласа яма пултараҫҫӗ. Ытти «сталинобуса» хирӗҫ тӑраканӗсем ку пуҫару политикӑлла реклама тесе хулара вырнаҫтарма ирӗк парасшӑн мар иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Туҫара та уявӖнер чӑваш чӗлхи кунне Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче та анлӑн паллӑ турӗҫ. Иртенпех чӑваш юррисем янрарӗҫ. Тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑ, ӑмӑртусем ирттерчӗҫ. Уроксем хыҫҫӑн вара чӑваш эстрада юррисен пысӑк концерчӗ пулчӗ. Кунта вара 1 класран пуҫласа 11 класс ачисем хутшӑнчӗҫ. Чӑннипех те, ачасем хӑйсене артистсем пек тытма тата юрлама пултарни куракансене тӗлӗнтерчӗ. Тури Туҫа шкулӗнче вӗренекен ачасем вӗренӳре те, ӗҫре те, уявра ҫапла хастаррӑн хутшӑнни ашшӗ-амӑшсене савӑнтарчӗ. | ||
2010 ҫулхи митинг Паян, акан 25-мӗшӗнче, кашни чӑваш хӑйӗн тӑван чӗлхи кунне уявлать. Ҫак уява халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ: ҫавра сӗтелсем, митингсем, семинарсем. И. Я. Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче иртекен уява палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 20 ҫул ҫитрӗ — постановление 1992 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать! Шанас килет! Паянхи вӑхӑтра та хӑйӗн актуаллӑхне ҫухатман чӑваш чӗлхи малалла аталанӗ, ун сассийӗ ҫак Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчен нихӑҫан та ҫӗтмӗ, нихӑҫан та ҫухалмӗ. Вӑл пирӗн пурнӑҫри кашни хутлӑха кӗрсе вырнаҫӗ, тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ! Пирӗн чӗлхе вӑл халӑх мӑнаҫлӑхне кӑтартакан паллӑсенчен пӗри! Вӑл яланах чӑвашпа пӗрле пулӗ, халӑха телей парса тӑрӗ! Петӗр Хусанкай сӑмахӗсем — чӑн сӑмахсем: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» Чӑваш чӗлхи кашни кун янратӑр — килте те урамра та, хулара та ялта та! Ҫапла пултӑр! | ||
Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп! Тӑван чӗлхе — наци культурин управҫи, этемлӗхӗн нумай тӗрлӗ культура пуянлӑхне сӑнарлакан аслӑ та сайра тӗл пулакан паха тупра. Вӑл хутшӑнупа воспитани хатӗрӗ ҫеҫ мар, ҫут тӗнче илемлӗхне тата унӑн тӗрлӗ енлӗхне туллин палӑртма май паракан япала та. Ӑна пула чӑваш халӑхӗн сайра йышши хӑйне евӗрлӗхӗ аваллӑхран пуҫласа паянхи кунччен тивӗҫлипе сыхланса упранать. Тӑван чӗлхе вӑл пирӗншӗн — никамран та хаклӑ аннемӗрӗн асран кайми сӑпка юррийӗ, ҫут тӗнчене пӗлме-курма пуҫланӑ май хамӑр каланӑ пӗрремӗш сӑмахсем. Ӑслӑ Вӗрентекенӗмӗр тата Ҫул пуҫӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн пӗлӳлӗх сӑпки пулса тӑнӑ пӗрремӗш чӑваш шкулне уҫнӑ, тӑван сӑмах паянхи шкулсенчи вӗренӳ класӗсенче, аслӑ шкулсен аудиторийӗсенче, кӗнеке-хаҫат страницисенче, театр сцени ҫинче тата телевиденипе радио эфирӗнче тивӗҫлипе янӑратӑр тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ. Паян Чӑваш чӗлхин уявне тӑван халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркине тата ӑс-пурлӑх пуянлӑхне ӑруран-ӑрӑва куҫарса пыракан, чӑваш чӗлхине сыхласа упрамалли майсем палӑртакан Раҫҫей Федерацийӗн чылай регионӗнче тата ытти ҫӗршывра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Етӗрнери 1-мӗш гимназире 5-мӗш класра вӗренекенсем Тимофеева В.П., Тимофеева В.Н. ертсе пынипе И.Я.Яковлев ачалӑхӗпе паллашрӗҫ. Пӗчӗк Иван ҫуралсанах тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Ӑна кӳршӗсем усрава илнӗ, пӑхса ӳстернӗ. Ачалӑхӗ йывӑр пулнине пӑхмасӑр Иван вӗренме тӑрӑшнӑ. Кӗнеке нумай вуланӑ, «5» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ. Тата хӑй вӗренсе пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван халӑхне пулӑшма вӑй ҫитернӗ. Ҫакӑ 10-11 ҫулхи ачасене тарӑн шухӑша ячӗ. Вӗсем те вӗренӳре Иван Яковлев пекех тӑрӑшуллӑ пулма шантарчӗҫ. Ҫак кун 5-6, 8-мӗш класра вӗренекенсемшӗн чӑннипех те асра юлӗ. Вӗрентекенсем (Иванова И.В., Тимофеева В.П.) уроксенче тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерчӗҫ: «Ҫамрӑк ӑсчах», «Асамлӑх тӗнчинче», «37 пӗр тӑван ҫӗршывӗнче», «Чӑваш Республикин хулисем», «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче».
Мӗнле пуян пирӗн тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи! Мӗн тери илемлӗ пирӗн Тӑван ҫӗршыв — Чӑваш ҫӗршывӗ!
Чи пултаруллисем парнесем илме тивӗҫ пулчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |