Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Элӗк ҫӗрӗн ӑстисене палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 16.06.2014 10:01 | 2047 хут пӑхнӑ
Культура

Районти Акатуя ирттернӗ май элӗксем ял тӑрӑхӗсен хушшинче «Элӗк ҫӗрӗн ӑстисем» районти конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑннисен халӑх йӑли-йӗркине, пурнӑҫне сӑнлакан япаласен куравне хатӗрлеме тивнӗ. Темисене ҫапларах палӑртнӑ: «Ҫутҫанталӑк япалисенчен (ҫӳҫерен, хурӑн хуппинчен, улӑмран тата ыттинчен) ӑсталанӑ япаласем», «Тӗрлесси, тӗртесси, шӑрҫаран эрешлесси», «Милӗк ҫыхасси», «Асанне арчинчен», «Чӑвашсен туй йӑли-йӗрки (юррисем, йӑли-йӗрки, ҫи-пуҫӗ)», «Халӑх пуканисем», «Картинӑсемпе панносем», «Пыл хурчӗ тытасси», «Чӑваш халӑх ҫи-пуҫӗ», «Йывӑҫран касса эрешлесси» тата ытти.

Ял тӑрӑхӗсем курава тӑратнӑ япаласем хушшинче тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗҫми-ҫими те пулнӑ, хуплу, шӑрттан,чӑкӑт, хуран кукли, ҫӳхӳ, шӳрпе, сӑра...

Гран-прие Ехремкасси ял тӑрӑхӗ ҫӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш вырӑнсене Мӑн Вылӑ, Питӗшкасси, Ураскилт, Тенеяль ял тӑрӑхӗсем тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Йӑлкӑш, Крымсарайкӑ, Чӑваш Сурӑм, Юнтапа. Тавӑтпа Шӗмшеше виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫ тесе палӑртнӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, никама та кӳрентермен — пурне те вырӑн парса тухнӑ. Элӗк ял тӑрӑхӗн куравне куракансене килӗшни тесе хакланӑ.

#Акатуй, #Элӗк районӗ, #конкурссем, #Ехремкасси, #Мӑн Вылӑ, #Питӗшкасси, #Ураскилт, #Тенеяль, #Йӑлкӑш, #Крымсарайкӑ, #Чӑваш Сурӑм, #Юнтапа, #Тавӑт, #Шӗмшеш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем