Чӑваш Республикинчи хуласенче электричество линийӗсӗр ҫӳрекен троллейбуссем маршрута тухма пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Транспорт министерствинче пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫак проектпа Питӗрти хӑнасем паллаштарнӑ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ В.Степанов ертсе пынӑ канашлура калаҫнӑ.
«ENER Z» (Питӗр) инжиниринг компанийӗн элчисем хӑйсен проектне хӑтланӑ май Питӗрте ҫакнашкал троллейбуссем ҫӳрени пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем пысӑк хӑватлӑ литий-ионлӑ аккумуляторлӑ. Ку электричество линине перӗнмесӗр ҫӳреме май парать-мӗн. Питӗр хӑнисем паха енне те палӑртнӑ. Кунашкал троллейбуссем энергие перекетлеме, чӑрмавсенчен пӑрӑнса иртме май параҫҫӗ иккен.
ЧР Транспорт министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал аккумуляторлӑ троллейбуссем маршрут сетьне оптимизацилеме пулӑшаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хулари электричество линине хута яман урамсенче те ҫак троллебуссем ҫӳреме пултарӗҫ.