Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Патӑрьелӗн чи лайӑх ҫамрӑк ӑстисем

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 16.06.2014 10:53 | 1480 хут пӑхнӑ
Республикӑра Пултаруллисене чысланине пӑхма халӑх Акатуя пухӑннӑ
Пултаруллисене чысланине пӑхма халӑх Акатуя пухӑннӑ

Ку конкурса патӑрьелсем ҫамрӑк специалистсен професси ӑсталӑхне, вӗсен ят-сумне ӳстерес тата вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене районти Акатуйра, темӗн чухлӗ ҫын умӗнче чыслани хӑйех хисеп мар-и тата!

Сывлӑха сыхлас ӗҫре чи лайӑх ҫамрӑк специалист ятне Патӑрьелти тӗп пульницӑра анестезиолог-реаниматологра тӑрӑшакан Татьяна Острякова тивӗҫнӗ. «Патшалӑхӑн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх активист–общественник» — райадминистрацин вӗренӳ, социаллӑ аталану, информаци тивӗҫтерӗвӗ тата архив енӗпе ӗҫлекен пайӗн ҫамрӑксен канашӗн пайташӗ Татьяна Илюткина.

«Вӗренӳ ӗҫӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» — Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Путякова. Юлашкинчен асӑннӑ номинацире 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсем те уйӑрнӑ. Вӗсене Шӑнкӑртамри шкулта ют чӗлхене ӑша хывтаракан Чулпан Ишмуратова тата Патӑрьелти 1-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Ольга Каллина тивӗҫнӗ.

Правӑна сыхлакан органсенче вӑй хуракансенчен асӑннӑ районти муниципалитетсем хушшинчи уйрӑмри кадрсем енӗпе тӑрӑшакан Наталья Мишина инспектора ҫитекенни ҫук иккен.

Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене те 3 вырӑн таранах уйӑрнӑ. Вӗсене пурне «Батыревский» обществӑри ӗҫченсем тухнӑ: Петр Кудрявцев механизатор — пӗрремӗш йышӑннӑ, Александр Прыкин механизатор — иккӗмӗш, Василий Маллин электрик — виҫҫӗмӗш.

Муниципалитет тытӑмӗнче тар тӑкакансенчен Ҫӗнӗ Ахпӳртри Людмила Кошкина специалиста палӑртнӑ, культура ӗҫченӗсенчен — Патӑрьелти халӑх театрӗн художник-постановщикӗ Ирина Егоровӑна, социаллӑ сферӑра — Патӑрьелти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр тӗп бухгалтерне Надежда Смеловӑна, усламҫӑсенчен — «Мечта» общество директорне Юрий Секретова, промышленноҫра тӑрӑшакансенчен — «Союз» общество кондитерне Наиля Тазюковӑна.

#Акатуй, #Патӑрьел районӗ, #ҫамрӑксем, #Патӑрьел, #Шӑнкӑртам, #шкулсем, #Ҫӗнӗ Ахпӳрт

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.16 17:19
Конкурс мĕнле чĕлхепе иртнĕ? Е кун пирки ыйтни вăл темле халăха кӳрентерни пулать?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем