Улатӑрти «Труд» стадионта арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол енӗпе хула турнирӗ иртнӗ. Тупӑшу самаях хӗрӳ пулнӑ. Унта пӗтӗмпе Улатӑр хулинчи вӑйлӑ 10 команда хутшӑннӑ.
Турнир Олимп мелӗпе иртнӗ. Пӗр сӑмахпа, выляса янӑ команда турниртан тухса ӳкнӗ.
Пӗтӗмлӗтӳ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш вырӑна 17-мӗш пушар чаҫӗн спортсменӗсен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна ҫамрӑксен «Зенит» команди тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем — «Спутник - 1» футболҫисем.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене хисеп хучӗсемпе, медальсемпе чысланӑ.