Вӑрӑ-хурахсем хула урамӗсенче сахалрах алхасчӗр тесе Раҫҫей хулисенче полицайсене хӑвӑртрах йыхӑрмалли мелсен йышӗ ӳссех пырать иккен. Ак Ҫӗмӗрле хулинче ҫакӑн евӗр темиҫе вырӑн туса лартнӑ теҫҫӗ. Ку вырӑнсене «Кӑвак ҫутӑ» тесе ят панӑ. Вырӑсла «Маячок безопасности» ятлӑ вӗсем. Ытти хуласене илсен, полицайсене хӑвӑрт чӗнсе илмелли вырӑнсене ҫырса ҫеҫ палӑртнӑ пулсан ҫӗмӗрлесем кашни вырӑна кӑвак ҫутӑпа капӑрлатнӑ. Хӑрушлӑхсӑр ҫуттисене вӑрӑ-хурах аллине лекнӗ ҫынна хӑвӑртрах пулӑшма йӗркеленӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑрӑ-хурахӗ те хайӗн киревсӗр ӗҫне хӑрамасӑрах тума ан пултартӑр, хӑратӑр, пытантӑр. Чӑваш Енре пӗтӗмпе 2600 «хӑрушлӑхсӑр ҫутӑ» лартма палартнӑ тет: Шупашкарта — 90, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 43, Канашра — 58, Улатӑрта — 13, Ҫӗрпӳре — 5, Ҫӗмӗрлере — 10. Кӑвак тӗспе ҫутатса тӑраканнисем вара паянхи куна 216 кӑна-ха. Ҫак ӗҫе уйрӑм усламҫӑсем те йышлӑн хутшанаҫҫӗ имӗш, хӑйӗн пурлӑхне кашнин упраса хӑварас килет-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑҫал, пуш уйӑх пуҫламӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта гитара калас енӗпе Тӗнче шайӗнчи фестиваль-ӑмӑрту иртрӗ. Вӑл «Кӗмӗл обертон—2012» ятлӑ пулнӑ. Ӑмӑрту хаклавҫисем хушинче Челепи хулинчи паллӑ ӑстахҫӑ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Козлов, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Харисов, Мускаври тӗнчипе паллӑ культура ӗҫченӗ Е. Пушкаренко, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Михайлов пулнӑ. Ӑмӑртӑва ҫамрӑксем Мускавран, Чархулинчен (Йошкар-Оларан), Хусантан, Пензӑран, Ивановӑран, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлӗрен тата Шупашкартан хутшӑннӑ. Гитарӑна алла тытса ӑста выляма пултаракан аллӑ ытла ҫамрӑк. Ҫӗмӗрлӗ хулишӗн кунта Бунова Анастасия 10-12 ҫулхи ачасен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ. Настя вӗрентекенӗ Валентина Муляева каланӑ тарӑх виҫӗ кун виҫӗ сехет евӗр вӗҫсе иртнӗн туйӑннӑ. Ӑмӑртусем вӗҫленсен В. Козлов ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне Ҫӗмӗрлӗ хӗрне уйрӑммӑн палӑртса саламланӑ иккен. Эпир те ӗнтӗ Анстасия Бунована чун-чӗререн иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ ятпа саламлатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тӗнчери пӗрремӗш хӗрарам-космонавт хӑйӗн 75-мӗш ҫулне кӗтсе илчӗ. Валентина Владимировна Терешкова паллӑ ӑслӑхҫӑ, профессор, ҫӗршывшӑн усӑллӑ 50 ытла ӗҫпе палӑрнӑ. Ҫураласса вӑл Ярославль облаҫӗнчи Масленниковӑра ҫуралнӑ. Хресчен ҫемьинчен тухнӑ хӗр малтанах пир-авӑр хапрӑкӗнче вӑй хунӑ. 1963 ҫулхи ҫу кунӗсенчи вӗҫеве хальхи ҫамрӑксен ытларахӑш пайӗ пӗлмест пулин те хӑй вӑхӑтӗнче ун ҫинчен илтмен ҫын ҫуккӑччӗ те. Валентинӑн «Чайка» (вӗҫеври ячӗ, чӑвашла «Чарлан») карапӗ тӗнче уҫлӑхӗнче виҫӗ талӑка яхӑн пулнӑ. Чӑвашсемшӗн Валентина пирӗн Андриян Николаевич Николаевӑн мӑшӑрӗ пулнипе хаклӑ. Тӑван енре вӗсем темиҫе хутчен те кил-йышӗпе пулкаланӑ, 1965 ҫулат икӗ талӑк Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче те хӑналаннӑ. Чӑваш кинӗ ҫар ӗҫӗпе пысӑк шая ҫитнӗ, генерал-майор пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та Валентина Терешкова килте лармасть, яланах халӑхпа, яланах ҫӳревре тесен те тӗрӗс пулать пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
З.М. Радева «Халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тенӗ ваттисем. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Ҫӗнкас ялӗ суйлав кунӗнче пайтах тӗлӗнтернӗ имӗш. Суйлав вырӑнӗ ялтан 2 ҫухрӑмри Турхан ялӗнче вырнаҫнӑран нумайӑшӗ кӑҫалччен унталла-кунталла ҫӳреме ӳркеннӗ, кайман та. Ялта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ватӑсем кӑна пурӑнаҫҫӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Кӑҫал вара, Ҫӗмӗрлӗ районӗн суйлав комиссийӗн пайташӗ Л. Саерова каланӑ тӑрӑх ялти ватӑсем ҫирӗм ҫул каялла хупнӑ халӑх ҫуртне хӑйсемех уҫнӑ, хутса ӑшӑтнӑ, урай-маччине сӗрсе тухнӑ та район суйлав комиссине кӗтме пуҫтарӑннӑ. Ахаль ларман тет тата хӑйсем — сӗтел- пукан илсе килнӗ, апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, купӑсҫи те тупӑннӑ. Килти сӑра та вӗретнӗ имӗш. Тата тепӗр савӑнӑҫлӑ тӗлӗнтермӗш пулса иртнӗ Ҫӗнкасрах: ҫак кун тӗлне аякра пурӑнакан хурӑнташсем те тӑван яла ятарласа суйлама килнӗ иккен. Ҫавӑнпа та ют ҫӗршывран суйлава сӑнама килнисем Раҫҫейре суйлав кунӗ туй евӗрлех тенине ҫакӑн евӗр самантсенче питех те ӗненме пулать ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ районӗнчи Тӑванкасри «Тӑванлӑх» тата «Тӑван ен» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсем Кураккасси ялӗнче вырнаҫнӑ ваттисен ҫуртӗнче черетлӗ хӑнара пулнӑ. Тӑванкас ҫыннисем хӑйсен хурӑнташӗсене манмаҫҫӗ, ҫулсерен темиҫе хутчен кунта килсех тӑраҫҫӗ, юрӑ-ташӑпа, ӑш сӑмахпа, ялти кучченеҫпе хавхалантараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек ӗҫе пуҫтарса хатӗрлеме нумай вӑхӑт тата вӑй кирлӗ, пуринчен те пулмасть. Нумайӑшӗ тивӗҫлӗ канура пулсассӑн та юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсенче Тӑванкас тӑрӑхӗнчи маттур та хастар хӗрарӑмсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен ертӳҫине, Михаил Яковлевич Тихонова пушшех тав сӑмахӗсем калас килет. Мӗн каччӑранпах ҫак ларма-канма пӗлмен ҫын ялти юрӑпа ташӑ ӗҫне ӗркелесе пырать. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче те, Чӑваш Енре те паллӑ купасҫӑ вӑтӑр ҫул ытла ырми-канми ӗҫлет. Михаил Яковлевичӑн кил-йышӗнче пилӗк ҫын, пурте унран юлмаҫҫӗ. Мӑшӑрӗпе, Людмила Васильевнӑпа, виҫӗ маттур ача ӳстерчӗ, тӗрӗс ҫул ҫине тӑратрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Юратнӑ хӗрарӑмсем! Сире пӗтӗм чун-чӗререн питӗ чаплӑ уявпа — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп! Сирӗн ҫепӗҫ куллӑр ӑшшипе, савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа тата ҫӗнелӳпе тулса пуянланнӑ ҫак илемлӗ уява эпир пурте чӑн-чӑн ҫуркунне палли пек йышӑнатпӑр. Ҫак вӑхӑтра ҫут ҫанталӑк хӗл ыйхинчен вӑранса чӗрӗлме тытӑнать, чунра ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллев ҫуралать. Иксӗлми юратупа илеме, тарӑн ӑспа ыр кӑмӑллӑха, ӑш пиллӗхпе чӑтӑмлӑха сӑнарлаканскерсем, эсир пурнӑҫа савӑнӑҫлӑрах тата ҫураҫуллӑрах тӑватӑр. Хӑвӑр чунтан савакан ҫывӑх ҫыннӑрсене ачашлӑхпа ӑшӑ туйӑм парнеленӗ май, вӗсене пурнӑҫри йывӑр самантсенче тӗрлӗ пӑтӑрмахсемпе инкексенчен сыхлатӑр, килти хӑтлӑха шанчӑклӑн упратӑр. Сирӗн юратӑвӑрпа тӑрӑшулӑхӑр пире, арҫынсене, вӑйлӑрах пулма хистеҫҫӗ, пултаруллӑ ӗҫлеме тата ырӑ ӗҫсем тума хавхалантараҫҫӗ. Эпир Сире хамӑра ӑнланнӑшӑн тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ҫемье вучахне упрама пӗлнӗшӗн, ачасене ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ та пултаруллӑ туса пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн тата хӑвӑр ҫав хушӑрах ӗҫре, общество пурнӑҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарнӑшӑн чӗререн тав тӑватпӑр. Хаклӑ аннесемпе асанне-кукамайсем, мӑшӑрсемпе хӗрсем, аппасемпе йӑмӑксем тата тантӑшсем, пирӗн пурнӑҫа пархатар кӳнӗшӗн тата ӑна телейлӗ тума пулӑшнӑшӑн сирӗн умӑрта эпир пуҫа таятпӑр. Ан тив, сирӗн чунӑрта яланах ҫуркунне чечеклентӗр, ҫемйӗрсенче юратупа килӗшӳлӗх хуҫаланччӑр, чи ҫутӑ ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланччӑр! Ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑхпа телей сире! Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Уяв саманчӗ Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗн саккӑрмӗшӗнче пӗтӗм тӗнче Хӗрарӑмсен кунне уявлать. Ҫак уява пирӗн ҫӗршывра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ: тӗрлӗрен концертсем, конкурссем е ытти савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫсем туса ирттереҫҫӗ. Сӑмахран, Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче кӗҫӗн классенче ӑс пухакансем уяв концерчӗ йӗркелерӗҫ. Унӑн программине Г.В. Храмова тата З.Н. Воробьева вӗрентекенсем, юрри-кӗввине Р.Т. Морозова вӗрентекен ертсе пынипе хатӗрленӗ. Шӑпӑрлансем аннесем ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пӑхмасӑр каларӗҫ, ҫав хушӑрах илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Куракансем вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Ун хыҫҫӑн Хырхӗрри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем — Т.И. Бормотинапа В.А.Горбунова сӑмах илчӗҫ. Вӗсем шкул ачисене пысӑк мар спектакль лартма хатӗрленӗ. Юмахӗ «Ҫарӑк» ятлине пӗлтерсен чылайӑшӗ: «Ку юмаха эпӗ те пит лайӑх пӗлетӗп-ҫке», — тесе калаҫрӗҫ. Анчах та халапа курма пуҫласанах вӑл урӑхла шухӑшли паллӑ пулчӗ: «артистсем» хӑйсен ролӗсенчи сӑмахӗсене сӑвӑласа каларӗҫ, ҫарӑка акса ӳстерессине те ку вӑхӑтри агрономи мелӗсемпе ҫыхӑнтарчӗҫ, вӗҫӗнче те шӑши тем пекех пулӑшрӗ пулсан та ҫарӑк вырӑнтан та хускалмарӗ! |
Ыран тӗнчери чылай ҫӗршывсенче Хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑвӗҫ. Арҫынсем хӗрсемпе хӗрарӑмсем валли парне хатӗрлесе те хунӑ ӗнтӗ. Казахстанри Хӗрлӗ Урта (выр. Кызылорда) хулинчи пӗр арҫын вара хӑйӗн мӑшӑрне пӗр миллион кӗл чечек парнелесшӗн тет. Кун пирки ҫак хулари пӗр чечек лавкки хуҫи пӗлтернӗ. Арҫын малтанхи пайне тӳлесе те хунӑ тет. Чечекӗсене ятарласа Голландирен илсе килӗҫ (хулари чылай чечеке вӑл ҫӗршывран тиесе килнӗ тесе сутаҫҫӗ пулин те чылай пайӗ вырӑнти е Китайпа Узбекистанран). Вӗсем пурте пӗр тӑршшӗ, пӗр тӗслӗ пулӗҫ тет, пӗр-пӗринчен уйӑрса те илме май пулмӗ тет. Кӗл чечекӗн хакӗ Хӗрлӗ Уртара 500-1000 тенке (пирӗннипе — 100-200 тенкӗ). Уявсем тӗлне вӗсен хакӗ 2-3 хут ӳсет пулин те ҫакӑн пек пысӑк саккас тӑваканшӑн лавкка хуҫи хакне самай чакарнӑ тет. Пурӗ миҫе тенкӗлӗх ларнине ҫавах пӗлтермен-ха. Эсир мӗнле парнесем хатӗрлесе? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хайлавӑн пӗрремӗш кӑларӑмри ӳкерчӗк Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхе вӗрентекенӗсем Льюис Кэрролл хайланӑ «Алиса в стране чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш тӗнчине лекнӗ Алиса)ятлӑ фантастикӑлла юмах тӑрӑх литература уявӗ ирттерчӗҫ. Пухӑннисене Артемьева Наталья Михайловна ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ. Уява районти вунӑ шкулти вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Ачасем кӗнеке тӑрӑх хатӗрленӗ тӗрлӗ ыйту ҫине хуравларӗҫ, конкурссене хутшӑнчӗҫ. Кашни шкул ушкӑнӗ ултӑ ачаран пулчӗ. Вӗсем хӑйсем ҫинчен каласа пачӗҫ тата акӑлчан чӗлхипе паллаштарчӗҫ. Ӑмӑрту йӗркипе килӗшӳллӗн кашни командӑн ячӗпе девизӗ, юрри акӑлчанлаччӗ. Ачасем пухӑннисене кӗнекерен илнӗ сценкӑсене те выляса пачӗҫ. Тӳрех калас пулать, тумӗсене те, сӑнарӗсене те кашни ушкӑн тӑрӑшса ӑсталанӑ. Кашни шкул команди хисепе тивӗҫлӗ, акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем тӑрӑшса ӗҫлени курӑнать. Хаклавҫӑсем те, ачасем те уявпа кӑмӑллӑ юлчӗҫ. |
Вӗрентекен пурнӑҫӗ хальхи саманара ҫӑмӑл теме ҫук. Уроксене хатӗрленесси, тӗрлӗрен хут ӗҫӗ тӑвасси, уроксем хыҫҫӑн ачасене канӑвне йӗркелесси тата... — вуншар-вуншар ыйту тухса тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах харпӑр хӑй пӗлӗвне ӳстересси те чи ҫивӗччисенчен пӗри. Ӑна ниепле те аякка хӑварма пулмасть — кунта вӗрентекенӗн кулленхи пурнӑҫӗ, шалӑвӗ, ҫемье пуласлӑхӗн тӗп пайӗ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнакан вӗрентекенсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тӗллевпе нумай пулмасть ҫӗнӗ тетелти журнал тухрӗ. Вӑл «Шкулта» ятлӑ, http://shkul.su адреспа вырнаҫнӑ. Владимир Андреев, тӗтелти журнала ҫутта кӑлараканӗ каланӑ тӑрӑх чӑвашла интернет журнал кӑларас ӗмӗт унӑн тахҫанах пулнӑ. «Халӗ ку ӗҫе пуҫӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Паллах, журнал пӗтӗмпех шкул тата шкул таврашӗнчи пурнӑҫпа ҫыхӑннӑскер пулӗ», — тет вӑл 1-мӗш кӑларӑмӑн кӳртӗм пайӗнче. «Шкулта» журналпа пурте тӳлевсӗр паллашма, унти материалсене хӑйсен ӗҫӗнче усӑ курма пултараҫҫӗ. 1-мӗш кӑларӑмра, сӑмахран, чӗлхе урокӗсенче словарьсемпе усӑ курасси пирки, шкул ачисен тӗпчев ӗҫӗсене йӗркелесси пирки, чӑваш литературине вӗрентмелли урок тӗсӗсене, глюкоза пирки, чӑваш чӗлхи кун-ҫулӗ пирки пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |