Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хаҫат-журналсем

Культура

Ку журнала кам кӑларассине кӑтартман та, анчах паянтан Чӑваш Енре тепӗр ҫӗнӗ журнал официаллӑ майпа регистрациленӗ. Кун пирки Роскомнадзор хыпарлать. Ҫӗнӗ пичет кӑларӑмӗ — «Панулми». Вӑл — ачасен журналӗ. Ӑна уйӑхра пӗрре кун ҫути кӑтартӗҫ.

Паянхи куна Чӑваш Енре 185 массӑллӑ информаци хатӗрне шута илнӗ. Вӑл шутран 148-шӗ — периодика кӑларӑмӗсем. 148-тан 103-шӗ хаҫат, 39-шӗ журнал, 1 бюллетень, 1 альманах, 3 сборник, 1 каталог. Электрон МИХсем — 35. Кунта 3 телекӑларӑм кӗрет, 14 телеканал, 1 электрон периодика кӑларӑмӗ кӗрет. Кунсӑр пуҫне 2 информаци агентствине регистрациленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.rkn.gov.ru/news/news66706.htm
 

Раҫҫейре «Прессӑн ылтӑн фончӗ» медаль
«Прессӑн ылтӑн фончӗ» медаль

Нумаях пулмасть Мускавра Раҫҫейри массӑлла информаци хатӗрӗсен «Раҫҫейри пахалӑхлӑ пресса тата унӑн аталанӑвӗ» ӗҫлӗ форум иртнӗ. Унтах «Прессӑн ылтӑн фончӗ — 2014» палла тивӗҫнӗ пичет кӑларӑмӗсене чысланӑ. Ҫак палла тата свидетельствӑна форум йӗркелӳҫисен аллинчен «Советская Чувашия» редакторӗ Владимир Васильев, «Грани» хаҫат редакторӗ Наталья Колыванова, «Ял пурнӑҫӗ» Красноармейски район хаҫачӗн редакторӗ Иван Прокопьев илнӗ.

Пӗтӗмпе Чӑваш Енри 10 пичет кӑларӑмӗ «Прессӑн ылтӑн фончӗ — 2014» палла тивӗҫнӗ. Ҫӳлерех асӑннисемсӗр пуҫне ҫак йыша «Республика», «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» (Муркаш районӗ), «Ӗҫ ялавӗ» (Етӗрне районӗ), «Тӑван ен» (Шупашкар районӗ), «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» (Вӑрнар районӗ), «Пенсионер Чувашии» хаҫатсем, «Моя империя» журнал кӗнӗ.

«Прессӑн ылтӑн фондне» 2005 ҫулта «ПРЕССА» профессионал куравӗн йӗркелӳ комитечӗ пуҫарнӑ. 2010 ҫултанпа проекта «Журналист» издательство ҫурчӗ пурнӑҫлать. Ҫак конкурс ҫӗнтерӳҫисем хаҫат логотипӗпе юнашар «Прессӑн ылтӑн фончӗн» медальне 1 ҫул вырнаҫтарма тивӗҫеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Паян пирӗн республикӑра Украинӑри, Белоруҫри, Молдавинчи, Узбекистанри, Таджикистанри, Кӑркӑстанри тата Арменинчи ҫамрӑк журналистсем пулнӑ. Вӗсем пирӗн ҫӗршывра пулса иртекен лару-тӑрупа паллашма тӗллев лартнӑ иккен. Тӗрлӗ ҫӗршывран килсе ҫитнӗ хӑнасем Раҫҫейри журналистсен VIII медиа-форумне хутшӑннӑ май пирӗн тӑрӑха килсе ҫитнӗ-мӗн. Ыран вӗсем Тутарстана тухса кайӗҫ.

Ҫамрӑк журналистсемпе республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов тата ытти депутат тӗл пулнӑ. Тата, паллах, информаци политикин министрӗ Валентина Андреева та. Калем ӑсталӑхӗнчи пултарулӑха туптама тинтерех кӑна тытӑннӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ темпе те кӑсӑкланнӑ. Пӗрисене ял пурнӑҫӗ интереслентернӗ пулсан теприсем сасӑлав тытӑмӗ пирки депутатсем мӗн шухӑшланине пӗлме ӑнтӑлнӑ. СНГ ҫӗршывӗн ҫыннисем валли Чӑваш Енре ӗҫ пур-и тесе ыйтакан та тупӑннӑ. Анчах Чӑваш Ен халӑх йышӗнчен пуян пулнине кура вӑй питтисем хамӑрӑн та нумай тесе хуравланӑ.

Сӑнсем (30)

 

Пӗлтерӳ

Пичет дизайнне алла илме, ӳкерме, ҫырма юратакан ПӖР каччӑна е хӗре чӗнетпӗр. Графикӑпа калӑплав программисене — InDesign, PhotoShop, Illustrator — Chuvash.org тата ытти чӑвашла проектсене хутшӑнса пулӑшнӑшӑн — тӳлевсӗр хӑнӑхтаратпӑр.

Кандидатӑн 18 тултарнӑ пулмалла, программӑсемпе усӑ курмалӑх компьютерӗ пулмалла. Унчченхи опычӗ пулсан тата лайӑх. Кандидата ярса панӑ ӳкерчӗкӗсене, дизайнӗсене хакласа тата куҫа-куҫӑн калаҫнӑ хыҫҫӑн суйлӑпӑр.

Пӗлӳ: текст калӑплавӗн принципӗсем, чӑвашла текст калӑплавӗн уйрӑмлӑхӗсем, шрифтсемпе стильсемпе ӗҫлесси, тӗспе ӗҫлесси, электронлӑ тата анимациллӗ pdf. «Тӑван Ен», «Пятница» хаҫатсен, «Мы женимся», «Life & Love» журналсен дизайнерӗ вӗрентӗ.

Усси: дизайнер-верстальщик вырӑнӗнче кирек хӑш редакцире е фрилансер майӗпе ӗҫлеме пултарасси; портфолио валли ӗҫсем; ҫав ӗҫе кӗмешкӗн рекомендациллӗ ҫыру.

Портфолиопа резюмеcене ҫак адреспа йышӑнатпӑр: madeinchuvashia@gmail.com

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 09

1911
114
Думилин Илья Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
108
Игнатьев Сидор Игнатьевич, «Хыпар» хаҫат редакторӗ, пултаруллӑ журналист тата публицист вилнӗ.
1928
97
Ефимов Георгий Андреевич, — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем