Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: дизайн

Сумлӑ сӑмах Хулара

Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хуласенчен пирӗн Шупашкар уйрӑм вырӑн йышӑнать. «Хӑш хула хитререх?» тесен, паллах, кашни хӑйӗн хули пирки хурав парӗ. Ҫавӑнпа та эпир Шупашкара вӑл енчен пӑхмӑпӑр. Ҫавах та Чӑваш Республикин тӗп хули пулнӑ май унӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ палӑратех. Кӑна ман пата ытти хуласенчен килнӗ хӑнасем те сахал мар асӑрханӑччӗ. Пире, кунта пурӑнакансене, тен, хӑш-пӗр япаласем сисӗнмеҫҫӗ те пуль, анчах аякран килнисем вӗсене хӑвӑрт кураҫҫӗ. Сӑмахӑм Шупашкарти картасем пирки пырать. Ытти хуласенче те вӗсем хитре-ха, анчах пирӗннисенче чӑваш эрешӗсем пурри ҫакӑ хӑнасене тӳрех кӑсӑклантарса ярать — пирӗн картасене ӳкерсе илнине хам куҫпа сахал мар курса.

Ҫакна шута илсе Шупашкарти картасен пуххине хатӗрлес терӗм. Чи малтанах статья ятне «Шупашкарти чи илемлӗ 10 карта» тесе ят парас тенӗччӗ, унта вара вунӑ картана суйласа 1–10-мӗш вырӑн парса тухасшӑнччӗ. Анчах ӗнер, ҫак картасене ӳкерсе ҫӳренӗ май, вуннӑшне кӑна кӑтартни ҫителӗксӗр пуль терӗм.

Малалла...

 

Пӗлтерӳ

Пичет дизайнне алла илме, ӳкерме, ҫырма юратакан ПӖР каччӑна е хӗре чӗнетпӗр. Графикӑпа калӑплав программисене — InDesign, PhotoShop, Illustrator — Chuvash.org тата ытти чӑвашла проектсене хутшӑнса пулӑшнӑшӑн — тӳлевсӗр хӑнӑхтаратпӑр.

Кандидатӑн 18 тултарнӑ пулмалла, программӑсемпе усӑ курмалӑх компьютерӗ пулмалла. Унчченхи опычӗ пулсан тата лайӑх. Кандидата ярса панӑ ӳкерчӗкӗсене, дизайнӗсене хакласа тата куҫа-куҫӑн калаҫнӑ хыҫҫӑн суйлӑпӑр.

Пӗлӳ: текст калӑплавӗн принципӗсем, чӑвашла текст калӑплавӗн уйрӑмлӑхӗсем, шрифтсемпе стильсемпе ӗҫлесси, тӗспе ӗҫлесси, электронлӑ тата анимациллӗ pdf. «Тӑван Ен», «Пятница» хаҫатсен, «Мы женимся», «Life & Love» журналсен дизайнерӗ вӗрентӗ.

Усси: дизайнер-верстальщик вырӑнӗнче кирек хӑш редакцире е фрилансер майӗпе ӗҫлеме пултарасси; портфолио валли ӗҫсем; ҫав ӗҫе кӗмешкӗн рекомендациллӗ ҫыру.

Портфолиопа резюмеcене ҫак адреспа йышӑнатпӑр: madeinchuvashia@gmail.com

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 24

1978
48
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть