Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Нумаях пулмасть Мускавра Раҫҫейри массӑлла информаци хатӗрӗсен «Раҫҫейри пахалӑхлӑ пресса тата унӑн аталанӑвӗ» ӗҫлӗ форум иртнӗ. Унтах «Прессӑн ылтӑн фончӗ — 2014» палла тивӗҫнӗ пичет кӑларӑмӗсене чысланӑ. Ҫак палла тата свидетельствӑна форум йӗркелӳҫисен аллинчен «Советская Чувашия» редакторӗ Владимир Васильев, «Грани» хаҫат редакторӗ Наталья Колыванова, «Ял пурнӑҫӗ» Красноармейски район хаҫачӗн редакторӗ Иван Прокопьев илнӗ.
Пӗтӗмпе Чӑваш Енри 10 пичет кӑларӑмӗ «Прессӑн ылтӑн фончӗ — 2014» палла тивӗҫнӗ. Ҫӳлерех асӑннисемсӗр пуҫне ҫак йыша «Республика», «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» (Муркаш районӗ), «Ӗҫ ялавӗ» (Етӗрне районӗ), «Тӑван ен» (Шупашкар районӗ), «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» (Вӑрнар районӗ), «Пенсионер Чувашии» хаҫатсем, «Моя империя» журнал кӗнӗ.
«Прессӑн ылтӑн фондне» 2005 ҫулта «ПРЕССА» профессионал куравӗн йӗркелӳ комитечӗ пуҫарнӑ. 2010 ҫултанпа проекта «Журналист» издательство ҫурчӗ пурнӑҫлать. Ҫак конкурс ҫӗнтерӳҫисем хаҫат логотипӗпе юнашар «Прессӑн ылтӑн фончӗн» медальне 1 ҫул вырнаҫтарма тивӗҫеҫҫӗ.
